Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çемье пысăк витĕм кÿрет

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх кашни вуннăмĕш преступление çул çитмен çамрăксем тăваççĕ. Пирĕн районта та ку енĕпе лару-тăру япăхрах. Ашшĕ-амăшĕ пăхман ачасем йĕркене пăсас хăрушлăх пушшех пысăк. Çивĕч ыйтăва ку тĕлĕшпе ĕçлекен учрежденисенче, ведомствăсенче темиçе хутчен те сÿтсе явнă. Кашнинчех çамрăксене воспитани парассипе ашшĕ-амăшĕ тимлĕ пулмаллине, çемьери хутшăнусем вĕсем çине пысăк витĕм кÿнине палăртатпăр. Çитменнине тата чылай çемьере эрехпе иртĕхесси пуçпулса тăрать. Ашшĕ-амăшĕсен ачисемпе ним пытармасăр, чуна уçса калаçма, вĕсене хумхантаракан ыйтусемпе интересленме, йывăрлăхра пулăшма вăхăчĕ те, кăмăлĕ те çук. Пĕтĕмпех шкул çине шанаççĕ вĕсем. Паянхи куна ăнăçлă мар çемьесем официаллă кăтартусенчен чылай ытларах. Районта вĕсен шутне тĕрĕс палăртас тата вĕсене тĕрĕслесе тăрас тĕллевпе ятарлă ушкăн йĕркеленĕ. Ун йышĕнче - район прокурорĕн помощникĕ, шалти ĕçсен районти пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен уйрăмĕн тата район администраци çумĕнчи комиссин, опека тата попечительство органĕсен представителĕсем. Ку ушкăн март-апрель уйăхĕсенче Упнер, Вăрманкас, Санарпуç, Çăлкас Кăкшăм, Мăн Турхан ял администрацийĕсенче пулнă, ăнăçлă мар çемьесенчи ашшĕ-амăшĕпе, ачисемпе калаçнă, пурăнмалли условисемпе паллашнă. Пĕтĕмĕшле картина çапла: кунашкал çемьесенче ашшĕ-амăшĕ ниçта та ĕçлемеççĕ е пенсире, час-часах эрехпе «туслашаççĕ», чылайăшĕнче ача пособине ĕçсе яраççĕ. Хăшĕ-пĕрисен çимелли пачах çук, хуçалăхĕ юхăннă. Ачасем чирлесе тăтăшах уроксене сиктерни, пĕрремĕшĕнчен, япăх апатланнипе тата килти лару-тăрупа* иккĕмĕшĕнчен - ашшĕ-амăшĕ воспитани парасси, вĕрентесси, пăхса-асăрхаса тăрасси çине алă сулнипе çыхăннă. Ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕсенчен пăрăнакансем пирки административлă ĕçсем пуçарнă, вĕсене район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен тата вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссинче пăхса тухаççĕ, айăплисене явап тыттараççĕ.


24 мая 2003
00:00
Поделиться
;