Вăрçă никама та хĕрхенмен

Василий Васильевич Васильев. Рядовой. Фронтра тыткăнра пулнă.

Василий Васильевич Çĕрпел ялĕнче 1908 çулта çуралнă. Колхоз чăмăртаннă вăхăтра В.Васильев Хĕрлĕ Çар ретĕнче шутланнă. Службăна пĕтĕмĕшлех чукун çул батальонĕнче ирттернĕ. Салтакран килсен колхозри тимĕрçĕ лаççинче тимленĕ. Унăн çемйи 1938 çулта колхоза кĕнĕ.

Вăрçă пуçлансан сентябрĕн 8-мĕшĕнче Василий Васильевича фронта илнĕ. Ăна чăвашсенчен йĕркеленĕ 3-мĕш стрелковăй батальона çирĕплетнĕ. Малтанхи вăхăтра вĕсем Мускав хулине хÿтĕленĕ çĕрте хаяр çапăçусене кĕнĕ. 1942 çулта Калинин фронтне куçарсан Ржев хулине те Гитлер эшкерĕсенчен хăтарнă.  

Хĕрлĕ Çарта вăл тимĕрçĕ пулнине пĕлсессĕн 1942 çулхи август вĕçĕнчен В.Васильева Мускаври Молотов ячĕпе хисепленекен завода, танксене юсанă çĕре куçарнă.

Ку заводра вăл 1943 çулхи апрельччен ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Мускавра связистсен шкулĕнче те вĕреннĕ. Совет салтакĕсем фашистсене хÿтерме пуçласан В.Васильева связистсен 648-мĕш батальонне çирĕплетеççĕ. Кунта вĕсене июнĕн 6-мĕшĕнче присяга тыттарнă, хыççăн Курск, Орел хулисем патне куçарнă.

Ку тĕлте совет çарĕн оборона тытмалли траншейисем 8 лини шутланнă. Пурне те танксем каçса каймалла мар туса çитернĕ. Курск çывăхĕнче хаяр çапăçу тапрансан тĕрлĕ арторудинчен пĕр-пĕрин енне хĕреслĕ пенĕ, снарядсем тĕлли-паллисĕр ÿксе çурăлнă, çĕр çуннă.

Василий Васильевич çав вут-çулăма пăхмасăр çĕр çийĕн хырăмпа шуса связь проводисем татăлнă вырăнсене тупса штабсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе пынă.

Çичĕ кун пач чарăнман çапăçу, тăшман Хĕрлĕ Çарăн çирĕп оборона линине çĕмĕрсе 12 км таран куçма ĕлкĕрет.

Курск патĕнчи çапăçура Васильев хăй мĕнле сывă юлма пултарнинчен тĕлĕннĕ. Хĕрлĕ Çар салтакĕсем кунран-кун тăшмана каялла хăваласа пынă. Харьков хулине фашистсенчен хăтарнă хыççăн Днепр шывĕ урлă питĕ йывăррăн каçса ÿкеççĕ. Совет салтакĕсем çак вырăнта калама çук пысăк çухату тÿснĕ.

Гитлер Сталинград, Курск хулисем çывăхĕнче пысăк çухату курнăшăн Украина çĕршывĕпе каялла чакнă чухне тĕл пулакан ялсене пурне те çунтарса кĕллентерсе хăварнă. Халăхĕсене тискеррĕн вĕлерсе пынă. Приказ пурне те васкатнă, Украина çĕрĕ çинчи çак ирсĕрлĕхе пĕтерме фашистсене хăйсен йăвине тата вирлĕрех хăваламалла пулнă. В.Васильев Киев, Белоцерковь, Синегорск, Звенигородск хулисене тăшманран хăтарнă çĕрте те аякра юлман.

1944 çулхи январьте совет салтакĕсем малалла Умань хули енне куçса пынă, вĕсен батальонĕнчен каçхине разведротăри салтаксемпе связь бригадисене умра мĕнле вăй тата вĕсем ăçта вырнаçнине тĕрĕслеме кăларса янă. Приказ тăрăх, вĕсен çыхăну пралукĕсене 10 км таран туртса çитермелле пулнă.

Юлашки километрсем юлсан вĕсем ĕçлекен вырăна нимĕç танкĕсем сиксе тухаççĕ. Фашистсем пурне те хÿпĕрлесе илсе тыткăна хăваласа каяççĕ. Связь салтакĕсен çумра пăралук катушкисĕр пуçне темиçе винтовка çеç пулнă.

Тыткăна лекнĕ салтаксене малтан Польшăна ăсатнă, кайран Германи концлагерĕнче темиçе уйăх тытнă. Кĕçех лагерьти халăхăн çуррине Италири вĕт чул авăртса хатĕрлекен карьера илсе кайнă. Вĕсен хушшинче Çĕрпелти Василий Васильев та пулнă. 1945 çулхи май уйăхĕн 1-мĕшĕнче тыткăнри çынсем восстани çĕклесе лагерьтен тухса тараççĕ. Италин ирĕклĕх юхăмĕн ушкăнĕпе çыхăнса каяççĕ.

Вăрçă чарăнсан партизансене пурне те Итали çĕршывĕнчи Торонто тинĕс портне хăваласа тухаççĕ. Хĕрлĕ Çар командующийĕсем ыйтнипе вĕсене чи малтан Одесса хулине илсе килнĕ. Çу каçипех фильтрационнăй лагерьте усранă.

1945 çулхи августра Японипе вăрçма пуçласан çĕршывăн хĕвелтухăç чиккине илсе çитернĕ, ку вăхăтра вăрçă чарăннă ĕнтĕ. Вĕт чул карьерĕнче ĕçлесе пурăннă салтаксен вăрçă вĕçленсен те киле каясси пулман. Вĕсене пурне те тыткăна лекнĕшĕн Иркутск облаçĕнчи Черемхово хулинчи кăмрăк шахтине сакăр çуллăх янă. В.Васильев Çĕрпеле 1953 çулта çеç таврăннă. Хыççăн плотникра ĕçленĕ.

1965 çулта Италирен В.Васильевсен килне посылка çитнĕ. Унпа пĕрлех вăл 1945 çулхи май уйăхĕнче вĕт чул карьерĕнче восстание хутшăннине çирĕплетекен хут, йĕппе çип, хĕрлĕ кĕнеки, апат çимелли кашăкĕ, 400 тенкĕ укçа килнĕ.

Çакăн хыççăн В.Васильева 1965 çулта Аслă Çĕнтерÿ 20 çул çитнĕ ятпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин II-мĕш степеньлĕ орденĕпе наградăланă.

Василий Васильев фронтра çапăçнă вăхăтра ялта унăн çемйине пысăк хуйхă пырса çапнă. Мăшăрĕ виçĕ ачапа тăрса юлнă. Вăйпитти хĕрарăмсене килте лартман. Нумай çынна Сăр шывĕ хĕррине окопсем чавма илсе кайнă. Çамрăк хĕрарăмсене ача çуратсан та пĕр эрнеренех çак ĕçе хăваланă. Эрнесĕр те киле яман. Декабрь уйăхĕнче çанталăк питĕ сивĕтсе лартнă. Сывлăш температури 40 градусран та каçса кайнă. Кунта выртса тăма, ларса апат çиме хÿтлĕхсем кăвайт патĕнче çеç пулнă. Тылра тăрăшакансемшĕн колхозăн ĕç нарячĕ фронтри салтаксен приказĕ пекех шутланнă. Кашни çыннăн ĕç норми пулнă. Правлени Василий Васильевич мăшăрне малтан Сăр шывĕ хĕрне окоп чавма кайма çырса хунă, анчах килте кăкăр ачи пуртан вăл бригадирсене ÿкĕтлесе хăйне Вăрнар çумĕнчи вăрмана чукун çул вуттине хатĕрленĕ çĕре ăсатма ыйтнă. Кашни кун киле яман пирки Фекла Терентьевнăн çав ачасене пăхма çуран çĕр хута утма тивнĕ. Кăнтăр вăхăтĕнче вăл пĕчĕкскерсене куç курман кукашшĕпе кукамăшне парса хăварнă.

Чукун çул вуттине декабрь уйăхĕнче хатĕрлесе çитерме питĕ йывăр пулнă. Фронтран çар эшелонĕсем çине-çинех Вăрнар, Çĕмĕрле станцине килсех тăнă. Вăрнар вăрманĕнчи халăха çуррине Çĕмĕрле çывăхне пулăшма илсе кайнă. Васкавлă ĕçлеччĕр тесе халăха аякалла кăларман, эшелонпа килнĕ салтаксем винтовкăсемпе делянка хĕрринчех тăнă. Иккĕмĕш талăкра, ачисем патне килеймен пирки, Фекла Терентьевнăн кăкăрĕ карăнса ыратнă, кăкăр сĕчĕ тумланă. Ун пек пĕчĕк ачаллă хĕрарăмсем кунта татах та пулнă. Каçпала Фекла Терентьевна Нурăс хĕрарăмĕпе каварлашса çĕр хута Çĕмĕрле станци патне вăрман витĕр тухса утнă. Хыççăн Вăрнар енне каякан тавар поезчĕ çине çакланса килме майне тупнă.

Сивĕ кунсенче килти ватăсем пĕчĕк ачасене нимĕнле те ăшăтса пĕтереймен пулĕ. Фекла Терентьевнăн Зоя хĕрĕпе сăпкари Юрий ывăлĕ шăнса чирленĕ. Иккĕшĕ те 1941 çулхи декабрĕн сивĕ кунĕсенче çĕре кĕнĕ.

Виле шăтăкĕсене икшер талăк чавма тивнĕ. Вăрçă çулĕсенче миçе амăшĕн пĕчĕк ачисен тупăкĕсене хул хушшине хĕстерсе масар çине утма тивнĕ-ши;

Пурнăç никама та хĕрхенмен. Фекла Терентьевна калама çук пысăк хуйхă тÿснĕ пулин те фронтшăн пуçне усмасăр ĕçленĕ.

Василий Васильевич Васильев вăрçăра тăван шăллĕпе пĕрле çапăçнă, иккĕшĕ те тăван яла çаврăнса килнĕ.

Ял-йышран 1987 çулта уйрăлса кайнă. Ăна халăхпа чыслăн Çĕрпел масарĕнче пытарнă.

Федор КУЗЬМИН.



09 декабря 2020
13:58
Поделиться