Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Туслă çыхăну татăлмасть

Творчествăри, спортри, поэзири, журналистикăри 55 çулхи юбилее паллă тунă май, манăн пултарулăх каçĕсем çав тери кăмăллă, ăшă туйăмпа иртрĕç. Чăваш телевиденийĕпе те пурнăçăм, ĕçĕмсем-çитĕнÿсем çинчен передача тухрĕ.

Çакăн хыççăн салам сăмахĕсемпе ырă сунса, тĕрлĕ ыйтусемпе шăнкăравлакансем нумай пулчĕç. Çырусем те чылай йышăнтăм. Вĕсенчен пĕри, акă – Мăньял Хапăс ялĕнчи Василий Кожановран. «Телевиденипе сире халалланă сюжета тимлесе пăхрăм. Аркадий Степанович Михайлов пирки те асăнатăр эсир унта...» – тенĕ вăл çырура.

Чăнах та, Аркадий Степанович Михайлова Вăрнарти зооветтехникумра вĕренме тытăннăранпа пĕлетĕп. Пĕрремĕш курсра чухне пирĕн ертÿçĕччĕ. Ырă сăмахсемпе кăна аса илме пултаратăп ăна. Кăмăллă, маттур çынччĕ.

Мана та йывăр самантсенче пулăшу аллине сахал мар тăснă. Нихăçан та манмастăп% манăн пусмаран çĕленĕ туфлисем урара та тăманнине курчĕ те, хăйĕн 42-мĕш размерлă калушĕсене килсе пачĕ. Вĕсене тухса ÿкесрен кантрапа çыхса çÿреттĕм. Тепрехинче тата Канаша пальто туянма кайнăччĕ. Ноябрь уйăхĕ, чăтма çук сивĕ. Халĕ аса илме те хăрушă% поезд тăрринче пынă – шăнса кÿтнĕскер мĕнле ÿксе аманман тулĕк. Алăсем тытмаççĕ, калаçаймастăп. Аркадий Степанович хăй çинчи пиншака хывса тăхăнтартрĕ вĕт, алăсене сăтăрса ăшăтрĕ. Ун чухне вăл конференцие кайма тухнă пулнă. Шăпах унта ăна Госзооветснаб председательне çирĕплетнĕ-мĕн.

Чăннипе, пурнăçăмра Вăрнар районĕпе çирĕп, туслă çыхăну ĕмĕр тăршшĕпех татăлмасть.

Акă, атте Вăрнартан хăйĕн амăшĕ Александра Федотовна Гречко патне (ăна Украинăран Урал тăрăхне эвакуациленĕ) шăрçаланă темиçе çыру упранать. Асаннен тăхăр ача пулнă, виççĕшĕ выççа-сивве, чирсене пула вăхăтсăр вилнĕ. Йывăрлăхĕсем нушалантарнă пулсан та, пĕччен ÿстернĕ ачисене вăл, кашнине пĕлÿ панă. Асатте вара, атте пекех, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе паттăрла пуçне хунă.

Виçĕ ывăлĕ те (Мануил, Иван, Евгений) вăрçăра Витебск облаçĕнче çапăçнă, анчах – тĕрлĕ чаçсенче. Юнлă çапăçусенчен Евгений кăна чĕрĕ тухма пултарнă. Вăл та темиçе хутчен аманнă. Мĕн пурнăçран уйрăличченех уринчи фашист пульли нушалантарса канăç паман. Вăрçă хыççăн Желтые Воды хулинчи заводра тĕп инженерта ĕçленĕскер мана та, Вăрнарти техникумран вĕренсе тухнăскере, хăй патне илсе кайнăччĕ. Анчах направленипе Чăваш енех каялла чĕнсе илчĕç.

Шăпах Женя тете, асанне, аттен çывăх тăванĕсен асаилĕвĕсем, каласа панисем манăн кĕнекесен тĕп шăнăрĕ пулса тăчĕç те. Вĕсем вăрçă-çар темине çутатаççĕ, аттене – дивизи командирне Мануил Федотович Гречкона, унăн пиччĕшĕ-шăллĕсене, мĕнпур ветерансене халалланăскерсем: «Свети, моя звезда», «Пусть он будет ясным месяцем», «Задержался на войне», «Освободители» тата ыттисем.

Сăмах май, сăввăмсем, вĕсем тăрăх хывнă юрăсем Вăрнарти культура çуртĕнче иртнĕ юбилей каçĕнче чылай янăрарĕç. Тавах манăн пултарулăха кăмăлласа килнĕ мĕнпур çынна – вĕсем тĕлпулăва савăнăçлă, кăсăклă ирттерме пулăшрĕç. Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн, районти библиотека ертÿçисемпе коллективĕсене – уйрăм тав сăмахĕсем, вĕсем яланах хавхалантарса-пулăшса пыраççĕ. Çав вăхăтрах ентешĕмсем, уравăшсем, енчен темшĕн ăнлану пулмарĕ – темиçе çын кăна килчĕ. Вĕсене питĕ кĕтнĕччĕ.

Хăшпĕр ертÿçĕсене те, юбилей каçне хутшăнма шантарсах ĕнентерчĕç пулин те, залра курма тÿр килмерĕ. Ерçÿ пулмарĕ-ши?

Апла пулин те пултарулăхри, спортри, поэзири, журналистикăри юбилее манпа пĕрле пайлакансем, пĕр шухăшлисем нумай пулнишĕн чунтан савăнтăм. Юратнă Вăрнар ен яланах манăн чĕрере.

Н.ГРЕЧКО,

дивизи командирĕн хĕрĕ, ĕç ветеранĕ, писатель, журналист.



22 февраля 2019
09:14
Поделиться