Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ырă тума васкăр

2003 çул - Çемье çулĕ. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров çак указ айне алă пуснă чухне чи малтанах çемьери хутшăнусене, унăн обществăри вырăнне, аталанăвне лайăхлатассине шута илнĕ. Çирĕп çемье - çирĕп патшалăх, тенĕ авалтан. Çапла, çемьере йĕрке, туслăх, килĕшÿ хуçалансан пурăнма та ырă. Анчах паянхи кун пурнăçăн тÿнтерле енĕсене ытларах та ытларах курма пулать. Уйрăмах çирĕпленсе çитмен çамрăк чунсене пысăк витĕм кÿреççĕ вĕсем. Тăлăх, ашшĕ-амăш хÿттисĕр юлнă ачасем çепĕçлĕх, юрату мĕнне пĕлмеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ çулсерен килсĕр çапкаланса çÿрекенсен, преступлени çулĕ çине тăракансен йышĕ ÿссе пырать. Хăшпĕр çемьесенче тата чухăнлăх «хуçаланать», вĕсене пушшех йывăр - ачисем тăраниччен апат çиеймеççĕ, тăхăнтартма тумтир çук. Нумай ачаллă çемьесене те çăмăл мар паянхи кун. Ун пеккисем районта - 969 çемье, вĕсенче 3268 ача çитĕнет. Çакна шута илсе район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕ, хĕрарăмсен районти канашĕ йĕркеленипе «Ырă тума васкăр» ыркăмăллăх марафонĕ пуçланчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - ачалăх, çемье проблемисем çине ытларах тимлĕх уйăрасси, тăлăх, инвалид ачасене пулăшасси. Эпир пĕтĕм ĕç коллективĕсенчен, учрежденисенчен, фирмăсенчен, организацисенчен, предпринимательсенчен, районта пурăнакан кашни çынран ачасене пулăшма ыйтатпăр. Ачасем - пурнăç чечекĕсем, вĕсем - пирĕн пуласлăх! Çакăн çинчен манса каяс марччĕ. Пĕчĕк чунсен хуйхине, нушине, тархасшăн, курмăш ан пулăр, вĕсене пулăшма чĕннине илтмен пек ан тăвăр. Ырă тума васкăр! Инкеке лекнĕ ачасене валли тăхăнмалли япаласем, кĕнекесем, теттесем çак адреспа килсе пама пултаратăр: Вăрнар район администрацийĕн çурчĕ 103-мĕш пÿлĕм. Укçа-тенке çак счет çине куçарма пулать: Чăваш Республикин Финанс Министерствин Вăрнар районĕнчи финанс пайĕ, расчет счечĕ: 40603810800001000073, ИНН 2104005014 (ИНН 2104002158, ОСЗН 05148041369)* БИК 049704000* уйрăм счет: 1481806515397130330.


24 мая 2003
00:00
Поделиться
;