Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ăс-тăн мулĕ ĕмĕрлĕхе юлĕ

Совет Союзĕн Геройĕ Федор Ашмаров ячĕллĕ Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти Ĕçпе Çар мухтавĕн музейĕ 35 çул тултарчĕ.

Ăна йĕркелесе яраканĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Раççей Федерацийĕн халăха вĕрентес ĕç отличникĕ Владимир Иванович Толстов педагог пулнă. Вăл çамрăк ăру çирĕп сывлăхлă, тĕреклĕ ÿстĕр, ăслă, пысăк тавракурăмлă çитĕнтĕр тесе 40 çула яхăн вăй-халне те, пултарулăхне те шеллемесĕр ĕçленĕ.

Владимир Иванович ачасене вĕрентнĕ кăна мар, вĕсене патриотизмла воспитани парас енĕпе те ырă ĕçсем сахал мар тунă. Музейри экспонатсене пуянлатса, çĕнетсе пынă, вĕсен шутне икĕ пине çитернĕ. Вĕсенчен пĕрне, чи паллăраххине – «Паттăрсен йĕрĕпе» кĕнекине – уйрăммăн палăртса хăварас килет. Владимир Толстов çамрăк йĕрлевçĕсен ушкăнне йĕркеленĕччĕ. Унăн тĕллевĕ тăван тавралăха тĕпчесси, ку тăрăхра çуралса ÿснĕ ентешсен кун-çулне тишкересси, паллă вырăнсене çитсе курасси пулнă. Йĕрлевçĕсен пĕр ушкăнĕ Латвире çапăçса пуç хунă паттăрсен кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашас тесе унта çитсе курнă, хăйсен герой-ентешĕ Федор Ашмаров вилтăпри çине чĕрĕ чечексен кăшăлне хунă.

Шкулти çамрăк йĕрлевçĕсем Федор Ашмаровпа пĕрле çапăçнă геройсем çуралнă вырăнсене те çитсе курнă, вĕсене халалласа лартнă палăксем умĕнче Тăван çĕршыва ытларах юратма тупа тунă, интернационаллă туслăха вăйлатма сăмах панă. Çакăнта мар-и-ха Владимир Ивановичăн ачасен чун-чĕринче патриотизмла туйăма анлăлатма, Тăван çĕршыва ытларах юратма хистекен виçесĕр вăйĕ, таланчĕ, пĕлĕвĕ;

Ĕçпе Çар Мухтавĕн музейĕ çамрăксемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен пирĕн ентеш – Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ, икĕ хутчен Çар академийĕсенчен вĕренсе тухнă, «Байконуртан» космос карапĕсене вĕçтерсе янă çĕрте ĕçленĕ Эрик Васильев полковник – музейри сĕнÿсен кĕнекинче çапла çырса хăварнă: «Музейра упранакан экспонатсенче – пирĕн иртнĕ пурнăç, пирĕн кун-çул. Вĕсем пулас ăрусене патриотизмла воспитани парассинче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăс-тăн мулĕ çамрăксемшĕн ĕмĕрлĕхе юлĕ».

Владимир МОСКВИН.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пичетленнĕ.



28 марта 2020
14:26
Поделиться