Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Волонтер пулма çăмăл-и?

Хăйсен ирĕкĕпе обществăшăн кирлĕ ĕç тăвакансем сахал мар. Вĕсен тăрăшулăхĕ, хастарлăхĕ куç умĕнчех.

Акă, тĕнчере çуллен раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Доброволец кунне паллă тăваççĕ. Пĕлтерĕшлĕ мероприятирен республикăра та, районта та пăрăнмаççĕ. Уяв умĕн районти культура çуртĕнче волонтерсене чысларĕç. Вĕсем хушшинче ĕçлекен çамрăк специалистсем те, студентсем те пулчĕç.

Волонтерсем ырă кăмăллă, çынсен хуйхи-суйхине хăйсен чĕри патне илеççĕ. Аслă ăрурисене, хевтесĕррисене, чирлĕ çынсене пулăшма васкаççĕ, вĕсене апат-çимĕç, кирлĕ эмел килсе параççĕ. Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче волонтерсен пулăшăвĕ темрен хаклă. «Мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш», – тенĕ чăваш халăхне çутта кăлараканĕ Иван Яковлев. Аслă патриархăмăрăн халалне ку чухнехи çамрăк ăру ăша хывни чăнахах савăнтарать.

Ырă ĕç тăвакансем ют çыншăн та тус-юлташ, тăван, кĕтнĕ хăна пек пулаççĕ. Обществăлла пĕлте-рĕшлĕ акцисем ирттереççĕ, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе хастар тимлеççĕ тата ытти ĕçсем пурнăçлаççĕ. Пысăк чун-чĕреллĕ, хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕç тума васкакан çынсем кăна волонтер пулаяççĕ.

Доброволец кунне халалланă мероприятие хаваслă кĕвĕ-çемĕпе уçрĕç. Районти культура çурчĕн методисчĕ Дмитрий Иванов «Шурă, шурă юр» юрра илемлĕн шăрантарчĕ.

Ырă тĕслĕх кăтартакан яш-кĕрĕмпе хĕрупраçа район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Денис Трофимов, «Единая Россия» политика партийĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Любовь Максимова саламларĕç. Вĕсем волонтерсем кăçал калăпăшлă ĕçсем пурнăçланине çирĕплетрĕç. Кăмăл пулсан волонтерсен ретне çамрăк çынсем кăна мар, аслăрах ÿсĕмрисем те тăма пултарнине палăртрĕç. Чи кирли – çынсене пулăшас туртăмлă пулни.

Волонтерсене савăнăçлă лару-тăрура наградăларĕç. Район администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн Дипломĕпе тата парнипе районти культура çурчĕн методистне Дмитрий Иванова, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн пай инженерне Эдуард Гаврилова, наукăпа производство цехĕн пробоотборщикне Анжела Константинована, цех кладовщикне Татьяна Юдинана, Алексей Матвеев слесаре, «Звездопад» обществăн хуралçине Владимир Маркова, водительне Алексей Шахалова, çавăн пекех вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалист-экспертне Денис Григорьева чысларĕç.

Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчи «Вместе ВОТ!», «Молодежь 21 века» волонтер ушкăнĕсем те ырă енчен палăраççĕ. Студентсем хастар та маттур. Василий Алексеев, Карина Петрова, Дарья Григорьева, Дина Козлова, Эдуард Краснов, Игорь Львов, Валерия Никифорова, Анастасия Парамонова, Вера Сорокина, Ольга Никитина награда та, парне те илчĕç.

Районти волонтерсен те сцена çине хăпарма сăлтав пулчĕ. Вĕсем «Единая Россия» партин Тав çырăвне илме тивĕçрĕç.

Елена ПОРФИРЬЕВА.    



10 декабря 2020
13:58
Поделиться