Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Республикăра – 2-мĕш

Çĕр-аннемĕрĕн кăкри çинче тыр-пул çитĕнтерекенсем пекех выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче вăй хуракансем те маттур, вĕсен ĕçĕ сумлă та пархатарлă.

Чăваш Республикин патшалăх статистикин кăçалхи ултă уйăхри кăтартăвĕсем Вăрнар районĕ сĕт туса илессипе тата ĕнесен йышĕпе республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннине çирĕплетеççĕ. Аш-пăш туса илессипе, вырнаçтарассипе тата мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхпе сыснасен шучĕпе те палăрнă, виççĕмĕш вырăна тухнă.

Кăçалхи çур çулта агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсем çитĕнÿсем туни аванах курăнать. Тен, малашлăхра пьедесталăн тата çÿллĕрех картлашки çине хăпарма май килĕ; Выльăх-чĕрлĕх отрасльне сулмаклă утăмсемпе аталантарассине хуçалăхсем пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тĕслĕхрен, Алексей Фадеевăн хуçалăхĕнче ферма тăвассипе строительство ĕçĕсем пыраççĕ. Унта 100 пуç ĕне вырнаçĕ.

«Мураты» кооперативра та ĕç шавĕ татăлмасть. Предприятире выльăх-чĕрлĕх самăртмалли вите çĕклеççĕ.

Кăçалхи ултă уйăхра выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче епле тимленине тĕплĕнрех тишкерер-ха. Мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 20179 тонна сĕт туса илнĕ, çав шутра ял хуçалăх предприятийĕсенче – 9304 тонна. Сăвăм Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» кооперативсенче, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнче ÿснĕ, кашни ĕнерен вăтамран 3505–2959 килограмм сĕт суса илнĕ. Предприятисенче выльăх-чĕрлĕх алла пăхать тенине тĕпе хурса ĕçлеççĕ.

Çак тапхăрта мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче 2714 тонна аш-пăш туса илнĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче ĕç кăтартăвĕ – 1979 тонна, пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 235,3 тонна (13,5 процент) нумайрах. Аш-пăш туса илессипе, вырнаçтарассипе уйрăмах аш-какай комбиначĕ, Карл Маркс ячĕллĕ, «Хорнзор» кооперативсем тăрăшнă.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне мĕнпур тытăмри хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 17428 пуç (çав шутра – 7572 ĕне) тата 18500 сысна шутланнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕхе 8260 пуç тытаççĕ, çав шутра ĕнесем – 3057 пуç. Чух-чухсем – 17069 пуç. Фермăра тимлекенсен хастарлăхне пула мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх 670 пуç, ĕнесем 158 пуç, сыснасем 2888 пуç хушăннă.

– Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх йышне пысăклатас тесе пуринчен ытла «Победа», «Янгорчино», «Знамя», «Хорнзор», «Броневик» хуçалăхсенче, аш-какай комбинатĕнче тăрăшнă, – терĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Георгий Романов.

Районĕпе илсен, çак тапхăрта сысна çурисем 13866 пуç шутланнă, иртнĕ çулхинчен 2750 пуç ытларах.

Ял хуçалăх организацийĕсенче ултă уйăхра кашни 100 ĕне пуçне 50 пăру илнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен виçĕ пуç нумайрах. Çавалкасри, Çĕрпелти, Хурăнсур Çармăсри, Хăмăшри аграрлă предприятисенче, аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари сĕт-çу фермин комплексĕнче ĕнесем ытларах пăруланă.

Елена ПОРФИРЬЕВА.



Районная газета«Çĕнтерÿ çулĕ»
24 июля 2019
10:23
Поделиться