Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Мĕн кирли йăлтах пур – паха опыт, ăсталăх тата яваплăх

Раççей чукун çулĕсем Тăван çĕршыв экономикинче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Ахальтен мар вĕсене «патшалăхăн транспорт артерийĕ» теççĕ. Чукун çулсем регионсене, тĕрлĕ çĕршывсене, ял-хуласене çыхăнтараççĕ.

«Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă обществин филиалĕсенчен пĕри – Чулхула чукун çулĕ. Вăл Чулхула, Владимир, Мускав, Киров, Ульяновск, Рязань облаçĕсем, Мордва, Удмурт, Тутарстан, Марий Эл, Чăваш Республикисем урлă иртет.

– Чукун çул отраслĕ аталансах пырать. Станцисем, куçса çÿрекен составсем çĕнелеççĕ. Кунта тăрăшакансем умри тĕллевсене пурнăçлас тесе кирек мĕнле çанталăкра та ырми-канми тăрăшаççĕ, пассажирсене, грузсене шанчăклă илсе çÿреме пулăшаççĕ, хăрушсăрлăхпа тивĕçтереççĕ, – терĕ Вăрнарти чукун çул станцийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Алексеев. – Районти аграрлă предприятисем, «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕ хăйсен продукцине чукун çул транспорчĕпе тăтăшах ăсатаççĕ.

Ку ĕçре тĕрлĕ профессири çынсем – энергетиксем, связистсем, рабочисем, станцири дежурнăйсем, мастерсем тата ыттисем – тимлеççĕ. Чукун çул çинче тăрăшакан рабочисем пирки уйрăммăн каласа хăварас килет. Вĕсем иксĕлми хастарлăхпа палăраççĕ. Сивĕ çумăр çăвать-и, çил-тăман алхасать-и, хĕвел хĕртсе пăхать-и – ĕçченсем хăйсен тивĕçне ирĕн-каçăн чыслăн пурнăçлаççĕ. Каялла пĕр утăм та чакма юрамасть, Поездсем киличчен чукун çул çинчи кăлтăксене хăвăртрах пĕтермелле. Унсăрăн инкек сиксе тухма пултарать.

– Эпир Чулхула чукун çулĕн структура уйрăмне – Сергачри çул дистанцие ( ПЧ-17) пăхăнатпăр. Асăрхаса-юсаса тăмалли территори Канашран тытăнса Çĕмĕрле тăрăхне çитичченех тăсăлать. Унăн тăршшĕ 65,5 çухрăм ытла, – çирĕплетрĕ Виталий Николаев, участок пуçлăхĕнче тăрăшаканскер.

Пĕтĕмпе çак коллективра 80 çын вăй хурать. Калас пулать, çийĕнсе пĕтнĕ 800 метр тăршшĕ рельса рабочисем икĕ-виçĕ сехет хушшинче татса çĕннипе ылмаштараççĕ. Палăртмалла, сывлăш температури 35 градус таран ăшăннă чухне рельс 65 градуса çити хĕрсе каять. Чукун çул çинче пилĕк авакансен мĕн тери чăтăмлă, çирĕп пулмалла! Хăш вырăнта юсав кирлине ятарлă техника палăртать. Рабочисем çумкурăка им-çам сапса пĕтерессипе те хастар кĕрешеççĕ. Чулхулари пуçлăхсем вăрнарсен ĕçĕпе кăмăллă.

– Чăвашсем маттур çынсем. Мĕн хушнă – çавна тÿрех пурнăçланă. Ĕçре питĕ яваплă, – тенĕ иккен вĕсем.

Виталий Николаев – коллективра хисепре. Унăн ĕç стажĕ пысăк. Виталий Васильевич чукун çул çинче 1990 çултанпа тăрăшать. Карьера тăвассишĕн çунман пулин те ĕç картлашкипе ÿссе пынă. Чи малтанах рабочире вăй хунă, бригадирта, мастерта тăрăшнă. Ĕçленĕ хушăрах Улатăрти чукун çул техникумĕнчен куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. Ертÿлĕх Виталий Васильевич тÿрĕ кăмăлпа тимленине кура кĕçех ăна участок пуçлăхне лартнă. Ку яваплă должноçре чылай çул тăрăшать. Виталий Николаевăн наградăсем чылай. Вăл 2007 çулта «Чулхула чукун çулĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Ăна «Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă обществин ятарлă парнипе те – ята кăтартнă сехетпе – чысланă. Участок пуçлăхĕн Хисеп хучĕсем те сахал мар. Виталий Николаев обществăлла ĕçсенче хастар, ăна депутатсен районти Пухăвĕн депутатне те суйланă.

Чукун çул çинче тăрăшакансен профессийĕ йывăр, çавăнпа та вĕсене тивĕçлĕ канăва маларах кăлараççĕ.

Станци дежурнăйĕсем пирки те ырă сăмахсем кăна каламалла. Валентина Никифорова, Вероника Игнатьева, Мария Романова, Анастасия Яковлева шанса панă ĕçе яланах тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Поездсен çÿревĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтереççĕ. Анастасия Яковлева чукун çул çинче пĕлтĕр тăрăшма пуçланă. Ăна ĕçтешĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсен опычĕ те, ăсталăхĕ те çителĕклĕ. Чылайăшĕ чукун çул ĕçченĕсен династине малалла тăсать. Хăйсен ĕмĕрне çак отрасльпе çыхăнтарнă тăванĕсен ятне çÿлте тытать.

Чукун çул ĕçченĕсем çынсемпе питĕ кăмăллăн калаçаççĕ. Тепĕр чухне вара вĕсен çирĕпрех пуплесси те пулать. Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе перрон çинче уçăлса çÿренине мĕнле ăнланмалла-ха? Çитĕннисем çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парас пирки пачах шутламаççĕ. Тата хăшпĕр çынсем, эрех-сăра ĕçнисем, рельс çине тухса лараççĕ. Вара дежурнăйсем пĕлтернипе машинистсен поездсене хăвăртрах чарма тивет.

– Чукун çул çинче асăрхануллă пулмаллине яланах асра тытмалла, – çирĕплетрĕ Валентина Никифорова.

Станци пуçлăхĕ Дмитрий Алексеев каланă тăрăх, çамрăк ăру çул çинчи хăрушсăрлăх правилисене уятăр тесе шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлессине тимлĕхрех тытаççĕ. Ачасемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ, вĕсене тĕрлĕ конкурссене явăçтараççĕ.

Елена ПОРФИРЬЕВА.



РЕДАКЦИЯ ВУРНАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ «ПУТЬ ПОБЕДЫ»
31 июля 2021
13:03
Поделиться