Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хуçалăх панкрута тухрĕ. Кам айăплă?

Тăхăрвуннăмĕш çулсенче экономикăра пуçланнă реформăсем ялхуçалăх предприятийĕсемшĕн пысăк экзамен пулса тăчĕç. Малтан та ура çинче çирĕп тăнă, ялхуçалăх продукчĕсем нумай туса илсе тупăшлă ĕçленĕ хуçалăхсем аптăрамарĕç. Вĕсем выльăх йышне сыхласа хăварма пултарчĕç, уй-хирсен тухăçне чакармарĕç. Паллах, вăйлă хуçалăхсен те йывăрлăхсем сахал мар. Техника, çунтармалли-сĕрмелли япаласен хакĕ ÿссех пырать, налуксем те нумай тÿлемелле. Çав хушăрах аш-какая, тырпула - хресченĕн ĕлĕк-авалтан пурнăç никĕсĕ пулнă продукцие - питех те пĕчĕк хакпа туянаççĕ. Апла пулин те ку хуçалăхсем, ун пеккисем вара районта сахал мар, çултан çул тупăшлă ĕçлесе пыраççĕ, малалла аталанаççĕ. Çак шута «Янгорчино», «Хорнзор», «Искра», «Броневик», Карл Маркс ячĕллĕ, «Гвардеец»,«Юнтапа», «Победа», Коротков ячĕллĕ тата ытти хăшпĕр ялхуçалăх предприятийĕсене кĕртме пулать. Хуçалăхри ăнăçу пуринчен малтан пуçлăхран, вăл производствăна лайăх пĕлнинчен, малашлăха курса, туйса тăнинчен, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсене ĕçлеттерме, çав вăхăтрах çирĕп ыйтма та пултарнинчен нумай килет. Шăпах çак пахалăхсемпе палăрса тăраççĕ çÿлерех асăннă хуçалăхсен пуçлăхĕсем Геннадий Васильевич Романов, Федор Григорьевич Кузьмин, Николай Владимирович Аливанов, Игорь Иосифович Орлов, Валерий Филиппович Шумилов, Валентин Геннадьевич Тимофеев, Владимир Иванович Рыбаков, Алевтина Петровна Семенова, Михаил Алексеевич Гончаров. Çав хушăрах продукци туса илессине ÿстерессишĕн хыпăнман, ытларах патшалăх пулăшăвĕ çине шанса пурăннă хуçалăхсем пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕç. Ара, малтан вĕсем нимĕн çинчен те шутламасăр пурăннă. Парăмсене йăлтах каçарса пынă, «списать» тунă, техникăпа, çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе, минераллă удобренисемпе, ытти пурлăхпа малта пыракансемпе танах тивĕçтернĕ, ĕçшĕн тÿлеме те укçа ярса панă. Халĕ апла мар. Йăлтах хăвăн ĕçлесе илмелле. Тупăш пулмасан, тăкаклă ĕçлесен йăпăртах панкрута тухатăн. Шăпах çапла пулса тухрĕ те Мичурин ячĕллĕ ялхуçалăх производство кооперативĕпе. Фермăсенче выльăх йышĕ çулран çул чакса пычĕ, уй-хир продукчĕсем туса илни тупăш пама пăрахрĕ. Парăмсем вăхăт иртнĕ май ÿссе çăмхаланса пычĕç, çынсем çулталăкĕ-çулталăкĕпе ĕçукçи илсе кураймарĕç. Лару-тăру лайăх енне улшăнманнине, вăхăт иртнĕ май пушшех те япăхса пынине кура юлашкинчен хуçалăха панкрута кăларчĕç. Мĕнпур пурлăха парăмсене татма сутса ячĕç. Çапла хăй вăхăтĕнче малтисен ретĕнче пулнă хуçалăх саланса кайрĕ. Халĕ кунта вунултă фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Юлашки çулсенче пуçлăхсем çине çинех улшăнса тăни те сахал мар витĕм кÿнĕ хуçалăх саланса каясси çине. Кун пек чухне никам та малашлăх пирки шухăшламасть, ĕçе лайăхрах йĕркелесе ярассишĕн хыпăнмасть, кун килтĕр те çĕр ирттĕр текен шухăшпа пурăнать. Астăватăп-ха, иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулĕсенче хуçалăха Александр Иванович Грибов ертсе пычĕ. Çав çулсенче ялхуçалăх культурисен тухăçĕ икĕ хут, кашни ĕнерен сĕт сăвасси виçĕ-тăватă хут ÿсрĕ. Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоз районта малтисен ретне тухрĕ. Анчах та йывăр чире пула Александр Иванович вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Енчен те юлашки çулсенче хуçалăх тилхепине А.И.Грибов е çÿлерех асăннă хуçалăхсен пуçлăхĕсем пек çын тытса пынă пулсан, шансах тăратăп, ялхуçалăх предприятийĕ саланса каймастчĕ. Районта пăртассем пек тăкаклă ĕçлекен хуçалăхсем татах та пулнă. «Малояушский», «Ленинец», «Вурнарский», «Мир», «Звезда» тата ытти хăшпĕр хуçалăхсем, акă, çав çулсенче продукци туса илессипе аялтан аяла анса пычĕç. Мера йышăнмасан çак хуçалăхсем те панкрута тухма пултарнă. Вĕсене Мичурин ячĕллĕ ялхуçалăх предприятийĕ пек пĕтме парас мар тесе район администрацийĕ, ялхуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕ хуçалăхсене тепĕр хут тупăшлă ĕçлеме тытăнса ура çине çĕкленме пулăшакан çул-йĕре шырама пикеннĕ. Юлашкинчен вăйсăрланса юлнă хуçалăхсем вырăнне агрофирмăсем йĕркелеме йышăннă. Çакă тĕрĕс пулнине «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» уçă акционер обществин хушма хуçалăхĕн тĕслĕхĕ питĕ аван çирĕплетет. Халĕ предприяти продукци туса кăларма хăйне валли хăех сыснасем çитĕнтерет, вĕсене хăйĕн уйĕсенче туса илнĕ апатпа тăрантарса усрать. Лайăх çулсенче 10 пин таран сысна усранă «Колос» комплекс аш-какай комбиначĕ хăйĕн хÿттине иличчен тăнчах пĕтсе ларас вĕçне çитнĕ, выльăх йышĕ те 200 пуçа яхăн кăна тăрса юлнă. «Малояушский» хуçалăх та панкрута тухма кандидат пулнă. Фермăра пĕр выльăх та юлман, вуншар гектар сухаланмасăр выртнă. Халĕ хушма хуçалăхăн 1741 гектар çĕр (кунта «Малояушскийсĕр» пуçне «Урожайная нива», «Янсарино» хуçалăхсен çĕрĕсем те кĕреççĕ), комплексра апрелĕн 1-мĕшне выльăх йышĕ 4175 пуç пулнă. Пĕлтĕр кĕлет виçипе кашни гектартан 29,9 центнер тĕштырă туса илнĕ. Кăçал тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 1279 гектар акса хăварнă. Кĕр тыррисем 345 гектар йышăнаççĕ. Кăçал çавăн пекех 68 гектар çĕрулми çитĕнтереççĕ. Аш-какай комбиначĕ тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене районта пуринчен малтан акса хăварнă хуçалăхсенчен пĕри. Çулталăк пуçланнăранпа, тăватă уйăхра, районта чи нумай, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 80,7 центнер, аш туса илнĕ. Аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕпе пĕр вăхăталлах чăмăртаннă «Санар» агрофирма», «Родник» агрофирма» тулли мар яваплă обществăсем те шанчăклăн ура çине тăчĕç. Продукци илессине майĕпен ÿстерсех пыраççĕ. Çапла хăй вăхăтĕнче аялаллах анса пынă «Ленинец», «Вурнарский» хуçалăхсем панкрута тухас хăрушлăх пĕтрĕ. Кăçал тата икĕ çĕнĕ тулли мар яваплă общество чăмăртанчĕ. Вĕсенчен пĕри - «Вурнарский» агрофирма». Ку агрофирмăна районта пурте лайăх пĕлекен В.С.Михайлов предприниматель йĕркелесе ячĕ. Валерий Семенович пуçăннă кирек мĕнле ĕçе те тĕплĕ, шанчăклă туса пынипе палăрса тăрать. Хăй вăхăтĕнче вăл «Шанс» организаци туса хучĕ. Халĕ «Шанс» лайăх аталаннă строительство тата юсав предприятийĕ. Кашни çулах районти тĕп больницăра юсав ĕçĕсене пысăк пахалăхпа пурнăçлать, пĕлтĕр Кĕçĕн Çавал хĕрринчен поселока çитиччен шыв пăрăхĕсем хурса тухрĕ, шыв резервуарĕсем туса лартрĕ. Районти «Сельхозтехника» предприяти панкрута тухнă хыççăн кунта автомашинăсемпе тракторсене юсассине тепĕр хут йĕркелесе ячĕ, чус-хăма çуракан пилорама вырнаçтарчĕ. Халĕ, акă, «Вурнарский» агрофирма» тулли мар яваплă общество йĕркелерĕ. Унта «Малояушский» хуçалăхăн пулнă çĕрсем 547 гектар тата «Свет» тулли мар обществăн çĕрĕсем 650 гектар кĕреççĕ. Çĕнĕ агрофирмăна туса хунин историйĕ çапларах. «Малояушский» хуçалăх пăртассем пекех саланса каяс вĕçне çитни çинчен маларах çырнăччĕ. Кăçал А.Платонов ертсе пынă «Свет» тулли мар яваплă общество та çак йывăрлăх умне тухса тăнă. 2000, 2001 çулсенче тупăшлă ĕçлесе пынă хуçалăх пĕлтĕр 691 пин тенкĕ тăкак тÿснĕ. Ĕне выльăх йышĕ чакса кайнă, пĕр сысна та тăрса юлман. Пĕлтĕр 20 гектар çинчи çĕрулмине пачах та кăларман. Валерий Семенович икĕ хуçалăх çĕрĕ çинче «Вурнарский» агрофирма йĕркелеме шухăш пурри çинчен пĕлтерсен район администрацийĕнче çак сĕнÿпе килĕшнĕ. Хальхинче те В.С.Михайлов хăй тытăннă кирек мĕнле ĕçе те вĕçне çитичченех шанчăклăн туса пыма хăнăхнине кăтартса пачĕ. Тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 700 ытла гектар çине кĕске вăхăтра та пысăк пахалăхпа акса хăварнă. Çураки, вырма вăхăтĕнче эпĕ кашни кун тенĕ пекех район администрацийĕн ялхуçалăх управленийĕнче пулатăп, управлени пуçлăхĕн А.И.Ильинăн кабинетне кĕрсе тухатăп. Кăçал унпа хуçалăхсенчи лару-тăру пирки сăмах пуçарнă май «Утар» агрофирма» тулли мар яваплă общество шăпи пирки калаçу нумай пулчĕ. К.Михайлов ертсе пыракан çак хуçалăх 2000 çулта чăмăртаннă. Çак вăхăтранпа пĕр çул та тупăшлă ĕçлемен. Пĕлтĕр çĕрулми пĕр центнер та туса илмен. Фермăсенче выльăх тăрса юлман, кукăр алăллисем мĕн вăрлама май пуррине йăлтах çаратса пĕтернĕ. Темĕн тĕрлĕ те шухăшласа пăхрĕç çак хуçалăха мĕнле те пулин пĕтерме парас мар тесе. Малтанах «Ораушский» ялхуçалăх производство кооперативĕ туса хума йышăнчĕç. Çакăн валли документсем те хатĕрлесе çитерчĕç. Анчах хальхи вăхăтра укçа тата пурлăх бази çук пулсан çĕнĕрен хуçалăх туса хурса продукци туса илессине йĕркелесе яма çав тери йывăр, тĕрĕссипе май та çук. Çавна май «Ораушский» ялхуçалăх производство кооперативĕ туса хурас шухăша пăрахăçлама тиврĕ. Юлашкинчен район администрацийĕ тата ялхуçалăх управленийĕ Шупашкарти пĕр фирмăпа калаçса татăлса Уравăшра «Мир» агрофирма» тулли мар яваплă общество туса хума май тупнă. Çакăн пек туни тĕрĕс çул пулнине халех палăртса хăварма пулать. Пушă вырăнта тенĕ пек чăмăртаннă агрофирма кăçал 100 гектар ытла тĕштырăсемпе пăрçа йышши культурăсем, 20 гектар сахăр кăшманĕ акса хăварнă. Çĕнĕ ялхуçалăх предприятийĕн пуçлăхĕ Я.М.Кот пĕлтернĕ тăрăх, Уравăшра теплица хуçалăхĕ пулать, пулă ĕрчетме тытăнаççĕ, фермăсенче çĕнĕрен выльăх усрама пуçлаççĕ. Уй-хирте тырă, çĕрулми, сахăр кăшманĕ туса илеççĕ. Палăртни йăлтах пурнăçа кĕрес пулсан хуçалăхăн малашлăхĕ пысăк. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, улшăнса пырать. Паян ура çинче тытăнса тăрас, малалла аталанас тесен ялхуçалăх предприятийĕсен нихçанхинчен тăрăшуллă пулма тивет. Районти чылай хуçалăхсем аталану çулĕпе шанчăклăн утаççĕ. Çакă район çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçланă вăхăтра республикăра малти ретре пулни те аван çирĕплетет. Паллах, ытти çĕрти пекех пирĕн те юлса пыракан, пысăк йывăрлăх тÿсекен хуçалăхсем пур. Район администрацийĕпе ялхуçалăх управленийĕ çакăн пек хуçалăхсене ура çинче тытăнса тăма пулăшас тĕллевпе куллен ĕçлеççĕ. Унсăрăн панкрута тухнă, саланса кайнă хуçалăхсен йышĕ чылай нумайрах пулмалла.


24 мая 2003
00:00
Поделиться
;