Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Уравăшра - тулли мар яваплă общество

«Мир» совхоз, «Утар» тулли мар яваплă общество, «Орауши» ялхуçалăх производство кооперативĕ ... ятсем улшăнса тăчĕç пулин те Уравăшри пĕрлешÿллĕ хуçалăх юлашки çулсенче аялтан аяллах анса пычĕ. Продукци сахалтан-сахалрах илме пуçларĕç, парăмсем вара, пачах урăхла, чакас вырăнне кунран кун ÿсрĕç. Хуçалăха йăлтах пĕтме парас мар тесе кăçал çураки умĕн кунта «Мир» агрофирма» тулли мар яваплă общество йĕркеленĕ. Ăна Шупашкарти пĕр фирма представителĕ Яков Михайлович Кот предприниматель ертсе пырать. Çĕнĕ хуçалăх 100 гектар ытларах тĕштырăсем, 20 гектар сахăр кăшманĕ акнă. Çавăн пекех çĕрулми те лартма пăхнă. Малашлăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине тепĕр хут йĕркелесе яма палăртаççĕ. Çапла уравăшсем паянхи йывăр условисенче те тепĕр хут ура çине тăрса вăй илес шанăç пур.


24 мая 2003
00:00
Поделиться
;