Чăваш халăхĕшĕн пысăк ĕçсем тунă

Çĕртме   уйăхĕн 24-мĕшĕнче паллă пулăма – Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине чаплăн   кĕтсе илме хатĕрленетпĕр. Ку ĕçре чăваш   халăхĕн нумай ĕçченĕ курăмлă йĕр хăварнă, сумлă утăмсем тунă.  

Вĕсен шутне Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ икĕ çынна та – Михаил Тимофеевич Томасова тата Ананий Михайлович Михайлова та   кĕртмелле. Вĕсем иртнĕ ĕмĕрĕн   20-мĕш, 30-мĕш çулĕсенче Чăваш Республикин паллă органĕсенче пуçлăхра тимленĕ.

Михаил Тимофеевич Томасов   1896 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1914 çулта юнашар ялта, Уйкас Явăшра, кĕçĕн классен учителĕнче ĕçлеме пуçланă. Тепĕр çултан ăна патша çарне илнĕ. Хĕвеланăç   фрончĕн йышĕпе Белоруссире   нимĕçсемпе çапăçнă. 1917 çулхи чÿк уйăхĕнче чирленĕ те ăна Мускава госпитале сывалма янă. Кайран киле ăсатнă. 1919 çулта вăл Нурăс салинче кĕçĕн классен   учительне ĕçе кĕнĕ.

1920 çулхи çу уйăхĕнче Михаил Тимофеевич Томасов Раççейри Коммунистсен партийĕн ретне кĕрет. Çакăн хыççăн ăна Етĕрне   уесĕн Советне ĕçлеме яраççĕ. 1921 çулта коммунистсен комитечĕн яваплă секретарьне суйлаççĕ. Ку çав тери йывăр вăхăт пулнă. Атăл тăрăхĕнче выçлăх хуçаланнă, халăха йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшмалла пулнă. М.Т.Томасов вăл вăхăтра çĕр çывăрмасăр тенĕ пек тăрăшса ĕçленĕ.

1922 çулхи раштав уйăхĕнче Михаил Томасов Мускавра пулнă. Вăл Чăваш автономи облаçĕнчен суйланнă делегат   пулса историне кĕрсе юлнă, Пĕтĕм Союзри   Советсен 1-мĕш съезчĕн ĕçне хутшăннă. Делегатсем Совет Союзне (СССР) туса хуни çинчен калакан документсемшĕн, Деклараципе Килĕшÿшĕн раштавăн 30-мĕшĕнче сасăланă. Ку питĕ яваплă ĕç пулнă.  

Каярахпа, 1924 çулхи çу уйăхĕнче, М.Т.Томасова Чăваш автономи облаçĕнчи коммунистсен   партийĕн 8-мĕш конференцийĕинче облаçри секретарьне суйлаççĕ. Михаил   Тимофеевич   Чăваш   автономи   облаçĕнчен республика   тăвас ыйтупа час-часах   Мускава   çÿрет.   Хыççăн   республикăн   Конституцине   хатĕрлес ĕçе хутшăнать.

1924, 1925 çулсенче М.Т.Томасов Совет Союзĕнчи коммунистсен партийĕн XIII тата XIV съезчĕсен ĕçне хутшăнать.

1929 çулхи   çĕртме уйăхĕнче  Михаил Тимофеевич Томасова Чулхулана куçараççĕ. Унта вăл   облаçăн   план комиссийĕн   председателĕн заместителĕнче тимлет. Çав вăхăтрах   «Горьковский   край» журналăн редакторĕн   тивĕçĕсене пурнăçлать.

М.Т.Томасов хăйне шанса панă пур ĕçе те тимлĕ пурнăçласа пырать. Тăван çĕршыв умĕнчи тава   тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна Ĕçлĕх   Хĕрлĕ Ялав орденĕпе хавхалантараççĕ.  

Михаил Тимофеевич   Томасов   1978   çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче   Чулхулара вилнĕ.

Чăваш Республикин патшалăх   тата совет органĕсенче   нумай çул   тăрăшса ĕçленĕ тепĕр Мăн Явăш   çынни – Ананий Михайлович Михайлов.   Вăл чăваш халăхĕн   экономикине тата культурине аталантарассишĕн тăрăшнă. Каярахпа Чулхулара вăй хунă.

Ананий Михайлович Михайлов 1898   çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Хăй вăхăтĕнче Чĕмпĕрти   чăваш учителĕсене хатĕрлекен семинаринче ăс пухнă. Тантăшĕсем хушшинче А.М.Михайлов хăйĕн ăс-хакăлĕпе, таланчĕпе тата авторитечĕпе уйрăлса тăнă. Унтах вăл Чĕмпĕрте тухса тăракан «Çĕнĕ пурнăç» чăваш хаçатĕнче «Эльтиван» псевдонимпа час-часах статьясем пичетленĕ. Октябрь революцийĕ хыççăн Чĕмпĕрти учительсен семинарийĕ чăвашран тухнă рабочисемшĕн, хресченсемшĕн, интеллигенцишĕн тата салтаксемшĕн политика тата культура центрĕ   пулса тăнă. Кунтах А.М.Михайлов парти ретне тăрать, час-часах чăваш ялĕсенче комсомол   ячейкисем   йĕркелеме тухса çÿрет.

1920 çулта Ананий   Михайловича Чĕмпĕрте тухса тăракан   «Çутталла» чăваш хаçачĕн редакторне çирĕплетеççĕ.  

Çав вăхăтра анчах чăмăртаннă Чăваш автономи облаçне ăслă-тăнлă специалистсем питĕ кирлĕ пулнă. Мускав хушнипе А.М.Михайлова 1922 çулхи пуш уйăхĕнче   Шупашкара коммунистсен пар-тийĕн облаçри комитетне куçараççĕ, вăл агитаципе пропаганда пайĕнче ĕçлеме пуçлать. Халăха валли чăвашла кĕнекесем пичетлесе кăларать. Çавăн пекех кунта А.М.Михайлов чăваш халăхне çутта кăларакан И.Я.Яковлевăн 80 çулхи юбилейĕ тата Чĕмпĕрти   чăваш шкулĕн 60 çулхи юбилейĕ ячĕпе статьясем пичетлет.

1925 çулта Ананий Михайловича Чăваш Республикинчи халăх хуçалăхĕн Тĕп Совечĕн председательне çирĕплетеççĕ. Кунта вăл республикăри промышленность лайăх аталантăр тата халăх пурнăçĕ юсанса пытăр тесе тăрăшать. Тавракурăмне тата халăхшăн   ĕçленине шута илсе А.М.Михайлова тата тепĕр пысăк тивĕç шанаççĕ – 1927 çулхи çу уйăхĕнче ăна Чăваш Республикинчи Халăх Комиссарĕсен Совечĕн Председательне уйăрса лартаççĕ. Тепĕр майлă каласан, Ананий Михайлович правительство пуçлăхĕ пулса тăрать. Тепĕр   çултан, 1928   çулхи çурла уйăхĕнче, Мускавра Чăваш Республикин хуçалăх тата культура аталанăвĕ пирки Раççей правительстви умĕнче отчет тăвать.

1929 çулта Чăваш Республики Чулхула крайĕ шутне кĕртет. Ку пулăм чăваш халăхне пĕрремĕш   пилĕкçуллăх планĕсене пурнăçлама тата промышленноçа   аталантарма пулăшать. Ананий Михайловича та Чулхулана куçараççĕ, крайри Ĕçтăвком председателĕн çумне çирĕплетеççĕ.

1932 çулта   Ананий Михайловича Чулхулари химипе технологи институчĕн директорне лартаççĕ, тепĕр икĕ çултан вара ял хуçалăх институчĕн директорĕ пулса тăрать.

А.М.Михайлов хăйне шаннă пур ĕçре те чунне парса тимленĕ, яланах халăхпа пĕрле пулма тăрăшнă, тĕрлĕ вăхăтра депутат та, парти съезчĕн делегачĕ те пулнă. Вăл 1942 çулта чирлесе вилнĕ.

Мăн Явăшăн пултаруллă çыннисем – Михаил   Тимофеевич   Томасов та, Ананий Михайлович Михайлов та – хисеплĕ ят хăварнă, пулас ăрусемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Петр ЗОЛОВ,

Туçи Мăрат шкулĕнчи истори учителĕ.



Районная газета«Çĕнтерÿ çулĕ»
11 апреля 2020
13:51
Поделиться