Конференцире çĕнтернĕ
Мартăн 19-мĕшĕнче Шупушкарта ачасемпе çамрăксен туризмпа краеведени тата экологи республика центрĕнче Чăваш республикинчи вĕренекенсен туризмпа краеведени юхăмне хутшăнакансен конференцийĕ иртрĕ. Унта 50 ытла вĕренекен хăйсен ĕçĕсене хỹтĕлерĕç. Вăрнарти лицейра 11-мĕш класра пĕлỹ пухакан Таня Федорова «Письма с фронта» ятлă ĕçĕпе «Жить - Родине служить» номинацире пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Таньăна пулăшса пыракан наука ертỹçи - Вăрнарти 2-мĕш шкулта тата лицейра тимлекен Тамара Алексеева.
Çавăн пекех, «Этнографи» номинацире Вăрнарти пĕрремĕш шкулта вĕренекен, ачасен пултарулăх çуртĕнчи краеведсен кружокне çỹрекен Тимурпа Индира Шариповсем тата лицей вĕренекенĕ Светлана Волкова тăваттăмĕш вырăн йышăнса хавхалантармалли грамотăсене, парнесене тивĕçрĕç. Алена Дмитриевапа Инна Андреевана тата Люда Синдячкинана конференцие хутшăнни çинчен свидетельство панă.