Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Асра юлнă кун

Савăнăçлă, асра юлмалла иртрĕ юлашки вĕренÿ кунĕ Çарăклăри шкулта. Шкул директорĕ Н.Алексеев ачасене вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе вĕçленĕшĕн, çитĕнÿсем тунăшăн саламларĕ. Вĕренÿ çулне «5» паллăсемпе çеç пĕтернĕ Марина Ильинана, Оля Овчинникована, Наташа Миронована мухтав хучĕсем, «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракан вунă ачан ашшĕ-амăшĕсене тав çырăвĕсем тата лайăх вĕренекен 9 шкул ачине кĕнекесем парса чысларĕ. Вăрнар вăрман хуçалăхĕн ĕçченĕ С.Михайлов шкул ачисене лесничествăра тăрăшса ĕçленĕшĕн грамотăсем парса чысларĕ, экологи ăмăртăвĕнче лайăх кăтартусем пулнăшăн тав турĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе шкул коллективне Р.Петрова тав сăмахĕсем каларĕ. Унтан «Походра» ăмăрту-вăйă пуçланчĕ. Ачасем икĕ командăна пайланса тĕрлĕ конкурссенче ăмăртрĕç. Программăра «мышеловка», шăчăпа сикесси, пĕрене урлă каçасси, «кочки», картта тăрăх юханшыв тăршшĕне палăртасси, компаспа азимут виçесси, топографи паллисене пĕлесси, çыхăсем тăвасси, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парасси, таврари курăксене пĕлесси, велосипедпа фигурăлла ярăнасси, палатка лартасси конкурссем пулчĕç. Вăййа физкультура учителĕ В.Спиридонов йĕркелесе пычĕ. Кашни конкурсах учительсемпе пĕрле 9-мĕш класс ачисем хакларĕç. Пĕтĕмлетÿсем тусан «Туристсем» команда (Миша Петров командир) мала тухрĕ. Вĕсене пылак çимĕçсемпе чысларĕç. Юлашкинчен пурте пĕрле кăвайт умне пухăнса юрăсем юрларĕç. Ачасем хăйсем маларах тытнă пулăран шÿрпе пĕçерме çакса ячĕç. Апат пиçнĕ хушăра вăйăсем вылярĕç, сăвăсем каларĕç, шÿтлĕ самантсене аса илчĕç. Пулă шÿрпи çинĕ хыççăн ял халăхне культура çуртĕнче концерт кăтартрĕç.Çак ĕçсене ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем Т.Петрова, Л.Николаева тата С.Пирогова йĕркелесе пычĕç. Куракансене уйрăмах Л.Пирогов, А.Григорьева, А.Федоров сцена çинче юрлани-ташлани килĕшрĕ.


04 июня 2003
00:00
Поделиться
;