Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Тырă акаççĕ, çĕрулми лартаççĕ

Çанталăкĕ те çĕр çыннин нушине ăнланать тейĕн. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче сивĕ, çумăрлă кунсем çуракине сахал мар чарса тăчĕç. Юлашки вăхăтра уяртса ячĕ, ăшăтрĕ. Тавралăх кунран кун улшăнса пырать, симĕс тум тăхăнать. Çурхи уй-хир ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. Майăн 12-мĕшне тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 6798 гектар, е пĕтĕм лаптăкăн 54,1 проценчĕ çинче, акнă. Уйрăмах «Абызово», «Искра», «Гвардеец», «Победа», «Янгорчино», «Хорнзор» хуçалăхсем, аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕ маттур пулнă. Вĕсенче çуртрисене акса пĕтернĕ. Çав хушăрах «Маяк», «Янишево», «Урожайная нива» хуçалăхсенче çуракине тытăнман та. Ытти хăшпĕр хуçалăхсенче те ака хăвăртлăхĕ районăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Çанталăк лайăх тăнипе усă курса уйрăм хуçалăхсенче çĕрулми лартма тытăннă. Районĕпе «иккĕмĕш çăкăра» 208 гектар, çав шутра аçăмçырмисем 30, юнтапасем 3, хирпуçсем 10, çавалкассем 15, çĕрпелсем 10, хурăнсурсем 65, санарпуçсем 40, ершепуçсем 35 гектар лартнă. Кăçал çĕрулмине пурĕ 1368 гектар çитĕнтерме палăртнă. Ытти уй-хир ĕçĕсен хăвăртлăхĕ те ÿснĕ. 126 гектар выльăх кăшманĕ, 62 гектар сахăр кăшманĕ акнă. Çĕртме тунă уйсене 6863 гектар (65,1 процент) культивациленĕ. Эрне каялла 2165 гектар пулнă. Нÿрĕк тытса юлас тĕллевпе çĕртме пуссисене 8595 гектар сÿреленĕ.


13 мая 2003
00:00
Поделиться
;