Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Семинар Вăрнарта иртнĕ

Иртнĕ эрнере Вăрнарти лицейра «Муниципалитет тытăмне аталантарасси» ятпа виçĕ кунлăх семинар иртнĕ. Ăна федерацин Атăлçи округĕн стратеги тĕпчевĕсен центрĕн пуçарăвĕпе «Шупашкар - Атăлçи культура тĕп хули - 2003» программăпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Семинара РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕн полномочиллĕ представителĕ В.Глазычев профессор, И.Кондаков, С.Чураков, С.Майоров экспертсем, ял администраци пуçлăхĕсем, организаци-предприяти ертÿçисем хутшăннă. Вĕсем хамăр пурăнакан территорие планлассипе «Тавралăх дизайнĕ», «Экономикăна планласси», «Аталанăва йĕркелесе пырасси» секцисенче тухăçлă ĕçленĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе пыракан пай пуçлăхĕ С.Журавлева, Уравăш тата Çĕрпел ял администрацийĕн пуçлăхĕсем В.Абакумова тата М.Горбунов хăйтытăмлăха аталантарас, тавралăха хăтлăх кĕртес тĕллевпе хатĕрленĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ проектсемпе паллаштарнă. Семинар вăхăтĕнче çавăн пекех «Район пуласлăхĕ - ачасен куçĕпе» ÿкерчĕксен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Çĕнтерÿçĕсем - Çарăклăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул ачисем: Сергей Федоренко, Светлана Кондратьева, Анастасия Белова. Вĕсене 500-шер тенкĕлĕх парнесемпе хавхалантарма йышăннă.


11 июня 2003
00:00
Поделиться
;