Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Футболистсем хастар выляççĕ

Май вĕçĕнче Улатăр районĕнчи Атрать салинче район тата хула администрацийĕсен ĕçченĕсем хушшинче минифутбол енĕпе зонăри ăмăртусем иртнĕ. Унта Çĕмĕрле районĕн тата хулин, Улатăр, Вăрнар, Канаш районĕсен футболисчĕсем мала тухассишĕн ăмăртнă. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене Чăваш Республикин Президент администрацийĕн представителĕ М.Мурзин, Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Блашенков саламланă, вăйăсене хастар хутшăнса çĕнтерме ăнăçу суннă. Шăпа янă тăрăх вăрнарсем (командăра - П.Иванов, А.Матвеев, С.Политов, В.Прокопьев, С.Дмитриев, И.Федоров, В.Кириллов, А.Андреев, Р.Егоров) пĕрремĕш ушкăна лекнĕ, çĕмĕрлесемпе тата улатăрсемпе ăмăртăва тухнă. Хĕрÿ тупăшура пĕрремĕшсене 5:2 , турнир хуçисене 1:0 шутпа çĕнтернĕ. Финалта Канаш футболисчĕсемпе тĕл пулнă, анчах выляса янă. Çапах та командăсем хушшинче вăрнарсем иккĕмĕш вырăн йышăннă. Иртнĕ шăматкун Вăрнарта республикăри футбол чемпионачĕн аслă дивизионри вăйăсем иртнĕ. Унта «Химикпа» (Вăрнар) «Элара» (Шупашкар) тĕл пулнă. Аслисен ушкăнĕнче вăрнарсем 2:0 шутпа, çамрăксен ушкăнĕнче 4:1 шутпа выляса илнĕ. Малтанхи çулсенчи пекех кăçал та уйрăм ялсенчи футбол командисем хушшинче республикăра мала тухассишĕн пĕрремĕш дивизионри ăмăртусем пуçланнă. Канмалли кунсенче «ЛМ-Санары» Çĕмĕрле район командипе вылянă, хăнасен хапхине мечĕке тăватă хутчен тапса кĕртнĕ, çĕмĕрлесем пирĕнне - виççĕ. Тунтикун ĕçпе юрă тата спрот уявĕнче - Акатуйра - выляма тивĕçлĕ пулассишĕн футбол вăййисен полуфиналĕ иртнĕ, унта темиçе тур çĕнтерÿçисем «Химикпа» «Санарпуç» тĕл пулнă.Вăйă химиксем 5:0 шутпа çĕнтернипе вĕçленнĕ. Майăн 5-мĕшĕнче ялхуçалăх техникумĕн спортплощадкинче иккĕмĕш ушкăнри вăйлă командăсем, «Гвардеец» - «ЛМ-Санары», выляççĕ. Вăйăсем финала тухма тивĕçлине палăртĕç.


04 июня 2003
00:00
Поделиться
;