Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сенаж, утă хатĕрлеççĕ

Çанталăк уяр тăрать. Хĕл каçмалăх выльăх апачĕ хатĕрлеме аван. Ял хуçалăх организацийĕсен уй-хирĕнче те, килти хушма хуçалăхсен анкартийĕсенче те кунĕпех техника кĕрлевĕ илтĕнет. Тăрăшсах утă, сенаж хатĕрлеççĕ.

Нумай çул ÿсекен курăксен уйĕсенче трактор-комбайн самантлăха та чарăнмасть тейĕн. Ара, хресчен çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курасшăн. Сар хĕвелĕ хăйĕн шевлисене хĕрхенмесĕр çĕр çине сапаланă чух симĕс ĕççи те сарăлсах пырать.

Кăçал аграрисен утă 7680 тонна, сенаж 27264 тонна хатĕрлемелле. «Паянхи кун тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене 3092 гектар çулнă. Ку кăтарту пĕлтĕрхинчен виçĕ хут нумайрах», – пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Мураткин.

Каласа хăвармалла, хальхи вăхăтра хуçалăхсенче ытларах утă хатĕрлессипе тăрăшаççĕ. Çак апата 4500 тонна таранах янтăлама ĕлкĕрнĕ. Пĕлтĕр ку тапхăрта 1200 тонна утă хывнăччĕ. Ытларах рулон хатĕрлеççĕ. Ял çыннисем те ку тĕлĕшпе пуçаруллă. Хушма хуçалăх тытакансен анкартийĕсенче утă рулонĕсене аякранах асăрхатăн. Хастар ял çынни ытлă-çитлĕ апат хывса ĕне выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстерме тăрăшать.

Икĕ ял хуçалăх предприятийĕнче сенаж хатĕрлеççĕ. Карл Маркс ячĕллĕ тата «Хорнзор» кооперативсенче сĕтеклĕ апата янтăлассипе тĕллевлĕ тимлеççĕ.

Аграрисем нумай çул ÿсекен курăксене вăрлăх валли те çитĕнтереççĕ. Çавăн пекех кĕтÿ çÿретме уйăрнă лаптăксем те пур. Симĕс курăка выльăх-чĕрлĕхе çитермешкĕн те çулаççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.



: Автономное учреждение Чувашской Республики «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ»
23 июня 2021
12:44
Поделиться