Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хĕрлĕ Ялав орденне чи малтан тивĕçнĕ

Иван Ефимовăн вăрçăсенчи паттăрлăхĕ çинчен нумай пулмасть çырнăччĕ. Ун хыççăн Çĕньял Нурăсра çитĕннĕ тĕпчевçĕ Николай Ефимов (тăванĕ мар, Иван Ефимовпа пĕр ял çынни çеç) çав ялтан тухнă паллă паттăрсем пирки архивсенче шыраса, унăн тăванĕсемпе калаçса тата чылай факт тупса çирĕплетнĕ. Пурне те пĕтĕмлетсен çакă уçăлчĕ.

Иван Ефимович Ефимов Çĕньял Нурăсра Ефим Ивановпа Ирина Степанова мăшăрсен хресчен çемйинче 1896 çулта çуралнă. Пĕчĕкренпех ăс-тăнлă, пĕлÿллĕ пулма тăрăшнă. Вунçиччĕре Нурăсри земство училищине Мухтав грамотипе пĕтернĕ, икĕ çултан Етĕрнери пуçламăш аслă училищĕрен вĕренсе тухнă. 1915 çулта экзамена ăнăçлă тытса икĕ çуллăх училище учителĕн ятне илнĕ.

Анчах юратнă ĕçе тытăнма май килмест унăн – çав çулхи çурла уйăхĕнче Иван Ефимова Пĕрремĕш тĕнче вăрçине мобилизацилеççĕ. Пĕлÿллĕ салтака прапорщиксен курсĕсенче вĕрентеççĕ те офицерсен пĕрремĕш чинне параççĕ. Кăнтăр-хĕвеланăç фронтĕнче Австрипе Венгри, Германи çарĕсене хирĕç кĕрешет. 1916 çулти çапăçура урине амантать, контузи пулать.

– Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче мана виçĕ хут амантрĕç. Çав ылханлă та юнлă вăрçă Карпат тăвĕсем патне илсе çитерчĕ. Окопсенче чĕркуççи таран шывччĕ, япăх çитеретчĕç. Мĕншĕн çапла тертленмелле-ши, хăçан чарăнать-ши ку вăрçă – çапла шутлаттăмăр эпир ун чух. Виççĕмĕш хут аманиччен салтаксем хушшинче çакнашкал калаçусем илтĕнетчĕç: ку вăрçа хамăр çеç чарма пултаратпăр, – çапла каласа кăтартнă каярахпа Иван Ефимов хăй тăванĕсене.

Патша çарĕнче Иван Ефимов батальон командирĕ пулса 1917 çул вĕçленичченех тăнă. Çав вăрçăран таврăнсан Шĕмшеш шкулĕн заведующийĕнче, учительте тăрăшнă.

Анчах мирлĕ пурнăç каллех вăрăма тăсăлмасть: 1918 çулта Хĕрлĕ Çара илеççĕ, рота командирĕ пулса виçĕ çула яхăн граждан вăрçинче, Хĕвелтухăç фронтĕнче çапăçать. Çав самантсем пирки кайран Çĕмĕрле район корреспондентне Иван Ефимов çапла каласа панă: «Мана темиçе хут та Василий Иванович Чапаева курма тÿр килнĕ. 1919 çулхи сентябрьте Чапаев вилни çинчен пĕлсен уншăн тăшмана тавăрма сăмах патăмăр. Октябрьте пирĕн стрелоксен 309-мĕш номерлĕ полкне Петропавловск хулине ирĕке кăларма приказ çитрĕ. Ирхине 5 сехетре артиллери кĕрлеме тытăнсанах пирĕн наступлени пуçламаллаччĕ. Салтаксем умне тăрса çапла кăшкăртăм: «Ман хыççăн малалла, атакăна!» Вĕсем вара манран юлмасăр чупса пычĕç, тăшмансем окопсенчен тухса тарма тытăнчĕç, эпир вĕсен окопĕсене йышăнтăмăр».

Çав самантра Иван Ефимов патне связной чупса пырса çывăхри рота командирĕ вилни, батальон командирĕ йывăр аманни çинчен хыпарлать. Вăхăта тăсмасăр Иван Ефимов командирсăр тăрса юлнă, каялла чакма тытăннă салтаксене: «Итлĕр мана, пĕр утăм та чакмастăр, ман хыççăн малалла!» – тесе кăшкăрать. Ăна илтсе хавхаланнă салтаксем тăшмана хăвалама пуçлаççĕ, кăнтăрла тĕлнелле Петропавловск хулине ирĕке кăлараççĕ. Анчах ку саманта куриччен Иван Ефимов контузипе тăн çухатать, лазарета лекет. Çапăçури паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçет. Унччен пирĕн республикăран никам та ун пек пысăк ордена илмен, И.Ефимов пĕрремĕш паттăр пулнă.

1920 çулта И.Ефимов каллех суранланать, хальхинче сылтăм урине айăплать, контузипе аптрать. Йывăрлăхсене пăхмасăр хăйĕн батальонĕпе вăл Улан-Удэне çитет, 1924 çулччен çар службинче тăрать.

Таврăнсан Чăваш автономийĕн çар комиссарĕнче, облаçри физкультурниксен канашĕн председателĕнче тимленĕ, ун хыççăн Калинино шкулĕнче, педагогика училищинче, Етĕрнери ял хуçалăх техникумĕнче вĕрентнĕ.

1941 çулта, вăрçă пуçланиччен виçĕ уйăх маларах, паттăра каллех çара илеççĕ, Владимир хулинчи командирсен пултарулăхне ÿстермелли курссенче вĕренет. Тăшмансемпе çĕршывăн хĕвеланăç чиккинче, июнĕн 23-мĕшĕнче, тĕл пулать. Ун чухне Иван Ефимов аслă лейтенант Хĕвеланăç фронтĕнчи стрелоксен 242-мĕш дивизийĕн 897-мĕш полкĕн штаб начальникне пулăшаканĕ шутланнă. Ирĕксĕр каялла чакса Смоленск облаçĕнчи Ржев çывăхĕнчи хаяр çапăçусене хутшăнать. Мина сирпĕннипе сулахай хулпуççийĕ йывăр суранланать, Шуяри госпитальте икĕ уйăх сипленет. Сурансене пула 1942 çул пуçламăшĕнче ăна çартан хăтараççĕ, киле яраççĕ. Каллех учитель ĕçне тытăнать. Çитмĕл çул каялла Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренсе пĕтерет те тивĕçлĕ канăва тухичченех Сăр вăрман хуçалăхĕнче вăй хурать.

Вăрçă çулĕсенче кăтартнă хăюлăхпа паттăрлăхшăн II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе наградăлаççĕ.

Вăрçăччен И.Ефимов Зоя Николаевнăпа пĕрлешнĕ, вĕсен хĕрача çуралнă, анчах пĕчĕклех пурнăçран уйрăлнă. Вĕсем Çĕмĕрле хулинче пурăннă. Паттăр 78 çула çитсе вилнĕ. Унăн ÿчĕ Калинино масарĕнче, тăванĕсен вилтăприйĕсем çумĕнче ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă. Унта ытлашши палăрмаллах мар палăк ларать, çулла илемлĕ чечексем ешереççĕ.

Шутласа пăхрăм та, Иван Ефимович хăй пурнăçĕнче виçĕ вăрçа хутшăнса вуникĕ çул çĕршыва тăшмансенчен сыхланă, пирĕн телейшĕн сывлăхне те шеллемен. Паттăрсене манас марччĕ.

Çĕньял Нурăс кĕрÿшĕ

Вениамин ИВАНОВ.



Районная газета«Çĕнтерÿ çулĕ»
04 апреля 2020
13:49
Поделиться