Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Калининăсем – 2-мĕш

Йĕпреçре ку районта тухса тăракан «Çĕн-терÿшĕн» хаçат парнисемшĕн мини-футбол енĕпе уçă турнир иртнĕ.

Юбилейлă – 25-мĕш хут иртекен ăмăртăва Вăрнар районĕнчи «Калинино» команда та хутшăннă. Кубокшăн пĕтĕмпе вунпĕр команда тупăшнă.

Ушкăнри вăйăсенче пĕрре те выляса ямасăр калининăсем çурма финала тухнă. Вĕсем Шупашкарти «Кадыкова» командăпа тĕл пулнă. Матчăн тĕп тапхăрĕ никам çĕнтерейменнипе – 3:3 шутпа – вĕçленнĕ. Пенальтисен серийĕнче пирĕн район футболисчĕсем çивĕчрех пулнă.

Финалта вĕсен Кубокшăн тĕрлĕ районсенчи прокуратура ĕçченĕсене пĕрлештерекен «Прокуратура» командăпа тупăшма шăпа тухнă. Вăйă нумай вăхăт 1:1 шутпа тăсăлнă. Шел те, юлашки минутсенче калининăсем хапхана сыхласа çитереймен. Çапла вĕсем 2-мĕш вырăн йышăннă.

Март вĕçĕнче Чулхула облаçĕнчи Сергач хулинче 2008–2009 çулсенче çуралнă ачасем мини-футбол енĕпе регионсем хушшинчи турнирта тупăшнă. Вăрнар районĕн «Рассвет» команди унта 12 команда йышĕнчен 5-мĕш пулнă.

Тăвайра спортăн ку тĕсĕпе иртнĕ турнирта вара вăрнарсем 1-мĕш вырăн йышăннă. Вĕсем – Геннадий Герасимов тренерăн вĕренекенĕсем: Кирилл Сорокин, Кирилл Волков, Роман Серебров, Андрей Иванов, Иван Мошкин, Роман Петров, Илья Семенов.



Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы»)
06 апреля 2019
11:25
Поделиться