Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Кубок çÿллĕ шайра иртнĕ

Тин кăна хăвăрт утассипе Европăн V Кубокне хатĕрленсе ирттересси пирки калаçаттăмăр. Халĕ ăмăртусем те хыçа юлчĕç. Уйрăмах вăл чăваш, Раççей çыннисемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулчĕ - Кубок Раççейре юлчĕ. Кубокшăн пынă ăмăртăва пурĕ 27 çĕршыври хăвăрт утакансем хутшăннă, 15 медальтен саккăрăшне Раççей спортсменĕсем, çав шутран виççĕшне Чăваш Ен спортсменĕсем çĕнсе илнĕ: 20 километрлă дистанцире хĕрарăмсенчен Елена Николаева ылтăн, арçынсенчен Владимир Андреев бронза* 10 километрлă дистанцире юниоркăсенчен Вера Соколова кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Командăсем хушшинче Раççейĕн пĕрлештернĕ команди пĕрремĕш, Испани - иккĕмĕш, Украина - виççĕмĕш вырăна тухнă. Палăртса хăварма кăмăллă - Украина команди йышĕнче чăваш хĕрĕ, пирĕн ентеш, Пăртас ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Ивановна Борисюк та пулнă. Чылай çул ĕнтĕ вăл хăвăрт утакансен тренерĕ пулса ĕçлет. Паллах, вĕсен команди виççĕмĕш пулнинче унăн тÿпи те пысăк. Кубок пин-пин çынна пĕрлештерчĕ тесен те йăнăш пулмĕ - ăмăртусене пăхма республикăна ытти çĕршыв çыннисем те килсе çитнĕ. Пирĕн районтан та физкультура учителĕсем, тренерсем, спортсменсем, Ярмушкари, Хурăнсур Çармăсри, Çĕрпелти, Туçи Мăратри, Калининăри вăтам шкулсенче вĕренекенсем чаплă ăмăртăва курма кайса килнĕ, унтан пысăк хавхаланупа таврăннă. Маларах Вăрнар ачисем Кубок умĕнхи марафона та хутшăннăччĕ. Эстафета кÿршĕллĕ Элĕк районĕнчен Вăрнар тăрăхне çитнĕ, спортсменсене Калининăри вăтам шкулта вĕренекенсем кĕтсе илнĕ, Кубок факелĕпе Ярмушкана çити чупнă. Район тăрăх эстафетăна малалла Ярмушкари шкулта вĕренекенсем тăснă, çамрăк спортсменсем Красноармейски район чиккине çитнĕ, эстафета Карайсене куçнă. - «Олимпийский» стадионта Европăн V Кубокне савăнçă лару-тăрура уçрĕç. Çын питĕ нумай, курма килекенсенчен нумайăшĕ валли вырăн та юлман, - каласа парать физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ Сергей Иванович Политов. - Хаваслă юрă-кĕвĕ кăмăла çĕклентерчĕ. Юнашарах ытти наци çыннисене курни те питĕ савăнтарчĕ. Лотерея вылявĕ иртнĕ хыççăн стадион варрине ăмăртăва хутшăнакансен командисем тухрĕç. Чăваш тумĕ тăхăннă хĕрсем çĕршыв ячĕсене çырнă плакатсем йăтнă, спортсменсем патшалăх ялавĕсене çĕкленĕ. Пурĕ 27 команда. Уява килнисене ЧР Президенчĕ Н.Федоров, РФ Правительствин председателĕн çумĕ - ялхуçалăх министрĕ А.Гордеев, Атлетикăн Европа ассоциацийĕн президенчĕ Х.Вирц саламларĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Ăмăртусем çÿллĕ шайра иртрĕç. Стадиона калама çук чаплă хатĕрленĕ. Унта курнине, туйнине сăмахпа каласа та пĕтереймĕн... Телекуравçăсем Европăн V Кубокĕн ăмăрту саманчĕсене тÿрĕ эфирпа курма пултарчĕç, çакă ял çыннисемшĕн уйрăмах пысăк савăнăç. Эпир хамăрăн чăваш спортсменĕсемпе чăннипех мухтанма тивĕç. Ăмăртура вĕсем пысăк хăвăртлăхпа утса мала тухрĕç. Н.Федоров та Чăваш Республики 3 медаль çĕнсе илни çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Халĕ Чăваш Республикинче 2006 çулта хăвăрт утассипе Тĕнче Кубокне ирттерме ирĕк çĕнсе илес шанчăк та пур.


24 мая 2003
00:00
Поделиться
;