Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пограничниксем те çÿреççĕ

Чăваш Наци библиотекин «Чăваш кĕнеки» центрĕ çумĕнче ĕçлекен «Варкăш» литература клубне çÿрекенсем черетлĕ тĕлпулăва пухăнчĕç. Çĕршыв хÿтĕлевçисен уявĕ умĕн иртекен ларура Александр Мясниковăн «Ту леш енче çил макăрать» кĕнекине сÿтсе яврĕç. Вăл 2017 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнă. Ăна патшалăх чиккине хуралланă чух пуç хунă çĕршыв хÿтĕлевçисене халалланă. Калава чăвашла куçараканĕ – Елизавета Васильева.

Хайлаври тĕп сăнар – Руслан Желудкин паттăр пограничник. Канаш районĕнчи Ачча ялĕнче çуралса ÿснĕскер ачаранах мал ĕмĕчĕпе те пуçарулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе те хастарлăхĕпе палăрнă. Пограничник-офицер пулма шут тытнăскер шкулта лайăх вĕреннĕ, нумай вуланă, йыттине те хĕсмете хатĕрлеме пуçланă. Тăван ялĕнчи шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă хыççăн вара Голицынăри чикĕ институтне çул тытнă. Пĕрле вĕренекенсем Руслан Желудкина хисепленĕ.

Институтран лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă каччă хăйне Çурçĕр Кавказа яма ыйтнă. Тĕрĕссипе, вĕренÿ отличникĕ лăпкăрах региона та кайма пултарнă. Вунпĕр çула яхăн Дагестанра хĕсметре пулнă яш. 2010 çулхи çурла уйăхĕнче вăл паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Руслан Желудкин подполковника Хăюлăх орденĕпе вилнĕ хыççăн наградăланă.

Александр Мясниковăн кĕнеки литература клубĕн хастар членĕсене кăна мар, Руслан Желудкинăн тăванĕсемпе пĕлĕшĕсене те, чикĕ хуралçисен çăмăл мар службин тути-масине пĕлекенсене те – ветеран-пограничниксене – пĕрле пуçтарчĕ. «Пограничное братство» Чăваш Республикин пограничниксен общество организацийĕн представителĕсем – Сергей Иванов, Леонид Кураков, Сергей Андреев, Александр Данилов, Владислав Владимиров – чикĕ хĕрринчи служба хăйнеевĕрлĕхĕпе уйрăмлăхĕ çинчен, хăйсем пурнăçлакан обществăлла ĕçсем çинчен (шкул ачисемпе тата студентсемпе тĕл пулни, Çĕнтерÿ парадне, спорт ăмăртăвĕсемпе турнирсене, патшалăх чиккине хуралланă чух пуç хунă çĕршыв хÿтĕлевçисене асра тытса йĕркеленĕ авточупусене хутшăнни тата ытти те) каласа пачĕç. Кĕнеке тусĕсем вĕсене тимлĕ итлерĕç, хăйсем валли интересли чылай пĕлчĕç.

Клуб ларăвĕнче Руслан Желудкинăн икĕ сыпăкри йăмăкĕсем – Людмилăпа Анастасия Николаевăсем – пулни те савăнтарать. Руслан ялан сăпайлă та маттур яш пулнине палăртрĕç вĕсем. Дагестанри трагеди хыççăн унăн тăван йăмăкĕ Людмила та пограничник пулма шут тытнă-мĕн, хăйĕн тĕллевне пурнăçа кĕртме пултарнă. Желудкин подполковникăн ашшĕ-амăшне манмаççĕ çарти юлташĕсем, вĕсем патне пырсах çÿреççĕ.

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Федорова калаври амăшĕн сăнарĕ тĕлĕнмелле чĕрĕ те тулли пулса тухнине асăнчĕ. «Амăшĕпе ывăлĕн ăшă калаçăвĕнче те туйăнать Русланăн вашаватлăхĕ. Тăванĕсене юратать, хисеплет яш. Тăван тăрăхран аякра пулин те чунĕпе çывăх çынсемпе юнашар вăл. Александр Мясниковăн «Ту леш енче çил макăрать» кĕнеки пек кăларăмсем çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре çав тери кирлĕ. Тăван çĕршыва юратасси йăласене хисепленинчен, çуралнă вырăн историне, паттăрсен мухтавлă ĕçĕсене пĕлнинчен тымарланса вăй илет-çке», – палăртрĕ Ольга Леонидовна.

«Варкăш» литература клубĕн тĕлпулăвĕ ăшă та кăмăллă лару-тăрура иртсе кайрĕ. Çитес уйăхра, пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Улькка Эльменĕн «Сарă кĕпе» кĕнекине (Чăваш кĕнеке издательстви, 2016) сÿтсе явма палăртнă. Пурне те йыхравлатпăр!

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.



22 февраля 2019
09:12
Поделиться