Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Районти чи пултаруллă дояркасене палăртрĕç

Конкурс «Янгорчино» СХПК кооперативĕн çуллахи лагерĕнче иртрĕ. Унта районти чи пултаруллă дояркăсем, техник-осеменаторсем хутшăнчĕç. Сăмах май каласан, вĕсем Вăрнар тăрăхĕнче сахал мар, пĕлтĕрхи кăтартусемпе пĕр ĕнерен вăтамран 4 пин кг ытла суса илекенсем 13-ĕн пулнă, тата 13 доярка ку кăтартăва 3 пин çурă килограммран, 11 доярка 3 пин килограммран ирттернĕ. Чи маттурисем, пултаруллисем хăйне евĕр професси уявне пухăнчĕç. Уява уçса пĕлтĕрхи ăмăрту çĕнтерÿçисем «Янгорчино» хуçалăхра ĕçлекен Валерий Тарасов дояр тата «Знамя» кооперативăн техник-осеменаторĕ Людмила Толмасова конкурс ялавне çĕклесе уçрĕç. Ăмăртăва хутшăнакансене ăнăçу сунса район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ Александр Ильин сăмах каларĕ. Çăмăл мар тĕрĕслев витĕр тухрĕç ĕне сăвакансемпе техник-осеменаторсем, теори ыйтăвĕсене пĕлнине, аппаратпа тĕрĕс усă курма, ăна хăвăрт салатса пуçтарма пĕлнине кăтартрĕç вĕсем. «Янгорчино» хуçалăх кăçал дояркăсене вĕрентме ятарласа ял хуçалăх техникумĕн преподавателĕсене чĕнсе илнĕ. Вĕрентÿ пысăк усă пани конкурсра та лайăх палăрчĕ. Малти вырăна çак хуçалăхăн доярки Роза Степанова тухрĕ, 2-мĕш вырăнта «Янгорчино» кооперативрах ĕçлекен Валерий Тарасов дояр пулчĕ. 3-мĕш вырăна «Броневик» хуçалăхра ĕçлекен Галина Козлова çĕнсе илчĕ. Техник-осеменаторсем хăйсен пĕлĕвне кăтартрĕç. Вĕсемпе кашни çулах Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче аттестаци, вĕрентÿ иртереççĕ. Ĕнерхи конкурсра 1-мĕш вырăна «Хорнзор» хуçалăхра ĕçлекен Валентина Фомина тухрĕ, 2-мĕш вырăна йышăнма «Янгорчино» кооперативра вăй хуракан Любовь Трофимова тивĕç пулчĕ. 3-мĕш вырăна Коротков ячĕпе хисепленекен хуçалăхри Галина Россадинăна пачĕç. Вĕсене грамотăсемпе, хаклă парнесемпе чысларĕç. Конкурса хутшăннă ытти специалистсене те парнесемпе хавхалантарчĕç. Чи çамрăккисене, «Родина» хуçалăхри техник-осеменатора Альбина Семеновăна тата «Победа» хуçалăхри Сильвия Алексеева дояркăна, ятарлă призсем пачĕç.


28 мая 2003
00:00
Поделиться
;