Лару-тăру халех кăткăс

«Иртнĕ талăкра тÿрех 20 пушар алхаснă. Вĕсенчен 14-шĕнче (Комсомольски, Тăвай, Елчĕк, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Куславкка, Шупашкар, Улатăр, Канаш районĕсенче) типĕ курăк тата çÿп-çап чĕртсе янăран пысăк лаптăксем çуннă», – çакăн пек пăшăрхантаракан цифрăсемпе пуçланаççĕ МЧС-ăн республикăри тунтикунхи кăтартăвĕсем.

Анчах кунашкал тĕслĕхсем пĕрреллĕ мар, юлашки вăхăтра – таврана хăтлăх кĕртес тапхăр уçăлнăранпа – кунсерен тенĕ пекех çакăн пек кăтартусем.

Канмалли кунсенче вара инкексен шучĕ тăрук ÿсет. Хамăр районта та пушар сÿнтерекенсемшĕн иртнĕ эрне вĕçĕ лăпкă пулнă тееймĕн. Эрнекунпа шăматкун пушарсен хисепĕ харăсах тепĕр пиллĕк хушăннă. Тÿрех каламалла, пуринче те сăлтавĕ пĕрешкел: тавралăха тирпейлес тĕллевпе тивертнĕ çулăм типĕ курăкпа хытхура тăрăх аякка сарăлнă, кайран хуралтă-çуртсем çине сиксе ÿкнĕ.

Эрнекун, акă, «Цивиль» тата «Черемушки» коллективлă садсем пулнă лаптăксенче «хĕрлĕ автан» алхаснă. Вĕсенче дача пек усă курнă, халĕ хуçасăр ларакан икĕ çурт çунса кайнă. Çывăхри çĕр участокĕсемпе усă куракансем пахча ĕçĕсене хатĕрленсе çÿп-çапа, çатракасене-туратсене пухнă та кăвайт чĕртсе янă-мĕн. Пĕрремĕш тĕслĕхĕнче хăйсем çумрах пăхса тăнă-ха, тепринче вăхăтлăха кăна аякка пăрăннă, апла пулин те çиллĕ çанталăкра çулăма сарăлма чăрмав пулман. Юрать, ытти çĕр лаптăкĕсем çинче ĕçлекенсем пулăшма çитнĕ, унăн çулне пÿлнĕ.

«Шăматкун вара инкексен шучĕ Çарăклă разъездĕнчи пушартан пуçланчĕ. Пĕр кил хуçи карта хĕрринчи тип курăка çунтарса тасатма шутланă. Çав кун çанталăкĕ те çиллĕччĕ, тата çулăмне те хăрушсăрлăха пăхăнмасăр хуçалăх çывăхĕнчех тивертнĕ – çакăн пиркиех вăл малтан вут сарайне çавăрса илнĕ, хыççăнах çурт çине куçнă. Хуралтăран кĕл купи кăна юлнă, йывăç пÿрчĕ те самаях сиенленнĕрен пурăнма юрăхсăр.

Санарпуçĕнче те йĕркене уямасăр кăвайт чĕртни пушар патне илсе çитернĕ. Кивĕ çулçăсемпе хытхурана çунтарнă май, вут-çулăм юнашар пушă хуçалăха «каçнă», сарай çине сиксе ÿкнĕ. Телее, «хĕрлĕ автан» вăй илнине ял халăхĕ çийĕнчех сиснĕ, ытлашши аташма паман. Унсăрăн, хĕвеллĕ те çиллĕ çанталăка кура, ялта пысăк инкек тухма та пултарнă.

Çавăн пекех Малти Ишекре те пĕр кил-хуçалăхра хăтлăх кĕртес тенĕ те ăнсăртран кÿршисене сиен кÿнĕ. Кунта та пахчара кĕркунне-хĕлле пухăннă çатрака-туратсенчен, ăпăр-тапăртан хăтăлас тенĕ, çунтарма пуçланă. Çулăма типĕ курăкпа ашкăрма нумай кирлĕ-и, кĕçех кÿршĕсен кивĕ мунчи çийĕн явăнма тытăннă», – пĕлтерчĕ асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Петров.

Нумаях пулмасть иртнĕ канашлура Раççей МЧС-ĕн ертÿçи Евгений Зиничев çуркуннехи пушарсем тĕлĕшпе лару-тăру кăткăссисен шутне Чăваш ене те кĕртнĕ. Апрель пуçламăшĕ тĕлне, акă, курăкпа çÿп-çап çуннă пирки 60 ытла инкек çырăннă. Ытларах хытхура ашкăракан, усă курмасăр пушă выртакан çĕрсемлĕ тăрăхсенче пысăк лаптăксем çуннине палăртаççĕ пушар хуралĕн ĕçченĕсем. Хамăр районта та çак сăлтавпа сакăр тĕслĕхе – çÿлерех асăннисемсĕр пуçне Кульцав, Шĕнер Ишек, Пăртас поселенийĕсенче те пĕрер – шута илнĕ.

– Чăнах та, çуркунне тирпей-илем кĕртесси – кирлĕ ĕç. Хăрăк турачĕ-çатраки, тем çÿллĕш кашласа ларакан хытхури хăй те, шăрпăк лекес е чĕлĕм тĕпĕ пăрахас-тăк, инкек кăларма пултараççĕ. Анчах мĕнпур ĕçе пушар хăрушсăрлăх правилисене тата апрелĕн 4-мĕшĕнчен çирĕплетнĕ пушара хирĕçле уйрăм йĕркене çирĕп пăхăнса пурнăçламалла. Вĕсене уяманнисем, хăрушă лару-тăру пуçаракансем тĕлĕшпе административлă протоколсем çырма тивет. Штрафсем пĕчĕк мар: гаждансене хуракан чи пĕчĕк виçе кăна 3 пин тенкĕ», – ăнлантараççĕ асăрхав тата профилактика ĕç-хĕлĕн районти уйрăмĕнчен.

Ирина ЯКОВЛЕВА.



Районная газета«Çĕнтерÿ çулĕ»
08 апреля 2020
13:50
Поделиться