Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Газ кĕртессипе тимлĕрех пуласчĕ

Ялта пурăнакансемшĕн газ кĕртни питĕ пысăк усă парать. Президент программипе 2003-2004 çулсенче республикипе газ кĕртессине вĕçлемелле. Вутă-шанкăпа, çĕр кăмрăкĕпе çурт-йĕре ăшăтса тăма паянхи кун çулталăкне ултă пин тенкĕ каять. Газ тăкакĕсем вара виçĕ хут сахалтарах. Ялти çынсен килĕсене газ кĕртме перекет банкĕнчен кредит илме май туса пани чи лайăх меслет. Аçăмçырми ялĕнче те газовиксем ĕçе пуçăнчĕç. Газ пăрăхĕсем хума пĕр урамра чавнă хыççăн тепĕр урама куçрĕç, Тăвальушкăнь Ялтăрара та ĕç ăнса пычĕ. Ку лайăх тейĕпĕр. Анчах халĕ ял çыннисене урамсенчи канавсем урлă выльăх-чĕрлĕхе каçарма кансĕр, е тата çуллахи вăхăтра пушар тухас хăрушлăх пысăк. Инкек-мĕн пулас пулсан яла пĕр машина та пырса кĕреймĕ. Çавăнпа та ĕçе хăвăртрах вĕçне çитерсен аванччĕ...


11 июня 2003
00:00
Поделиться
;