Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Сывă пурнăç йĕркишĕн

Ярмушка тăрăхĕнче сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси, тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Нумаях пулмасть Пуканкассинче пурăнакансем çăмăл атлетика кросне ирттернĕ. Дистанцие 50 çынна яхăн тухнă. Кросменсен йышĕнче çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан Н.Федоров та пулнă. Николай Павлович - бокс енĕпе спорт мастерĕ, тĕнчипе паллă «Динамо» обществăн штаб-хваттерĕнче ĕçлет. Кашни çулах вăл тăван яла Мускавран килет, кроса хутшăнать. Николай Павлович ентешĕсем пирки манмасть. Спорт мероприятийĕсем ирттерме тăтăшах спонсорла пулăшу парать. Хальхинче кроса тухнисенчен чи çамрăкки 10 çулта, чи асли 53 çулта пулнă. Вĕсене тата ăмăртура мала тухнисене парнесемпе хавхалантарнă.


19 мая 2003
00:00
Поделиться
;