Халĕ те хастар

Кайри Тукай ялĕнчи Ваçиккисен йăхĕ – чи авалхисенчен пĕри. Чи пуян та хисеплĕ йăх шутланнă вĕсем. Çемьере кашни ывăла Тăван çĕршыва юрăхлă пултăр тесе пилленĕ. Хĕрĕсем те, ывăлĕсем те тивĕçлĕ пĕлÿ илсе тĕрлĕ ĕçре вăй хураççĕ. Вĕсен шутĕнче агроном та, зооинженер та, ветеринари врачĕ те, предприяти ертÿçи те пур.

Борис Сергеевич Васильевăн та ачалăхĕ тăван ялĕнче иртнĕ. Мария Терентьевнапа Сергей Васильевич Васильевсен çемйинче çичĕ ача çитĕннĕ, Борис – виççĕмĕш. Ашшĕ-амăшĕ пур ачине те тĕрĕс воспитани пама тăрăшнă. Бориса та мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, тăван-хурăнташсене хисеплеме вĕрентнĕ. Ача чухне вăл кĕнеке вулама юратнă, шашкăлла, шахматла ăста вылянă, футбол, волейбол, хоккей вăййисене, велосипедпа ярăнма, йĕлтĕрпе чупма килĕштернĕ. Пĕр сăмахпа, ачаранах спорта чунтан парăннă. Ашшĕ-амăшне выльăх-чĕрлĕх пăхса пулăшма та нихăçан ÿркенмен. Тен, çавăнпах пулĕ каччă Çĕрпелти шкулта 8 класс пĕтерсенех чи çывăх иккĕмĕш сыпăкри тăванĕпе, Валерий Васильевпа, Вăрнарти ял хуçалăх техникумне çул тытнă, ветеринари уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Чи маттур студентсенчен пĕри пулнă, районти, республикăри, РСФСР шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннă, малти вырăнсене йышăннă. Виççĕмĕш курсра йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă.

1970 çулта Борис Васильев ветеринари факультетне лайăх паллăсемпе пĕтерсе алла диплом илет. Вĕренÿре хастарлăхпа тата маттурлăхпа палăрнă чи ăста специалистсене, спортсменсене – Б.С.Васильева, В.И.Васильева тата темиçе студента – РСФСР Ял хуçалăх министерствин йышăнăвĕпе Чукотка автономи округне ĕçлеме кайма направлени параççĕ. Кунта Билибино районĕнче пăши-пăлансене ĕрчетекен совхозра (çĕр площадĕ 2,3 млн га) тимлеме пуçлаççĕ çамрăк специалистсем.

Çулталăкран Борис Васильева çара илеççĕ. Вăл Тăван çĕршыв чиккисене сыхлама Хабаровск крайĕ çывăхĕнчи Биробиджанри пограничниксен ветеринари отрядне, 2495-мĕш çар чаçне, лекет. Малтанах Бикин хулинче ятарлă вĕренÿ центрĕнче тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ илет. Каярахпа Васильев сержанта заставăсенче службăра тăракан 120 йытăпа 25 лашан сывлăхне сăнаса тăма шанаççĕ. Тивĕçне лайăх пурнăçласа пырать, дисциплинăна çирĕп пăхăнать. Салтаксен чи çывăх юлташĕсем, тăватă ураллă тусĕсем, хăйсене юратса пăхнине тата кăмăлпа вĕрентсе пынине яланах ăнланнă. Борис Сергеевич вĕсене пысăк тимлĕх уйăрнă, аманса суранланнă чĕрчунсене пулăшма яланах хатĕр пулнă. Служба вăхăтĕнче ентеш хăйне хастар кăтартать, округра ирттернĕ спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнать. Çар ĕçĕнчи пысăк çитĕнĕвĕсемшĕн грамотăсемпе Тав хучĕсене тивĕçет. Паттăрлăхпа хастарлăхĕшĕн Борис Сергеевич Васильев аслă сержанта каярахпа старшина званине параççĕ. Иккĕмĕш степень «Погранçарсен отличникĕ», «Совет Армийĕн отличникĕ» тата ытти наградăсемпе те чыслаççĕ.

Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă çамрăк тăван киле 1973 çулхи июньте таврăнать. Чукоткăри илемлĕ вырăнсемшĕн тунсăхласа, чун туртнипе унччен ĕçленĕ вырăна çитет. Кунтах çемье çавăрать, Уссурийск хулинче аслă пĕлÿ илет. Мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса ÿстереççĕ.

Борис Сергеевич бригадăри ветеринари врачĕнчен пуçласа совхоз директорне çитет. Ăна облаçри министерствăна та куçма сĕнеççĕ, анчах килĕшмест, хăйĕн юратнă ĕçĕнчех тăрăшать.

Çурçĕрте 45 çул чунне парса ĕçленĕ хыççăн вăл тăван ялне таврăннă. Ашшĕ-амăшĕн килне çĕнетсе юсанă, хуçалăха ура çине çирĕп тăратнă. Чăваш енрен нумай çул аякра пурăннă пулин те, тăван чĕлхепе ун пек таса калаçакан сахал – итленĕçемĕн итлес килет. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕпе, Вера Геннадьевнăпа, хуçалăха çирĕп тытса пыраççĕ, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ. Борис Сергеевич – çав тери уçă кăмăллă та хастар çын, нихăçан ахаль лармасть. Сад ĕрчетет, кайăк-кĕшĕк усрать, пыл хурчĕсемпе тăрмашать. Ăна Кайри Тукай ялĕнчи Ветерансен канашне ертсе пыма шаннă. Çавăн пекех районти Офицерсен Союзĕн канашĕнче вăй хурать. Çамрăксемпе нумай ĕçлет, шкулсенче Паттăрлăх урокĕсем ирттерет. Районта, республикăра ирттерекен мероприятисене активлă хутшăнать.

Борис Сергеевич хăй вăхăтĕнче нумай çул тĕрлĕ шайри депутата суйланнă, «Ударник 9, 10, 11 пятилетки коммунистического труда» паллăсене, çавăн пекех «Лучший специалист сельского хозяйства Магаданской области» хисеплĕ ята, «Участник ВДНХ СССР (1982) за высокие производственные показатели в с/х» диплома илме тивĕçнĕ. Унăн Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем тата ытти наградăсем чылай

Г.НИКОЛАЕВ,

отставкăри подполковник.



Районная газета«Çĕнтерÿ çулĕ»
26 мая 2021
08:37
Поделиться