Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кермен пек ферма уçăлчĕ

Ершепуç ял тăрăхĕ ĕçчен, мал ĕмĕтлĕ çынсем пуррипе паллă. Маттуррисенчен пĕри – Отиккăвăри Алексей Николаевич Фадеев фермер. Вăл 17 çул мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе тимлет.

Алексей Николаевич малтанах право хуралĕнче тимленĕ. Çĕр туртăмĕ пысăк пулнăран пуçĕпех ялта тăрăшма шутланă. Унăн пуçарăвне мăшăрĕ Елена ырланă, пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă. Малтанах Елена Николаевнăпа Алексей Николаевич Фадеевсем халăхран сĕт пухассипе тăрăшнă. Ĕçчен çынсен ыйхи кĕске, теççĕ. Çамрăксем хĕвел тухичченех ура çине тăнă. Хăшпĕрисем ял хуçалăх отраслĕнче тăрăшни тупăш памасть тесе ăнлантарма пикенеççĕ. Фадеевсем çак шухăшпа килĕшмеççĕ. Ÿркенмесен, утăмсене тĕрĕс тусан ялта та бизнеса аталантарма пулать тесе çирĕплетеççĕ.

Фермер хуçалăхĕ патшалăх программисене пурнăçлама хутшăнса грантсем çĕнсе илнĕ. Пĕрремĕш миллиона 2012 çулта тивĕçнĕ. Ĕнесем туянса 25 пуç выльăх вырнаçмалăх вите çĕкленĕ. Хастар та мал ĕмĕтлĕ Алексей Фадеевăн хуçалăхĕ çемье фермине çĕклеме икĕ çул каялла тата 10 миллион тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ.

Куç хăрать те, ал тăвать, теççĕ. Кăçал Алексей Фадеев фермер хуçалăхĕнче калăпăшлă ĕç пурнăçланă – 100 пуç вырнаçмалăх ĕне ферми çĕкленĕ. Унăн пĕтĕмĕшле хакĕ 14 миллион тенке капашать. Паллах, выльăх-чĕрлĕх комплексне çĕклеме патшалăх пулăшăвĕсĕр пуçне Фадеевсем хăйсен нухратне те, кредит ресурсĕсене те явăçтарнă. Тăрăшнин ĕçĕ курăмлă. Çĕкленсе ларнă çĕнĕ ферма куçа илĕртет. Алексей Николаевич пĕлтернĕ тăрăх, иртен-çÿрен кунта камсем пурăнаççĕ тесе хытах кăсăкланать иккен. Выльăх-чĕрлĕх вити пулнине пĕлсен питĕ тĕлĕнеççĕ. Калас пулать, Ершепуç ял тăрăхĕнче Алексей Фадеев фермерăн кăна ферма пур.

Кĕтнĕ кун çитрĕ. Çак эрнере, юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче, фермăна чаплă лару-тăрура уçрĕç. Фермерпа пĕрле савăнăçа пайлама сумлă хăнасем – республикăри ветслужбăн ертÿçи Сергей Скворцов, ăратлăх енĕпе тимлекен «Чувашское» обществăн тĕп ветеринари врач-консультанчĕ Дмитрий Казаков, райадминистрацин пуçлăхĕ Леонид Николаев, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов, районти ветстанци ертÿçи Владимир Матвеев, Ершепуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Максимов – йышлă тăванĕ-пĕтенĕ, ял-йыш хутшăнчĕç.

– Чăн-чăн кермен, – пысăк хак пачĕç хăнасем. Фермăна самана таппине тивĕçтерекен хăватлă выльăх-чĕрлĕх комплексĕпе танлаштарчĕç. Сĕт пăрăхĕ, вентиляци, сĕт сивĕтмелли оборудовани, ĕç çыннисем валли кану тата душ пÿлĕмĕсем, ĕнесемпе пушмак пăрусене пĕтĕлентермелли вырăн ... – йăлт пур кунта.  

Хальлĕхе витене сăвакан ĕнесене 47 пуç янă. 2020 çул тĕлне выльăхсен йышне 100 пуçа çитерме палăртаççĕ. Паянхи кун тĕлне хуçалăхра мăйракаллă шултра выльăх 80 пуç. Фермăра пилĕк çын ĕçлет.

– Ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хуçалăх ятне тивĕçмелле, тăкаксене хăвăртрах саплаштармалла пултăр,– терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев. Республикăри ветслужбăн ертÿçи Сергей Скворцов фермера выльăхсен йышне ÿстерме, вĕсене яланах тивĕçлĕ условисенче тытма, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса илме сунчĕ.

Фадеевсем влаç тытăмĕнче ĕçлекенсене хăйсен ĕмĕт-тĕллевне пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн тав сăмахĕ каларĕç. Алексей Николаевичпа Елена Николаевна çывăх çыннисем пирки те манмарĕç. Фермерăн ашшĕпе амăшĕ Еленăпа Николай Фадеевсем, хунямăшĕ Валентина Созонова, мăшăрĕн асламăшĕ Вера Созонова ырă сăмахсене тивĕçрĕç. Еленăпа Алексей Фадеевсене ывăлĕсем те ĕçлеме хавхалантараççĕ. Вĕсем, виçĕ пĕртăван, ашшĕпе амăшĕн пысăк шанăçĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.



16 октября 2019
08:43
Поделиться