Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хаваслă кунсем пуçланчĕç

Кану тата сывлăха çирĕплетмелли «Ласточка» лагерь Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ 100 ытла шкул ачине ăшшăн йышăнчĕ. Иртнĕ вырсарникун пĕрремĕш сменăна уçнă май Вăрнарти «Тепловодоканал» МУП генеральнăй директорĕ И.Сидоров, вĕрентÿ управленийĕн методисчĕ Е.Карпова хаваслă кунсем пуçланнă ятпа ачасене ăшшăн саламларĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх лагерьте канакансем пурте «Ласточка» патшалăх çыннисем. Смена уçăличчен вăрттăн сасăлавпа Президента, сывлăх сыхлавĕн, культура, физкультурăпа спорт, финанс министрĕсене суйланă. Патшалăхăн символики те хăйне евĕр - йăл кулакан хĕвеллĕ герб, гимн тата хăйсен укçа единици. Линейкăра президент патшалăхăн пĕтĕм çыннисем, хăнасем умĕнче йăла-йĕркесене çирĕп пăхăнса пыма сăмах пачĕ. Мăйĕсем çине сарă галстуксем (патшалăх символĕ) çыхса ярсан канма килнисен сăнĕсем савăнăçпа çуталчĕç. Ачасемпе вожатăйсен вăйĕпе лартнă концерта пăхма та кăмăллă пулчĕ. Савăнăçлă та хаваслă кунсем пуçланчĕç. Каннă вăхăтра ачасем сывлăха çирĕплетеççĕ, тĕрлĕ вăйă вĕренеççĕ, тавракурăма анлăлатаççĕ, интереслĕ мероприятисене хутшăнаççĕ.


11 июня 2003
00:00
Поделиться
;