Çĕр çыннин ĕçĕ чыслă та хисеплĕ

Çанталăк условийĕсене кура кăçалхи ака-суха ĕçĕсем кăшт каярах иртрĕç пулин те аграрисем вĕсене яланхиллех пысăк яваплăхпа пурнăçларĕç. Çавна май чăвашсен йăлипе Акатуйне савăнăçлă кăмăлпа пухăнма сăлтав пулчĕ.

Анчах та чару мерисен вăхăтĕнче уява халăха массăллă пухмарĕç. Чыслав районти культура çурчĕн сцени çинче иртрĕ.

Паркра Вăрнар тăрăхĕн культура ĕçченĕсем Акатуйне килекенсене юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç. Районти историпе краеведени музейĕ пуçарнипе хăнасем сÿсрен, тутлă шăршăллă курăксенчен тĕрлĕ чĕрчун кÿлеписем, пуканесем ăсталассипе мастер-классене хутшăнчĕç, чăвашсен алăсталăхне мухтакан куравсене пăхрĕç: тĕрлĕ япаласем, управçă-пуканесем, туй хатĕрĕсем, ыттисем вырăн тупнă унта.

Культура çурчĕ умĕнче те чăваш юрри-кĕвви янăрарĕ. Çĕрпелти «Янгурчей» ушкăн сумлă хăнасене çавра çăкăрпа техĕмлĕ сăра астивме сĕнчĕ, ташă çаврине чĕнчĕ.

Залра вара пысăк экранпа ял хуçалăхĕнче тăрăшакансен ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă кадрсем улшăнса пычĕç. Пĕрлехи хор вĕсен ĕçне мухтаса «Алран кайми аки-сухи» юрра шăрантарчĕ, унтан Вăрнар район гимнне янăратрĕ.

«Вăрнар тăрăхĕнче ĕçчен те маттур çынсем пурăнаççĕ, вĕсен тăрăшулăхне пула район çултан-çул çĕкленсе пырать», – терĕ чăн чăвашла район пуçлăхĕ Владимир Яковлев.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов çĕр çыннин ĕçĕ хисеплине палăртрĕ, ял хуçалăх таварĕсене туса илессин калăпăшĕ ÿссе пынине каларĕ. Кăçал ака лаптăкĕ пĕтĕмпе 31181 гектар йышăнать. Иртнĕ çулхинчен 939,1 га ытларах. Нумаях пулмасть иртнĕ тĕрĕслев çĕр ĕçĕн пысăк культурине тытса пыракансене палăртнă. Çĕнтерÿçĕсене – «Санары» агрофирма (ертÿçи – Андрей Петров), К.Маркс ячĕллĕ (ертÿçи – Валерий Шумилов), «Янгорчино» (ертÿçи – Геннадий Романов) хуçалăхсене – Акатуй сцени çинче дипломсемпе чысларĕç.

Вăрнарсене уявпа çавăн пекех «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников, республикăри регбол федерацийĕн президенчĕ Роман Алексеев саламларĕç, ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсене пĕрлешсе ĕçленĕшĕн парнесемпе чысларĕç. Красноармейски район администрацийĕн юридици службин пуçлăхĕ Леонид Артемьев, вăрнарсем патне салам çитернĕ май, вĕсенчен пур енлĕн вĕренмеллине палăртрĕ.

Çак кун çĕр ĕçченĕсене çеç мар, ытти отрасльте кăтартуллă тимлекенсене те мухтав хумĕсем çинче çĕклерĕç. Палăртма питех те кăмăллă, пичет ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн пирĕн ĕçтешсем – «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕн виçĕ сотрудникĕ – Акатуй сцени çине хăпарма тивĕçрĕç. Ирина Яковлева редактора «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илнĕ ятпа саламларĕç. Компьютер наборĕн операторĕ Инга Свечкина Раççей Федерацийĕн Цифра аталанăвĕн, çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерстви Хисеп грамотине, Руслан Волков водитель асăннă министерствăн Тавне тивĕçрĕç.

Агропромышленность комплексне аталантарассине тÿпе хывнăшăн чыс-сума тивĕçнисем чылаййăн.

К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн ĕнесене машинăпа сăвакан операторĕ Галина Никифорова «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята илчĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин грамотипе наградăланисем: Ирина Алексеева – выльăх-чĕрлĕх комплексĕн скотникĕ, Галина Шулаева – сысна комплексĕн тĕп зоотехникĕ («Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АО), Алина Кириллова – кăлпасси цехĕн, Оксана Петрова – обвалка цехĕн ĕçченĕсем («Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ТМЯО), Илья Петров – водитель («Мураты»), Андрей Скворцов – тĕп агроном («Агрохмель»), Леонид Христанов – водитель (К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх). Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине Вăрнарти аш-какай комбиначĕн механизаторĕ Алексей Тинюков тивĕçрĕ.

Район администрацийĕн Хисеп грамотине илекенсем: Рева Григорьев – «Победа» хуçалăх тракторисчĕ, Валерьян Журавлев – Вăрнарти аш-какай комбиначĕн сысна комплексĕн водителĕ. Тавне тивĕçнисем: Вăрнарти аш-какай комбиначĕн выльăх-чĕрлĕх комплексĕн столовăй заведующийĕ Вера Алексеева, Кăмашри ветлечебница ертÿçи Елизавета Григорьева, Валентин Павлов фермер хуçалăхĕн тракторисчĕ Василий Зайцев, «Янгорчино» хуçалăх доярки Таисия Иванова тата Валерий Николаев тракторист, «Знамя» хуçалăхăн телятници Маргарита Казакова, «Броневик» хуçалăхăн тракторисчĕ Сергей Куммин, «Санары» агрофирма сварщикĕ Николай Михайлов, К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн тракторисчĕ Сергей Петров, «Мураты» хуçалăхăн рабочийĕ Алина Петрова, «Агрохмель» ТМЯО-н тĕп бухгалтерĕ Светлана Салдакеева.

Потребкоопераци тытăмĕнче тимлекенсем те район экономикине пысăк тÿпе хываççĕ. Калинино райпо Канашĕн председателĕн Венера Николаеван пухăннисене наци уявĕпе саламланипе пĕрлех сумлă миссие те пурнăçлама тÿр килчĕ. Вăл хăйĕн ĕçтешĕсене – «Норусово» ТМЯО-н буфетчикне Марина Баданована, Лариса Иванова повара тата Надежда Федорова кондитера – Чăвашпотребсоюз Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Акатуй Раççей кунĕпе пĕр килчĕ, çавăнпа та çак мухтавлă уяв ячĕпе те саламсем янăрарĕç. Районти культура ĕçченĕсем паллă кунсемпе çыхăнтарса пухăннисене илемлĕ номерсем парнелерĕç.



Районная газета«Çĕнтерÿ çулĕ»
16 июня 2021
08:38
Поделиться