Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Училищĕри çураки

- Ялхуçалăх предприятийĕсем пекех эпир те кашни çулах çуракине тухатпăр, - тет Вăрнарти 29-мĕш професси училищин директорĕ Н.Васильев. Çапла калама унăн сăлтавĕ пур. Хуçалăх Кĕçĕн Кипек уйĕсенче 16,5 гектар çĕр илнĕ. 6 гектар çине çĕрулми лартнă. Ытти лаптăкне тулă йышăнать. Çавăн пекех хушма хуçалăхра 13 гектар викăпа сĕлĕ, 18 гектар викăпа урпа хутăшĕ çитĕнтереççĕ. Училищĕре нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне çĕнетсех тăраççĕ. Пĕлтĕр çакăн валли 7 гектар çине клевер акнă. Вăл кăçал питĕ аван шăтса тухнă, парка çитĕнет. Кăçал çавăн пекех 13 гектар çине тырăпа хутăш люцерна акса хăвараççĕ. Ытти çĕрти пекех училĕщĕре те çуракинче йывăрлăхсем пулнă. Техника кивĕ. Тракторсем çĕмрĕле-çĕмрĕле кайнă. Вĕсене çийĕнчех юсанă. Çапла майпа ялхуçалăх культурисене вăхăтра акса лартма май килнĕ. Училище пахчаçимĕç çитĕнтерессипе те ăнăçлă ĕçлет. «Трансфер» сортлă ирхи купăста çур гектар ытларах пулать. Ку сорт пирĕн тăрăхра чи лайăххи шутланать. Унăн калчине халăха та сутаççĕ. Çавăн пекех çичĕ сорт помидор, пăрăç калчи çитĕнтереççĕ. Лайăх çанталăкра помидор калчине теплицăран парниксене куçарса лартма пуçланă. Садра çимĕç йывăççисен хăрăк, чирлĕ турачĕсене иртнĕ, ытти ĕçсене пурнăçланă. Пахчаçимĕçсен калчине çитĕнтернĕ çĕрте вĕренекенсем маттур ĕçлеççĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсенче В.Аляхов, А.Волков трактористсем, П.Тимофеев управляющи тăрăшуллă. Вĕренекенсен ĕçне Н.Ижелеев аслă мастер тата В.Панькова мастер йĕркелесе тăраççĕ. Çапла майпа училищĕре столовăйне хĕл каçичченех хăйсем патĕнче туса илнĕ çĕрулмипе тата пахчаçимĕçсемпе тивĕçтереççĕ. Хушма хуçалăхри выльăх валли те апат çителĕклĕ хатĕрлесе хăвараççĕ.


24 мая 2003
00:00
Поделиться
;