Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Усăллă тĕлпулусем

Кĕçнерникун федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Александр Муратов ĕçлĕ çулçÿревпе Вăрнар районĕнче пулнă. Тĕп ыйтусем экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне çĕклессипе çыхăннă. Чи малтанах вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Кузьминпа тата ЧР Строительство министрĕн çумĕпе Л.Вячеславовпа Аçăмçырминчи шкулта пулнă, Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн Атăлçи филиалĕн база шкулĕпе паллашнă, ачасен вĕренÿри ÿсĕмĕсемпе, вĕренме кĕресси мĕнле шайра пулнипе интересленнĕ. Çавăн пекех унта Аçăмçырми, Калинино, Упнер шкулĕсем патне çити асфальт çул сарасси пирки те калаçу пуçарнă. Çав кунах А.Муратов районти Хăмăш - Кăкшăм чи пысăк газ трассине хута янă çĕре хутшăннă. Хăмăшра 292 килтен 210-шĕ çутçанталăк ырлăхĕпе усă курма пуçланă. Газ кĕртессине хăвăртлатас тĕлĕшпе ял çыннисем те чылай тăрăшнă, укçа-тенкĕ вăхăтра пуçтарса панă. Ку ялта «кăвак çулăм» чи малтан ял старостин Валерьян Блинов килĕнче çунма тытăннă. Хурăн Кăкшăмра пурăнакансем те çак кунтан газпа усă курма тытăннă. Александр Муратов Еленапа Николай Исаковсен килĕнче газа хăй çутнă. Унтан инспектор Вăрнарти хутăш препаратсен заводне çитсе курнă. Заводăн генеральнăй директорĕ В.Свешников хăнасене вăрлăхсене имçамламалли препаратсем туса кăларакан цехпа тата полимертан тарăсем туса кăларакан участок ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ лицейра пыракан «Муниципалитет тытăмне аталантарасси» семинара хутшăннă.


09 июня 2003
00:00
Поделиться
;