Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Алли ылтăн, кăмăлĕ ырă, чун-чĕри пуян

Туслă та çирĕп çемье, юратнă ĕç, куç тулли ачасем, хăтлă кил-çурт... Пурнăçри çак хаклăхсем пирки кашни хĕрарăмах ĕмĕтленет-тĕр. Хурăнсур Çармăсра çуралса ÿснĕ Людмила Карпова (хĕр чухнехи хушамачĕ – Федорова) телейлисен йышне лекнĕ тесе çирĕплетсех калама пулать. Унăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ çитнĕ – пурнăçра мĕн кирли йăлтах пур.

Ытарайми икĕ хĕр çитĕнет. Асли, Милена, 7-мĕш класра ăс пухать, вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырать. Ĕç тĕлне пĕлет. Кĕçĕнни, Валерия, ача-пăча садне çÿрет. Карповсен çемйинче килĕшÿпе юрату хуçаланать. Людмилăпа мăшăрĕ пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланаççĕ. Ахăртнех, Турă пÿрнине тĕл пулса çемье çавăракансем урăхла пурăнма та пултараймаççĕ.

– Ман мăшăрăм Евгений питĕ ĕçчен, маттур. Çемьешĕн тăрăшать. Унпа пурнăç çулĕпе утма питĕ шанчăклă, – кăмăллăн калаçрĕ Людмила Карпова. – Шăпах та вăл ман ачасен ашшĕ пулнишĕн савăнатăп.

Шел пулин те, пурнăç юратусăр кăна мар, ыратусăр та пулмасть. Çамрăк хĕрарăмăн çухату хыççăн çухату тÿсме тивнĕ: ашшĕпе амăшĕ тата пиччĕшĕ ытла та ир пурнăçран уйрăлса кайнă. Вĕсен чĕрисем пĕрин хыççăн тепри вăхăтсăр тапма чарăннă. Юратнă мăшăрĕпе ачисем, тăванĕсем пурри малалла пурăнма хăват хушнă.

Людмила Карпова чун ыйтнипе профессие суйланă, чи малтанах Канашри педагогика колледжĕнчен вĕренсе тухнă. Çамрăк специалистăн ĕç биографийĕ Кушлавăш шкулĕнчен тытăннă. Ачасем патне вăхăтра çитес тесе Хурăнсур Çармăс хĕрĕ ирхи пилĕк сехетре ура çине тăнă. Пăрчкан пек вăр-варскер Иртеменкассинчи, Кÿстÿмĕрти, Кÿлхĕрринчи, Калининăри пĕлÿ çурчĕсенче те ĕçленĕ. Пуçламăш классене ăс панă, хореографи кружокĕсене   ертсе пынă, халăх ташшисене вĕрентнĕ. Калас пулать, унăн вĕренекенĕсем районти, республикăри конкурссене хутшăнса малти вырăнсене пĕрре мар çĕнсе илнĕ.

Людмила Петровна çавăн пекех Вăрнарти ача-пăча пултарулăх шкулĕнче методистра та тăрăшнă. ,мĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен тенине асра тытса пĕлĕве Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче те тарăнлатнă.

Икĕ эрне каялла пĕр çамрăк хĕрарăмпа Татьянăпа калаçрăм. Ăна Кÿлхĕрри шкулĕнче шăпах та Людмила Карпова вĕрентнĕ иккен.

– Людмила Петровнăн урокĕсене халĕ те аса илетĕп. Вăл тĕлĕнмелле пултаруллă педагог. Пирĕн шкулта нумай вăхăт ĕçлемерĕ пулсан та вĕренекенсен чĕрисенче тарăн йĕр хăварчĕ. Вăл учитель профессине суйласа питĕ тĕрĕс тунă. Кăмăлĕ те ырăччĕ, – терĕ Татьяна.

Людмила Карпова шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хастарлăхпа палăрса тăнă. Вырăнти «Çăпата» ташă ансамбльне çÿренĕ. Уяв концерчĕсене, тĕрлĕ конкурссене, ăмăртусене, олимпиадăсене тăтăшах хутшăннă. Кил хуçалăхĕнче те тăрăшнă, колхоз уй-хирĕнче те пилĕк авнă. Пушă вăхăтра амăшĕпе, кукамăшĕпе пĕрле ал ĕçĕ тунă. Тăрăшулăхĕ йăхран йăха куçни яр уççăн курăнать. Людмила Петровна паянхи кун та пултарулăх лаççинче ăсталăха туптать. Вăл ташлама-юрлама кăна мар, çыхма-çĕлеме те, тĕрлеме те маçтăр.

Людмила Карпова хĕрĕсене чăннипех ырă тĕслĕх кăтартать. Йăваш кăмăллă амăшĕн хастарлăхĕнчен Милена тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет вара. «Анне, сан пултарулăху иксĕлми», – тет иккен. «Пирĕн кин лара-тăра пĕлмест. Ун аллинче ĕç вĕресе тăрать», – каланăччĕ пĕррехинче хунямăшĕ те Елена Карпова.

Халĕ Людмила Карпова çемйипе виççĕмĕш çул ĕнтĕ Шупашкарта пурăнать. ИЗО студийĕнче хушма пĕлÿ паракан педагог пулса тимлет. Ача-пăчана пуканесем ăсталама вĕрентет. «Юратнă ĕçре пурнăç тĕллевне, илемне тупрăм», – савăнăçлăн калаçрĕ Людмила Петровна. Пултаруллă педагог çавăн пекех шăпăрлансене шкула хатĕрлессипе те тăрăшать. Пĕтĕмĕшле илсен çамрăк ăрăва тивĕçлĕ пĕлÿпе воспитани парас ĕçре вăл 15 çул вăй хурать. Тăрăшнине кура хисепĕ. Хăй вĕрентсе кăларнă ачисем, пурнăçăн анлă çулĕ çине тăнă пулсан та, ятлă-сумлă учительпе тачă çыхăну тытаççĕ, сĕнÿ-канаш ыйтаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.



23 ноября 2019
13:32
Поделиться