Салтак чĕрин астăвăмĕ

Пурăннă пулсан, пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр Антип Николаевич Николаев июлĕн 24-мĕшĕнче 95 çул тултарнă пулĕччĕ. Писатель çинчен иртнĕ вăхăтра каламасан та кĕнекисем унăн пархатарлă пурнăçне, пысăк пултарулăхне, вăл тунă ырă сăнарсем урлă чун-чĕрин хăйĕн ырă енĕсене ĕмĕрлĕхе халăх асĕнче упраса хăварчĕç.

Кăмпалта çуралса ÿснĕ паллă çыравçăна тата çар çыннине Турă çĕр çинче 67 çул çеç уйăрса панă пулин те, унăн малашлăха шанса тунă ĕçĕсем çĕршыв пуласлăхĕшĕн паян кун та пĕлтерĕшлĕ. Тăван çĕршывшăн çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă совет салтакĕсемпе офицерĕсем, генералĕсемпе адмиралĕсем çинчен вăл вăтăр ытла кĕнеке çырса кăларма пултарчĕ. Республика тулашĕнче пичетленнисенчен чи паллăраххисем – Çурçĕр Хĕвелтухăç кĕнеке издательствинче кун çути курнă «Полярные орлы», «Ни шагу назад», «Юность тундры», «Пламенные сердца» кĕнекесем. «Подвиги героев бессмертны» кĕнекешĕн вăл Аркадий Гайдар премийĕн лауреачĕ ятне илме тивĕçнĕ.

Çар ĕçĕнчен запаса тухса Шупашкара килсен, Антип Николаев майор Чăваш Республикинчи Журналистсен союзĕн яваплă секретарĕн ĕçне хастарлăн кÿлĕнчĕ, çав вăхăтрах литература вучахĕнче те сумлăн тăрăшрĕ, Мускаври архивсенче ĕçлесе, фронтовиксемпе тата вĕсен тăванĕсемпе тĕл пулса паха материалсем чылай пухрĕ. Вулакансене Аслă Çĕнтерÿ паттăрĕсем, çĕршыв хÿтĕлевçисем çинчен «139-я Рославльская Краснознаменная», «Боевая слава Чувашии», «Полк анăçалла васкать», «Шавлăр, хурамасем!», «Семья героев», «Вĕсем саккăррăн пулнă» тата ытти кĕнекесемпе савăнтарчĕ. Прохор Трофимов полковникпа алла-аллăн тачă çыхăну тытса «Наши земляки – Герои Советского Союза», «Солдатская слава» кĕнекесене кун çути кăтартрĕç. Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем çинчен çырнă кĕнекешĕн вăл Чăваш журналисчĕсен Çемен Элкер ячĕллĕ премине илме тивĕçрĕ. Дагестанра çĕр чĕтреннипе арканнă хулана çĕнĕрен çĕклеме кайнă чăваш строителĕсем патне аякри çулçÿреве тухса килсен, «Здравствуй, Дагестан!» ятлă кĕнеке çуралчĕ, уншăн ăна Дагестан республикин Аслă Канашĕн Президиумĕ Хисеп грамотипе чысларĕ. СССР Писательсен союзĕн тата Журналистсен союзĕн членĕ республикăри Асăну кĕнекине тума пуçарса яракансенчен пĕри пулчĕ.

Вăл тăван халăха «Память солдатского сердца» ятлă документлă тăхăр кĕнеке парнелерĕ. Унта вăрнарсене халалланă очерксем те йышлă, вĕсенчен пурте тенĕ пекех хăй вăхăтĕнче Михаил Васильев редактор тăрăшнипе район хаçатĕнче пичетленсе пычĕç. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Антип Николаевич Николаевăн тăватă очеркĕ Пĕтĕм Союзри Асăну кĕнекине кĕчĕç. Уйрăм произведенийĕсем вырăсла тата чăвашла çеç мар, кумыкла, çармăсла, тутарла, даргинла, аварла, лакла, пушкăртла, молдаванла тухнă, пĕр калавне шкулта вуламалли кĕнекере те вырăн панă. Антип Николаев сценарийĕпе «Память», «Цветы на камне», «Звезды на небе» документлă кинофильмсем ÿкерчĕç.

Инçет Хĕвелтухăçĕнче çапăçнă е çарта тăнă ентешсен ветеран организацийĕн Шупашкарти виççĕмĕш шкулта ирттерекен тĕлпулăвĕсене мана, унти çамрăк зоргенецсемпе обществăлла майпа тачă çыхăну тытнăран, 40 çул ытла хутшăнма тÿр килчĕ. Ветерансен Хисеп кĕнекине Антип Николаевичпа унăн мăшăрне Екатерина Федоровна Николаевсене, Мачамăшри Илья Павлович Прокопьева, Услапа Нурăсри Иван Степанович Куликовпа Валерий Андреевич Федоров контр-адмирала, Уравăшри Виталий Петрович Воробьева кĕртнĕ. Сăмах май, пĕр Уравăш ялĕнче кăна Байкал леш енчи, 1-мĕш тата 2-мĕш Хĕвелтухăç фрончĕсенче, Лăпкă океан флотĕнче çапăçнă 15 çын пулнă иккен. Çавнашкал воинсем Антип Николаевичăн тăван ялĕнчен те, районпа республикăран та йышлă, 16 пине яхăн. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри унта Хĕвеланăçри фронтсенче çапăçса çĕнтерĕве туптанă. Теприсене пуçласа тÿрех унта ăсатнă. Сăмахран, Антип Николаевич, шахтăра ĕçленĕ май, фронта каймасан та пултарнă, çĕршыва хÿтĕлеме ямашкăн Амур облаçĕнчи «Бурейшахтстрой» хуçисенчен хăй ирĕк ыйтнă. Инçет Хĕвелтухăçне вăл вăрçă пуçланиччен, 1941 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче, республикăри 800 яш-кĕрĕмпе пĕрле комсомол путевкипе тухса кайнă, ФЗО шкулĕ хыççăн проходчикра, крепильщикра, ту мастерĕнче вăй хунă. 1943 çулхи августра ăна Совет Çарне илнĕ. 1944 çулхи октябрьте пехота çар училищинчен вĕренсе тухнă, 386-мĕш стрелковăй дивизин 411-мĕш стрелковăй полкри автоматчиксен взвочĕн командирĕ пулса тăнă. 1945 çулта 25-мĕш Арми йышĕнче Япони милитарисчĕсемпе çапăçнă. Служба тепĕр виçĕ çул Çурçĕр Корейăра иртнĕ.

– Эпĕ Байкал кÿллинчи Ольхон утравĕ çинче çуралнă. Совет Çарне 18 çулта Иркутскри çар комиссариачĕ урлă лекрĕм, автомашина водителĕ пулма вĕренсе тухрăм, – аса илнĕччĕ пĕррехинче унăн мăшăрĕ, Екатерина Федоровна Николаева (хĕр чухнехи хушамачĕ – Рыкова). – Амур облаçĕнче, 9-мĕш Сывлăш çарĕнче 886-мĕш батальонра аэродром сыхланă çĕрте службăра тăраттăмччĕ. 2-мĕш Инçет Хĕвелтухăç фронтĕнче японецсемпе çапăçма тÿр килчĕ. Çурçĕр Корея тесен вара, унта та хăрушă самантсем час-часах сиксе тухатчĕç, çухатусем те сахал мар пулчĕç.

Рота командирĕ Ильин чăваш пулнă иккен, унăн мăшăрĕ, вырăс майри, Катя умĕнче ахальтен мар ырланă-мĕн чăвашсене, пĕррехинче ăна Антип Николаев кĕçĕн лейтенантпа паллаштарнă. Пĕрлешнĕренпе миçе гарнизон улăштарман пулĕ, йĕппи хыççăн çиппи: Хабаровск, Украинăри Винница облаçĕ, Ленинград, Вологда, Калининград, Карели, Мурманск, Архангельск, Новосибирск… Мăшăрĕ Ленинградра хаçат ĕçне вĕреннĕ, округ хаçатĕнче те вăй хунă, Çурçĕр тата Балтика флочĕсенче политработникра та тăрăшнă. Çĕнĕ çĕр çинче ядерлă полигон уçсан унта службăра тăма килĕшнĕ, çемйи ун чухне Архангельскра пурăннă. Вĕсене иккĕшне те II степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе, «За победу над Японией», «За освобождение Кореи», Жуков медалĕпе тата ытти медальсемпе наградăланă. Антип Николаевăн пĕтĕмпе 14 медаль. Икĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Виктор архитекторта ĕçленĕ, Канадăра океан шывĕ çинче çуртсем хăпартнă, чирленипе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ, пĕр хĕр тăлăха юлнă. Борис Людмила мăшăрĕпе Шупашкарти «Элара» заводра тăрăшать, вĕсен Раççей шайĕнчи наградăсемпе хисеплĕ ятсем пур. Икĕ хĕрĕ юрист тата экономист пулса ĕçлеççĕ, пĕр мăнукĕ Ульяновскра фармацевта вĕренет, иккĕшĕ – гимназисткăсем.

Ĕçри юлташĕсем Антип Николаева сăпайлăхĕшĕн, ыттисене яланах пулăшма хатĕр пулнишĕн ырăпа аса илеççĕ. Шупашкарта пурăнакан 75 çулхи пичет ветеранĕ, вăрçă ачи Алексей Тимофеев каланă тăрăх, ăна Журналистсен союзĕ урлă хваттер илме Антип Николаевич хытă пулăшнă. «Пионер сасси» («Тантăш») хаçатра ĕçленĕ Василий Кервен сăвăç унăн тавракурăмне, интеллигентлăхне халĕ те тĕслĕх вырăнне хурать, юлашки çула ăсатма Шупашкарта халăх питĕ нумай пухăннине, хăй Калинино масарĕ çине пытарма килнине хумханса аса илет. Герман Желтухин писателе Антип Николаевичăн патриотла туйăмĕ питĕ çивĕч пулни тĕлĕнтеретчĕ, вăл Совет Союзĕн Геройĕсен – Зойăпа Александр Космодемьянскисен амăшĕпе, Мария Тимофеевнăпа, Шупашкарта йĕркеленĕ тĕлпулăвне хаçатри тĕрленчĕкре пысăк хак панăччĕ. Писателĕн 80 çулхи юбилейне ирттерме эпир Хăмăшри тата Калининăри шкулсене Петĕр Ялгир сăвăçпа килсе кайнăччĕ.

Мускаври чăваш офицерĕсен «Сыны Отечества» обществăлла пĕрлешĕвĕн председателĕн çумĕ, çар наукисен докторĕ Иван Николаев полковник Антип Николаевăн иртнĕ вăрçăра Александр Матросов паттăрлăхне кăтартнă чăваш салтакĕсем – Михаил Родионовпа Николай Афанасьев çинчен çырса кăтартнă очеркĕсем пулас хÿтĕлевçĕсене воспитани парас ĕçре хытă пулăшнине палăртрĕ. Ахальтен мар Çар академийĕн çак ăста профессорĕ çыравçăн пилĕк çул каярах район тата çывăхри ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем, шкул директорĕсем, культура работникĕсемпе библиотекарьсем, писательсемпе спортсменсем, тăванĕсем хутшăннипе ирттернĕ 90 çулхи чаплă юбилейне тĕп хуларан килсе кайма ÿркенменччĕ. Вăл ачасен çуллахи каникулĕ иртсен районти шкулсенче кăçал та Антип Николаевич Николаевăн 95 çулхи юбилейне анлăн ирттерессе шанать, унта хутшăнма шутлать. Ку вăл Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарас умĕнхи паллă мероприятисенчен пĕри пулĕччĕ, тет.

Салтак чĕрин астăвăмĕ нихăçан та ан сÿнтĕрччĕ!

Валерий КОШКИН,

писатель йăмăкĕн ывăлĕ,

çыравçă, канури полковник.



Районная газета«Çĕнтерÿ çулĕ»
24 июля 2019
10:24
Поделиться