Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Пĕртăвансем Мускаври парада хутшăнма тивĕçнĕ

Çĕршывăн аслă уявĕсенче Мускаври Хĕрлĕ площадьре çар парадне ирттерме Октябрьти Аслă революци хыççăнах тытăннă.

Парада хутшăнакансене ятарласа суйласа илнĕ те вăрах вăхăт стройра утма вĕрентнĕ. 1941 çулта фашистла Германи пирĕн çĕршыв çине тапăнсан ноябрĕн 7-мĕшĕнче историре ĕмĕр асра юлмалла васкавлă парад ирттерме тивнĕ.

Çак историлле парадра утакансен йышĕнче Туçи Çармăс ялĕнчи Емельян Илларионов рядовой (ялта вĕсене Уньтяксем тенĕ) та пулнă. Пĕрремĕш çапăçăва Волоколамск хулине ирĕке кăларассишĕн кĕнĕ. Малалла нумай хулапа ялсене, Белоруссипе Польша çĕршывĕсене ирĕке кăларма хутшăннă. Вăрçа 1-мĕш Украина фрончĕн йышĕпе нимĕçсен тĕп хулинче – Берлинта, вĕçленĕ.

Виçĕ хутчен аманнă. Юлашки хут амансан чăваш хирургĕ ăна госпитальтех ĕçлеме хăварнă. Яла таврăнсан çемье çавăрса Йĕпреç районĕнчи Пĕчĕк Упакасси ялĕнче тĕпленсе пурăннă. Икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса ÿстернĕ. Володя ывăлĕ чылай çул колхоз председателĕнче ĕçлерĕ, халĕ таврари паллă фермер, нумай качака усраса хисепе çĕнсе илчĕ.

Мильян пиччен шăллĕ Микулай та нимĕçсене хирĕç çапăçнă. /пкине кĕрсе ларнă снаряд ванчăкĕпех киле таврăннă. Авланма вăхăт çитсен Çăкаллă Явăш ялĕнчи Спиридоновсен Людмила ятлă ĕçчен хĕрĕпе çемье чăмăртанă. Тăватă ывăлпа виçĕ хĕре кун çути парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Микулай пиччен ÿпкинчи снаряд ванчăкне Шупашкар больницинче кăларса илсен те вăл сывалса çитеймерĕ. 50 çул иртсенех çемьене тăлăха хăварчĕ. Людмила инке вара ачисене салатмарĕ. Пурне те тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерчĕ. Халĕ тăхăрвуннă урлă каçнă анне, асанне тата кукамай ачисемпе, мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса кăна пурăнать.

Ку çеç мар. Эльвира хĕрĕн ывăлĕ Мускав облаçĕнчи Сывлăш-десант çарĕсен ретĕнче службăра тăрать. Çĕнтерÿ кунĕнче Мускаври Хĕрлĕ лапамра парадра утса тухасси çинчен пĕлтерет. Ватă халĕ телевизорпа мăнукне курма ĕмĕтленсе пурăнать.

Кив Сăрьел каччи Владимир Леонидович Убаков 2006–2008 çулсенче Çĕнтерÿ парадĕнче утма тивĕç пулнă. Тата тепĕр мăнукĕ, Туçи Çармăс ялĕнче çуралса ÿснĕ Вениамин Германович Илларионов шкултан вĕренсе тухсанах хăйĕн пурнăçне малалла çар ретĕнче тăсма шутланă. Мускаври Петр Великий ячĕллĕ çар институтĕнче вĕреннĕ. Ултă çул çирĕп туптаннă хыççăн Оборона министерствин тытăмĕнчех юлнă. Халĕ Илларионов капитан Генеральнăй штабра службăра тăрать. Институтра вĕреннĕ вăхăтра вăл 2009– çулсенче Çĕнтерÿ парадне хутшăннă.

Германпа Антонинан Сергей ывăлĕ те пурнăçне çарпа çыхăнтарнă. Вунпилĕк çул ĕнтĕ Санкт-Петербург хулинче службăра тăрать.

Василий ПЕТРОВ.  



Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы»)
27 апреля 2019
11:19
Поделиться