Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçке пула пуç пĕтет

Тĕлĕнмелле пурнăç пулса кайрĕ: унччен эрех ĕçмен çын ятлă-сумлăччĕ, халĕ веçех урăхла - ĕçкĕçсем чи хисеплĕ çынсем пулса тăчĕç. Эрех-сăмакун шыв пек юхать. Пĕлес килет: аншарли туса сутакансен - хамăр районтисен кăна хăть - уйăхри тупăшĕ миçе çĕр пин тенкĕпе танлашать-ши; Чараксăр ĕçнине пула кашни кун тенĕ пекех çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Путсĕр шĕвеке пула ваттисем те, вăйпитти çамрăксем те пĕтеççĕ. Акă, шалти ĕçсен районти пайĕн штаб пуçлăхĕ милици подполковникĕ Олег Ефремов пĕлтернĕ тăрăх, çак уйăхăн малдтанхи эрнинче кăна ĕçке пула çичĕ çын пурнăçран уйрăлса кайнă. Ĕçсе лартнă хыççăн хатпăр хăй çине алă хуракансем те тĕл пулаççĕ. Ĕçкĕ-çике пула Вăрнар поселокĕнче , Чăрăш Ишекр, Туçи Çармăс, Çавалкас Хирпуç, Вăрманкас тата ытти хăшпĕр ялсенче çынсем вилнĕ.


11 июня 2003
00:00
Поделиться
;