Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Медале тивĕçнĕ

Вăрнарта пурăнакан 21 çулхи Леонид Николаева çар комиссарĕ О.Семенов нумаях пулмасть «За заслуги перед Отечеством» орденăн II-мĕш степень медалĕпе чысларĕ. «Ку медале ахальтен памаççĕ, ăна Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансене, хăюлăхпа тата хастарлăхпа палăрнисене çеç чыслаççĕ», - терĕ вăл. Наградăна илнĕ ятпа çамрăка чĕререн саламларĕ. Асăннă медале Леонидăн 2002 çултах илмелле пулнă, мĕншĕн тесен пĕлтĕрхи ноябрĕн 8-мĕшĕнчех Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çавăн пирки Указра алă пуснă пулнă. Л.Николаев çав вăхăтра службăна Чечняра ирттернĕ. Кăçал демобилизациленнĕ, киле таврăннă. Награда хуçине тăван тăрăхра шыраса тупнă. - Салтака мана 2000 çулта илсе кайрĕç. Малтанах Ростов хулинче пултăм, çарта разведчикра тăтăм. 2001 çулта Чечняри Катыр-юрт салине боевиксенчен тасатнă чухнехи çапăçусене хутшăнтăм. Çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçларăм, наградăшăн хавас», - пулчĕç çамрăкăн сăмахĕсем.


24 мая 2003
00:00
Поделиться
;