Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Авалхи мухтавлă хула...

Шупашкар хулишĕн 2019 çул – хăйĕн 550 çулхи юбилейне уяв-лакан паллă çул. Çак уяв тĕлне Чăваш енри наци библиотеки çĕнĕ электрон пуххи хатĕрленĕ.

Шупашкар хăйĕн çуралнă кунне 1469 çултан пуçласа паллă тума тытăннă, кун çинчен вырăс çулçыравĕнче шăпах çав çулран асăнма тытăннă. Çакна тĕпе хураççĕ те ĕнтĕ Шупашкар çулĕсене шутланă чухне таврапĕлÿçĕсем. Анчах республикăри историксемпе археологсем, уйрăмах Василий Дмитриев, Борис Каховский, Валерий Григорьев, Евгений Михайлов, Чăваш енре 1969–1973, 1979–1980 тата 2003 – 2006 çулсенче ирттернĕ археологи тĕпчевĕсенче палăртнă кăтартусем тăрăх Шупашкар хулине 1237 çулта Атăлçи Пăлхар патшалăхне монгол-тутар çарĕсем çапса салатнă хыççăн унтан тарса кайнă çынсем никĕсленине çирĕплетеççĕ. Асăннă ăсчахсен тĕпчевĕсене ун чухне пысăка хурса йышăннă, анчах республикăра Шупашкарăн официаллă çуралнă кунне урăх вăхăта куçарас темен.

ЧР Наци библиотеки хулан 550 çулхи юбилейĕ тĕлне «Шупашкар: истори тата хальхи вăхăт» электрон пуххине хатĕрленĕ. Унта истори тĕпчевĕсем, документла литература, мемуаристика, илемлĕ хайлавсем, çулçÿревçĕсен алçырăвĕсем, юрăсен, сăнÿкерчĕксен кĕнекисем, видеофильмсем вырăн тупнă. Вĕсем хула историне тата унăн паянхи кунне туллин сăнласа параççĕ. Пĕтĕмлетÿллĕ çак кăларăмри пичет докуменчĕсенчен чи ватти 1880 çулта Хусанта кăларнă «Обязательное для жителей города Чебоксар постановление по благоустройству города по части медицинской, пожарной, строительной» кĕнеке шутланать. Ăна «ХХ ĕмĕрчченхи Шупашкар хули» пайра вырнаçтарнă. Вăл цифрăсен тĕрлĕ пуянлăхне пĕрлештерет, унта пичетленнĕ документсен тулли тексчĕсене (цифрăлла кĕнекесене), Шупашкар хулине ÿкерсе илнĕ сăнÿкерчĕксен электрон копийĕсене кĕртнĕ.

«Шупашкар – Чăваш Республикин тĕп хули» пайра хула гербĕпе гимнĕ çинчен çырнă литература, çавăн пекех ăнлантару кăларăмĕсем вырăн тупнă. «Обществăпа политика пурнăçĕ» пай «Вырăнти хăйтытăмлăх» тата «Хулан хисеплĕ çыннисем» çумпайсенчен тăрать. «Истори. Археологи. Этнографи» пай Шупашкар хулинчи пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле, унăн историйĕпе паянхи кунне пĕтĕмлетсе тăракан, çавăн пекех археологие уçса паракан материалсенчен тăрать. Кăларăмра çавăн пекех «Çутçанталăк тата çутçанталăк пуянлăхĕсем», «Çутçанталăка сыхласси», «Хула тăрăх çулçÿрев», «Культура. Наука. Çутĕç» пайсене вырнаçтарнă. Вĕсенче нумай çуллăха тăсăлнă метеорологи тĕпчевĕсен кăтартăвĕсем тăрăх туса хатĕрленĕ Шупашкар хулин климат тытăмне çырса кăтартнă. Çавăн пекех физикăпа географи лару-тăрăвне, радиаци тытăмне (шутлав кăтартăвĕсене), атмосфера çаврăмне уçса панă. Кĕнекесенче хулара пурăннă паллă çыннăн тĕслĕхĕ çинче истори, географи, культура, халăха вĕрентес ĕç çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Уйрăм сăнарăн ĕçĕ-хĕлĕ урлă хула экономика, политика тата культура аталанăвĕнче тунă истори пĕлтерĕшлĕ тĕслĕхсене тĕплĕн çутатнă.

«Литература пурнăçĕ» тата «Искусство» пайра Шупашкар хулине литературăпа искусство хайлавĕсенче çырса кăтартни тĕп вырăнта. Сăнÿкерчĕксенче тата илемлĕ ÿкерчĕксенче Шупашкар тĕрлĕ çулсенче мĕнлерех курăннине пĕлме пулать. Кунта вырăн тупнă чи «ватă» фотоÿкерчĕксенчен пĕри – М.Дмитриевăн 1890 çулсенче тунă «Шупашкар. Пĕтĕмĕшле курăну» ĕçĕ уйрăмах кăсăклă.

Кăларăм «Хулан паллă çыннисем» пайпа вĕçленет. Унта Шупашкар хулинче çуралса ÿснĕ, çавăн пекех хăйсен пурнăçне унпа çыхăнтарнă, литературăра, ăслăлăхра, культурăра, искусствăра, вĕрентÿре, общество пурнăçĕнче уйрăмах пысăк çитĕнÿсем туса палăрнă çынсем çинчен çырса кăтартнă.

Полина СЕМЕНОВА,

Чăваш ен Наци библиотекин секторĕн пуçлăхĕ.



27 июля 2019
14:38
Поделиться