Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Паттăрсен, хăюллисен уявĕ

Виçĕмкун районти культура çуртĕнче Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа ирттернĕ уявра паттăрлăх туйăмĕ чăннипех те иксĕлми пулчĕ.

Тĕрĕссипе, лăк тулли залăн çак кун патриотлăхĕ татах та ÿсрĕ, ахăртнех. Сцена çинчи сăмахсем, юрăсем – пĕтĕмпех тенĕ пек çар, вăрçă темипе çыхăннăскерсем – чĕре тĕпне кĕрсе вырнаçмалла янăрарĕç.

«Мне кажется порою, что солдаты,

С кровавых не пришедшие полей,

Не в землю эту полегли когда-то,

А превратились в белых журавлей...».

Аня Осипован витĕмлĕ юррипе 500 ытла çынлă зал шыв сыпнăн шăпланчĕ, чуна çуракан сăмахсене ăша хывнă май, чылайăшĕн куçĕсенче куççуль пăчăртанчĕ.

Паттăрсен, хăюллисен уявĕ. Çапла каламалла ăна. Кăçал ун чысĕ пушшех те пысăк – пирĕн халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çитет. Çавăнпах аслă ăрурисене ятарласа чĕнни ăнсăртран мар. Вĕсене, Вăрнарта пурăнакан пилĕк çынна, Çĕнтерĕве тылра туптанисене – Рашида Шарифзяновна Гимранована, Фаина Васильевна Дикована, Вера Терентьевна Клементьевана, Александра Григорьевна Ластухинана, Анастасия Михайловна Тянгована – юбилей медалĕсемпе чысларĕç.

Пухăннисене саламланă май, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ Раççей арçыннисен вăйĕпе хăюлăхне сăнланине каларĕ. Вăл паян çарта тăракан çĕршыв хăрушсăрлăхне сыхлакан çамрăксем, çĕршыв хăвачĕпе ятне ĕçпе çĕклекен çынсем тата çĕршыва сыхласа вăрçă вăхăтĕнче юн юхтарнă, çапăçу хирĕнче выртса юлнă паттăрсем ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ.

Пирĕн ентеш, Мускаври «Сыны Отечества» пĕрлешĕвĕн хастарĕ Анатолий Григорьев, Вăрнар тата Йĕпреç çар комиссарĕнче тимленĕ Владимир Венедиктов, Вăрнар чиркĕвĕн настоятелĕ Александр Панзин протоиерей, «Союз офицеров» пĕрлешĕвĕн районти уйрăмĕн председателĕн пулăшуçи Юрий Павлов мĕнпур ăрури хÿтĕлевçĕсем ячĕпе чĕрене витермелле сăмахсем каларĕç. Çар ĕçĕсен ветеранĕсене Андрей Артемьева, Александр Николаева, запасри офицера, вăрнарсен «Туслăх» ентешлĕхĕн ертÿçине Андрей Суварина кĕнекесемпе, Хисеп хучĕпе чысларĕç. Атăлçи казачествин есаулне, офицера Виталий Гайченяна «За верность присяге» медальпе наградăларĕç.

Концерт пĕр ăстрăмпа иртрĕ. Зал районти культура çурчĕн артисчĕсене, ача-пăча пултарулăх çурчĕн, ача-пăча ÿнер шкулĕн вĕренекенĕсен, преподавательсен, физкультурăпа спорт комплексĕн, «Химик» спорт клубĕн воспитанникĕсен, Калининăри вăтам шкул кадечĕсен, «Салам», «Тивлет», «Зорюшка» ушкăнсен, ветерансен хорĕн номерĕсене кашнине тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.



Районная газета«Çĕнтерÿ çулĕ»
22 февраля 2020
10:04
Поделиться