Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тăван кĕтес те, атте-анне те пĕрре!

Тăван çĕртен, тăван килтен хакли мĕн пур-ши; Кирек ăçта пурăнсан та çуралнă кĕтес асран тухмасть.

– Тĕп кил пĕтĕм тăван-пĕтене пуçтарать. Аякра-и, çывăхра-и пурăнатăн – пурпĕр тăван ен чĕнĕвĕ илĕртет, – терĕ Чăрăшкас Мăратра çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан Зоя Леонтьевна Иванова.

Вăл çуралнă ен пирки пĕтĕм ăш кăмăлтан калаçрĕ. Çырма-çатраллă вырăнта вырнаçнă пулин те Зоя Леонтьевнăшăн тăван ял темрен хаклă.

– Улăх-çаранĕ, вăрманĕ, шăнкăртатса юхакан шывĕ, пĕвери кайăк-кĕшĕкĕ... Пурте чуна çывăх. Тăван тăрăхра атте-анне чĕлхипе чун-чĕререн калаçма пулать. Тепĕр чух тунсăх пусса илсен çунат хушса çуралса ÿснĕ вырăна çитес килет. ,мĕр-ĕмĕр пурăнтăр, Чăрăшкас Мăрат! Аталантăр вăл, чечеклентĕр! – калаçăва хутшăнчĕ Зоя Иванован аппăшĕ Галина Апресян.

Вăл Саратов облаçĕнче пурăнать. Апла пулин те çуралнă кĕтесе манăçран кăлармасть. Ахальтен каламан ĕнтĕ паллă академик Геннадий Волков% «Тăван çĕрĕн тусанĕ те тăван, пылчăкĕ те пылак».

Зоя Иванован тепĕр аппăшĕ – Вера Уланкова. Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнче тĕпленнĕ пулсан та хăйне сăпка сиктерсе çитĕнтернĕ ялшăн тунсăхлать.

– Куç илейми, ытарайми тăван тавралăха халĕ те сăнама пăрахмастăп. Такăр сукмакпа утнă чух таса çăлкуç шывне ĕçнĕ пекех вăй-хăват кĕрсе каять,– палăртрĕ Вера Леонтьевна. – Тĕп киле çитетĕп. Кантăкран аттепе анне тинкернĕ пекех туйăнаççĕ.

Пĕртăвансем хăйсене кун-çул парнеленĕ çывăх çыннисене ырăпа кăна аса илчĕç.

Ашшĕ, Леонтий Сергеевич Сергеев, 1921 çулта çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Салтак аттине 19 çулта тăхăннă. Артиллери полкĕнче çар службинче тăнă. Фашистла Германи пирĕн çĕршыва тапăнсан малтанхи кунсенчех фронта кайнă. Леонтий Сергеевăн вăрçă çулĕсем Орлов облаçĕнчен тытăннă, кайран Тула тăрăхне, Севастополе, Крыма та çитнĕ... Украина, Белорусси, Латви, Литва çĕрĕсене нимĕç фашисчĕсен чуралăхĕнчен хăтарма пулăшнă.

Шел пулин те, тăшман пульли ăна хытах амантнă. Паттăр салтака сипленме тăван тăрăхри госпитале янă. Тепре фронта кайиччен ялти чипер хĕрпе Феклăпа çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ. Мăшăрĕ салтака вăрçа ăсатса янă чух куççуль витĕр каялла таврăнма пехилленĕ. Чăнах та, Леонтий Сергеев фронтран чĕрĕ-сывă килнĕ. Вăл «Çапăçура палăрнăшăн» медале (1944), II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденне (1985) тивĕçнĕ. Калас пулать, унăн пиччĕшĕпе шăллĕ Константинпа Владимир Сергеевсем те Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ирсĕр тăшмансемпе çапăçнă, анчах та пĕрин салтак çулĕ каялла выртман. Константин Сергеев вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Владимир Сергеева «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Анчах унăн шăпи те кĕске пулнă, вăл 1947 çулта пурнăçран уйрăлнă.

Амăшĕн пиччĕшĕ Антон Семенов та фронтран таврăнайман. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă харсăр салтаксене тăванĕсем ĕмĕрех асра тытĕç.

Çĕнтерÿçĕ-салтак Леонтий Сергеевич чи малтан вăрман хуçалăхĕнчи ĕçсене кÿлĕннĕ, унтан нумай çул вырăнти колхоз правленийĕнче бухгалтер-счетоводра тăрăшнă. ,ç дисциплинине çирĕп пăхăннă, хăйĕн профессийĕнче чăн-чăн ăста пулнă. Фекла Семеновна тăван хуçалăхра ырми-канми ĕçленĕ. Мăшăрсем пÿрт тулли ача-пăча çитĕнтернĕ, тăватă ывăлпа виçĕ хĕре çут тĕнче парнеленĕ.

– Тĕп килте йышлăн питĕ туслă ÿснĕ, аттепе анне пире пĕчĕкренех ĕçе, тирпейлĕхе хăнăхтарнă, çемье хаклăхĕсене упрама, тăвансене хисеплеме, çуралса ÿснĕ яла юратма вĕрентнĕ, – терĕ Зоя Леонтьевна.

Икĕ хĕрĕ ашшĕн çулĕпе кайнă. Зоя Леонтьевна 37 çул Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче тимленĕ. Бухгалтертан тытăнса планпа финанс пайĕн пуçлăхне çити ÿснĕ. Ăна тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнăшăн Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿпе наука министерствин Хисеп грамотипе наградăланă. Галина Леонтьевна Саратов облаçĕнчи Энгельс хулинчи тырă йышăнакан комбинатра тĕп бухгалтерта тăрăшнă. Вера Леонтьевна хăйĕн кун-çулне ветеринари   ĕçĕпе çыхăнтарнă. Вăл – Сĕнтĕрвăрри районĕнчи чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ» хисеплĕ ята, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Инкек куçа курăнса килмест. Феклăпа Леонтий Сергеевсен виçĕ ывăлĕн ĕмĕрĕ кĕске пулнă. Тĕп килте вучах сÿнмен, кунта ывăлĕсенчен чи кĕçĕнни, Валерьян Леонтьевич, пурăнать. Вăл ял хуçалăхĕнче тăрăшнă, фермăра ĕне сăвакан операторта вăй хунă. Уй-хирте те ĕçленĕ. Аппăшĕпе йăмăкĕсем Валерьян Сергеев патне килсех çÿреççĕ. Кил хуçалăхне тĕреклетме пулăшаççĕ.

Пурнăç ÿкерчĕкĕсем тĕрлĕрен. Хăшпĕр тăрăхсенче çĕрпе танлашнă кил-çурта асăрхатăн. Ачи-пăчи çуралса ÿснĕ вырăна манни чуна ыраттарать. Валерьян Сергеевăн тăванĕсем маттурах вара. Ашшĕ-амăшĕ ăс парса вĕрентнине паянхи кун та асра тытаççĕ. Вĕсем пек ырă кăмăллă, тараватлă, йăх-тымара хисеплекен хĕрарăмсем пулсан чăваш ялĕ нихăçан та сÿнмĕ.

Ку чухнехи ăру та хастар. Феклăпа Леонтий Сергеевсен мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем пирки ыррине кăна каламалла. Вĕсем те тĕп киле манăçа кăлармаççĕ, Чăрăшкас Мăрата килсе çÿреççĕ. Тăванĕсемпе хутшăнаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.



Районная газета«Çĕнтерÿ çулĕ»
13 мая 2020
13:34
Поделиться