Парада хутшăннă

Василий Михайлович Михайлов Мăн Хирлеп ялĕнче нумай ачаллă çемьере кун çути курнă. Улттăн ÿснĕ – виçĕ ывăл тата виçĕ хĕр. НЭП вăхăтĕнче 1921 çулта Василий Михайлович ашшĕ арендăна çĕр илнĕ.

– Эпĕ 5 çулта чухне выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçленĕ. Уйрăмах лашасем пăхнă, – каласа панăччĕ Василий Михайлов пурăннă чухне.

Вăл вăхăтра ачасене çăмăл килмен. Шкулĕ пур ялта та пулман. Çуран питĕ инçе утма тивнĕ. Пĕрремĕш класа икĕ çулта пĕрре ачасене вĕренме пухнă. Класĕнче те лăк тулли ачапча, пĕр учитель вĕрентнĕ. Пĕр класрах тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем ăс пухнă. Василий Михайлов пилĕк класс пĕтернĕ хыççăн Юманайĕнчи пĕлÿ çуртне çул такăрлатнă. Кайран Услапа Нурăса куçнă.

1933 çулта Хирлеп тăрăхĕнче çичĕ çул вĕренмелли шкул уçсан çывăхрах ăс-тăна тарăнлатнă. 1938 çулта Хĕрлĕ Çар ретне тăнă.

– Эпир, 80–90 чăваш, Узбекистана лекрĕмĕр. Ту кавалеринче служба тытăнчĕ. 7–10 класс пĕтернисене кĕçĕн командирсен полк шкулĕ валли уйăрчĕç. Унта çулталăк хушши лашасене çар йĕркине хăнăхтартăмăр. Анчахрах çар тивĕçне пурнăçлама килнĕ салтаксене те вĕрентнĕ. Хăшĕ-пĕрисем пачах та вырăсла пĕлместчĕç. Виçĕ уйăхра эпир вĕсене салтаксен мĕн пĕлмеллине йăлтах вĕрентсе çитертĕмĕр. Мана, кĕçĕн командира, Ташкентри тин кăна йĕркеленĕ дивизине ячĕç. Унтан дивизи штабĕ çумĕнчи комендант ротине куçарчĕç. Задани илтĕм – комдив лашине хатĕрлемелле. Тепĕр икĕ эрне иртрĕ те ут-урхамаха хатĕрлесе çитертĕм. Дивизи командирĕ лашана ипподромра йышăнчĕ. Штабра вăл мана лашашăн ырларĕ, анчах та çирĕппĕн ыйтрĕ: «Мĕншĕн лашана инструкцире кăтартнă пек вĕрентмерĕн; Капла генерал мĕн курĕ;» «Кинора Чапаевăн лаши чĕввĕн тăрать, эпĕ те ăна çапла хăнăхтартăм», – тесе хуравларăм. Генерал хавхаланса кайрĕ, мана айăпламарĕç, – аса илетчĕ Василий Михайлов. – Кĕçĕн командир пулнă май манăн служба вăхăтне виçĕ çулччен тăсрĕç. 1941 çулхи çу уйăхĕнче хамăр дивизин артиллери полкне куçарчĕç. Сасартăк тревога янăрарĕ – вăрçă. Тепĕр виçĕ кунтан эпир Мускав хулине çитрĕмĕр. Çĕнĕрен килнисене çар ремеслине хăнăхтартăмăр. Фронта тухса кайрăмăр.

Мускав çывăхĕнче пынă çапăçура гаубица наводчикĕ, унтан хĕçпăшал командирĕ пулнă. Тăшманпа хăюллă çапăçнă. Василий Михайлов пек харсăр çар çыннисене пула фашистсем Мускава илеймен.

Мăн Хирлеп каччи Курск пĕккинче пынă çапăçусене хутшăннă. Тăшман самолечĕсем 28 пулнă, умлăн-хыçлăн вĕçсе килсе бомба хыççăн бомба тăкнă. Василий Михайлова çĕрпе хупласа лартнă, çарти юлташĕсем чавса кăларса унăн пурнăçне çăлса хăварнă. Кайран чăваш командирĕ пĕр уйăх госпитальте сипленнĕ. Сывалнă хыççăн каллех фронта тухса кайнă. Василий Михайловăн вăрçăра чухне вилĕме куçа куçăн темиçе хутчен те пăхма тивнĕ. 1942 çул. Ун чухне вăл – старшина. Çар юлташĕсемпе вăрман хĕррипе пынă. Нимĕç фашисчĕсем вĕсене асăрхасан минометран пеме пуçланă. Телее, Василий Михайлов чĕрĕ-сывах юлнă. Çав çулах лаша кÿлсе хĕллехи тумтир, ĕçме-çиме илме кайнă чух тăхланлă çумăр айне лекнĕ. Лава чарма тивнĕ. 10–15 метртан аяккарах пĕшкĕнсе выртнă. Бомба лекнипе лав сирпĕнсе кайнă, лашасем те чĕрĕ юлман.

Тупă ăшне снарядсем хунă пулнă. Тăшман хĕç-пăшалран пеме чарăнман. Нимĕçсен пĕр снарячĕ çурăлса кайсан ыттисем çине те çулăм ÿкнĕ. Василий Михайлов команди пĕр харăс тăрса вут-çулăма аташма паман, пĕр снаряд та çурăлман.

Мăн Хирлеп каччине Хĕрлĕ Çăлтăр орденне илме икĕ хутчен тăратнă, анчах та вăл тĕрлĕ сăлтавсене пула çак пысăк наградăна тивĕçеймен.

Василий Михайлов Днепршăн пынă çапăçусене хутшăннă. Ригăна, Варшавăна ирĕке кăларнă çĕрте те пулнă.

Висла юханшывĕ урлă каçса Германие çитнĕ. Василий Михайлов çарти юлташĕсемпе Одер патне тухнă. 1945 çулхи нарăс уйăхĕнче Мăн Хирлеп каччине полк командирĕ чĕнсе илнĕ. Хăй вăл Чулхуларан пулнă, ăна ентеш тесе чĕннĕ. Çарти юлташĕсем – «Вася старшина». Василий Михайлова Чулхула облаçне тин çеç çара илнисене вĕрентме янă. Артиллери полкĕнче 9 батарея пулнă. 6-мĕш – Василий Михайловăн.

Çамрăк салтаксене икĕ эрне гаубица (кĕпçине çÿлелле кăнтарса пемелли тупă) ремеслине вĕрентнĕ. Ĕçе Мускавран килнĕ комисси хакланă. 6-мĕш батарея чи лайăххи тесе палăртнă.

– Çар хатĕрлевĕн отличникĕсем тесе пирĕн 6-мĕш батарейăна 1945 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнчи парада хутшăнма ячĕç. Çĕнĕ тумтирпе тивĕçтерчĕç. Гаубицăна машинăран кăкарса Хĕрлĕ площадь тăрăх кайрăмăр. Эпĕ хамăн «гаубичниксемпе» 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнчи Çĕнтерÿ парадне те хутшăнма тивĕçрĕм. Кăмăл-туйăм тĕлĕнмелле çĕкленÿллĕччĕ, – тенĕччĕ Василий Михайлович.

Вăл тăван тăрăха 1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче таврăннă. НКВД органĕсенче ĕçлеме пуçланă. Кĕçĕн Кипек, Хапăс участокĕсенче тимленĕ. Милицин кĕçĕн лейтенанчĕ званине илнĕ. Авлансан Хапăсра тĕпленнĕ. Халăх судĕнче 9 çул тăрăшнă, Хапăсри вăтам шкулта 5 çул завхозра вăй хунă.

Василий Михайлов çут тĕнчерен уйрăлса кайнă пулсан та унăн ырă сăнарĕ ентешĕсен асĕнчех.

А.ХАПĂС.



Районная газета«Çĕнтерÿ çулĕ»
09 декабря 2020
13:57
Поделиться