Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Аш-какай комбиначĕн уй-хир ĕçченĕсене хисеплесе

Вăрнарти аш-какай комбиначĕ усă ку-ракан çĕр лаптăкĕ пы-сăккине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Кил хуçалăхĕнче ĕçлекен çын ака-суха ĕçĕсене мĕнле ирттернине лайăх ăнланать.

Çавăнпа та хресчене тулли кăмăлпа тав тăвас килет. Эпĕ Çĕньял Нурăсран. Таврари çĕр лаптăкĕсене нумай-нумай çул таса, çумкурăксăр тытса тăни тем пекех паха.

Совет Союзĕ аркансан çак çĕрсем усăсăр выртатчĕç. Халĕ çав лаптăксем çинче комбинат пахалăхлă продукци чылай туса илет.

Агрохолдингăн девизĕ: «Уйран пуçласа сентре çине çитиччен!». Николай Аливанов хуçалăх тилхепине çирĕп тытса пырать.

Пирĕн ялпа юнашарах мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх усрамалли пысăк комплекс. Çĕнĕ ангарсем те çулсерен хушăнса пыраççĕ. Кунта вара предприятин Малтикас Ялтăрари хушма хуçалăхĕн директорĕн Валентина Степанован тăрăшулăхне те палăртса хăварас килет. Ĕçе юратса тусан ĕç ăнса пырать.

Кĕр çитнĕ май уйсен пушанмалли вăхăт çитрĕ. Сиссе те юлаймарăмăр, уй-хирте машинăсем, тракторсем кĕрлеттерсе кăна чупаççĕ. Çĕньял Нурăспа Мачамăш хушшинчи уй çаралса юлчĕ. Ем-ешĕл кукуруза техемлĕ, сĕтеклĕ, симĕс апат пулса фермăна кайса вырнаçрĕ. «Эпир вырса кăна илместпĕр, хыççăнах сухаласа та пыратпăр», – терĕ Николай Аливанов. Аш-какай комбиначĕ çавăн пек малашне те тухăçлă ĕçлесе пырсассăн Вăрнар районĕ çирĕппĕнех малалла утĕ.

Çынсем те тĕрлĕрен пулаççĕ иккен. Пĕрисем хăйсем те ĕçлесшĕнех мар, ыттисен ĕçне те хаклама пĕлмеççĕ. Çын çинчен усал сăмах калакансене, элек саракансене çапла калас килет: ыррине нумайрах асăрхама тăрăшăр. Усалли аякра юлтăр. Вара сирĕн пурнăçăр та телейлĕрех те çутăрах пулĕ. Турă хушнă пек, чăвашсен авалхи йăлипе пĕр-пĕрне хисеплесе, ырă ĕçсем туса, хире-хирĕç пулăшса пурăннине нимĕн те çитмĕ.

Татьяна ЕФИМОВА.



РЕДАКЦИЯ ВУРНАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ПУТЬ ПОБЕДЫ»
10 октября 2020
08:36
Поделиться