Аннесене саламлареç
Аннесене ывăл-хĕрĕнчен ăшă сăмах илтме уйрăмах кăмăллă. Акă, иртне эрнекун Вăрнарти 4-мĕш номерлĕ "Березка" ача садĕнчи кĕçĕн тата вăтам ушкăнри ачасем Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ тĕлне юратнă амăшĕсене пĕчĕк уява чĕнчĕç, вĕсен ячĕпе çепĕç каларĕç, сăвă-юрăпа саламларĕç, ташларĕç. Н. Васильева воспитатель, уява çỹллĕ шайра ертсе пычĕ. Çак кун уява ачасен юмахсенчи юратнă тусĕсем Карлсонпа Упа-утаман та килсе çитрĕç, вăйăсем выляттарса пула уфва кĕске вăхăтра хатĕрлеме тивнĕ пулин те ачасем сăвă-юрăсене тăрăшсах вĕреннĕ.