Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Вăрнарсем малта пыраççĕ

Эмел курăкĕсем çынсене тĕрлĕрен чирсенчен, çав шутра йывăррисенчен те, хăтараççĕ, организм çине хими меслечĕпе хатĕрленĕ прпаратсем пекех сиен кÿмеççĕ, фамацевтика прмышленноçĕ Валли паха чĕртавар пулса тăраççĕ. Вăрнар райповĕ кăçал 21 тонна эмел курăкĕ пуçтарса типĕтнĕ. План 17 тонна пулнă. Сакăр уйăх кăтартăвĕсем тăрăх вăрнарсем республикăра пĕрремĕш вырăна тухнă, пĕлтĕр малта пынă элĕксене иккĕмĕш вырăна хăварнă. Уйрăмах вĕлтĕрен, ама хупаххи, хурăн çулçи, армути, шĕпĕн курăкĕ, хупах тымарĕ нумай типĕтнĕ. Эмел курăкĕ хатĕрлессипе Тимĕрçкассинчи, Кив Сăръелĕнчи, Кмв Шуртанти, Кĕпĕрле Кÿлхĕрринчи, Уравăшри, Кÿстÿмĕрти куллен кирлĕ таарсен магазинĕсем, Вăрнарти хатĕрлев участокĕ лайăх ĕçленĕ. Çак ĕç малалла пырать.


14 мая 2003
00:00
Поделиться
;