Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хисеплĕ çын, шанчăклă юлташ

Сывлăш-десант çарĕсем – çĕршывăн Хĕçпăшаллă Вăйĕсен мăнаçлă пайĕ. Вĕсем тăшмана сывлăшалла çавăрса илес тата унăн пысăк хĕçпăшал управленине пăсас, çĕр çинчи элементсене туртса илес тата аркатас задачăсене пурнăçлаççĕ. Çавăн пекех çар тĕллевĕсем шутне резервсене хускатасси, тылпа коммуникацисен ĕçне пăсасси, уйрăм çулсемпе уçă флангсене, блоксене тата сывлăшри десантсене хÿтĕлесси те кĕреççĕ.

Кашни çулах августăн 2-мĕшĕнче Раççейре Сывлăш-десант çарĕсен кунне паллă тăваççĕ. Ăна çĕршыв Президенчĕ 2006 çулхи май уйăхĕн 31-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсен професси уявĕсене тата астăвăм кунĕсене йĕркелесси çинчен» указĕпе çирĕплетнĕ.

Çак сумлă кун умĕн Çĕрпел тăрăхĕнчи хисеплĕ çын, сывлăш-десант службинче чыслăн тăнă Валерий Михайлович Кириллов пирки каласа парас килет. Вăл 1936 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче Çĕрпел ялĕнче çуралнă. Пурнăç тути-масине пĕчĕкренех астивнĕ. Вăрçă ачисем, чăнах та, пайтах нуша курнă. Çемьере пиллĕкĕн çитĕннĕ вĕсем% тăватă ывăлпа пĕр хĕр. Ашшĕпе амăшĕ – Михаил Кирилловичпа Татьяна Анисимовна – пилĕк ачине те аслă пĕлÿ пама пултарнă. Валерий – çемьере чи асли. Тăван шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче професси пĕлĕвĕ илнĕ. Хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă.

1957 çулхи июньте каччăна çара илеççĕ. Тăван çĕршыва сыхлама вăл сывлăш-десант çарĕсене лекет. Карантин хыççăн Кировоград хулинчи вĕренÿ центрĕнче радиотелеграфистсен курсне пĕтерет. Отделени командирĕ В.Кириллов 93684-мĕш çар чаçĕнче виçĕ çул хушшинче тĕрлĕ вĕренÿсенче 50 ытла хутчен парашютпа сикнĕ. Çав шутран вăтăрăшне – радиотелеграфпа. Служба çăмăл иртмен, уйрăмах каçсерен час-часах тревогăсем пулнă. Вăл пĕрремĕш класлă специалиста çитнĕ, Тав çырăвĕсем те чылай. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă Валерий Кириллов 1960 çулхи июльте тăван яла таврăннă.

Аслă пĕлÿллĕ специалист пулас ĕмĕт Валерий Михайловича Хусана илсе çитерет, ветеринари институтне вĕренме кĕрет. Диплома алла илсен Çĕрпелте выльăх тухтăрĕнче ĕçлеме пуçлать. Пултаруллă каччă ялти вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен çамрăк учительницăпа, Анастасия Кирилловнăпа, паллашать. Вĕсем çемье çавăраççĕ. Пĕр-пĕрне килĕштерсе, ăнланса пурнăç çулĕпе тикĕссĕн утаççĕ, пилĕк ача пăхса çитĕнтереççĕ. Ачисем – аслă пĕлÿллĕ специалистсем, пурте çемьеллĕ, хисеплĕ çынсем. Ывăлĕ Валерий, сăмахран, Чечня вăрçи витĕр тухнă.

Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Валерий Михайлович тĕп ветеринари врачĕнче вăй хунă. Çав вăхăтрах партком секретарĕнче те, профком председателĕнче те тăрăшнă. Ял-йышра, коллективра яланах ят-сумра пулнă, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ял халăхне пулăшма васканă.

Валерий Михайлович ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн, нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тимленĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» ята, тĕрлĕ медальсене, грамотăсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Анастасия Кирилловнăпа Валерий Михайлович пĕрлешнĕренпе çур ĕмĕр иртрĕ. Çак тапхăрта вĕсем хура-шурне те пайтах курнă, телей-савăнăçне те пĕрле пайланă. Валерий Михайлович ывăлĕ-хĕрĕсем, тăванĕсем, ял-йыш умĕнче яланах хисепре, пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Мăшăрĕшĕн – тĕрек, ачисемшĕн – çав тери пархатарлă атте, мăнукĕсемшĕн – юратнă асатте-кукаçи, хурăнташĕсемшĕн – хисеплĕ тăван, кÿршĕ-аршăсемшĕн – ырă пускил, ял-йышшăн – хисеплĕ çын.

Н.ВАСИЛЬЕВ,

запасри офицер.



РЕДАКЦИЯ ВУРНАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ПУТЬ ПОБЕДЫ»
31 июля 2021
13:04
Поделиться