Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Специалистсем канашланă

Юлашки çулсенче пирĕн республикăри ĕç сыхлавĕнчи çитĕнÿсем курăмлă. Производствăри инкек-синкек, уйрăмах вилмелле аманасси чакса пырать. Районта та ку енĕпе лару-тăру ырă енне улшăнни аван. Предприятисемпе организацисенче ĕç сыхлавĕн йĕркисене çирĕп пăхăнсан, паллах, инкексем пулмĕç, производствăра сусăрланакансен йышĕ те чакать. Нумаях пулмасть районти предприятисемпе организацисенчи ĕç сыхлавĕн специалисчĕсен канашлăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне ЧР социаллă политика министерствин представителĕ К. Милюхин, Патшалăхăн Чăваш Республикинчи ĕç инспекцийĕн инспекторĕ Е.Волков хутшăннă. Хамăр районти предприятисемпе организацисенче ĕç сыхлавĕпе çыхăннă лару-тăрупа ялхуçалăхĕпе апат-çимĕç управленийĕн ĕç сыхлавĕн специалисчĕ Е. Алексеев паллаштарнă. - Ĕç условийĕсене тата ĕç сыхлавне лайăхлатас тĕлĕшпе 2002-2004 çулсене йышăннă районти программа ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çулсерен ĕç сыхлавĕн специалисчĕсем тата координаци канашĕ ĕç планĕ хатĕрлеççĕ, унта тĕрлĕ ыйтусене пăхса тухаççĕ. Акă, 2002 çулта координаци канашĕ виçĕ лару ирттернĕ, производствăра сусăрланнисен сăлтавĕсене палăртнă, предприятисемпе организацисенче ĕç сыхлавне епле йĕркеленине тишкернĕ, ĕç сыхлавĕн специалисчĕсен çураки вăхăтĕнче пурнăçламалли тĕп тĕллевĕсемпе задачисене палăртнă, предприятисемпе организацисенче коллективлă килĕшÿсем йышăнассипе çыхăннă лару-тăрăва тĕпченĕ, – палăртнă Евгений Максимович докладра. Районта 61 предприятипе организаци ĕçлет, çав шутра 32 ялхуçалăх предприятийĕ. Ĕç сыхлавĕн йĕркине пăхăнса пынине асăрхаса тăма вĕсенче ятарласа 29 çын уйăрнă, çавăн пекех çак тивĕçе пурнăçлама предприятисемпе организацисенче вăй хуракан ытти специалистсем çине те шаннă. Саккунпа килĕшÿллĕн, 100 е ытларах çынна пĕрлештерекен коллективра ĕç сыхлавĕн специалисчĕн штачĕ пулмалла. Районти пиллĕк хуçалăхра (“Юнтапа”, “Правда”, “Искра”, “Победа”, “Самолет”) ĕçлекенсен йышĕ 100 çынран ытларах пулин те çак йĕркене пăхăнмаççĕ. Ĕç сыхлавĕн службин тÿпине палăртма 17 предприятипе организацинче тĕреслев иртнĕ. Пуринче те тенĕ пекех пĕр пекрех çитменлĕхсем асăрханă. Чылай çĕрте документацие тĕплĕн хатĕрлесе пымаççĕ-мĕн, пушар хăрушсăрлăхĕпе ĕç сыхлавĕшĕн яваплă çынсене çирĕплетме пирки приказсем çырман, инструкцисем çирĕплетмен, работниксен вĕрентĕвне йĕркелемен, коллективлă килĕшÿсем йышăнман тата ытти те. Çитменлĕхсене çывăх вăхăтра пĕтермелли пирки каланă Е. Максимов. Кашни çулах ака-çу уйăхĕсенче районта ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ иртет. Предприятисемпе организацисенчи, хуçалăхсенчи ĕç условийĕсене тишкереççĕ, лайăххисене палăртаççĕ. Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх “Хорнзор” ялхуçалăх производство кооперативĕ мала тухнăччĕ. К. Маркс ячĕллĕ хуçалăхра та ĕç сыхлавĕн йĕркине, дисциплинăна çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ. Ĕç сыхлавĕ енĕпе çирĕп ыйтманине пула, йĕркене пăхăнманнипе ĕнтĕ инкек-синкек сиксе тухать. Çакна шута илсе кашни çулах районти ĕç сыхлавĕн специалисчĕсен вĕренĕвне йĕркелени пĕлтерĕшлĕ. Пĕлтĕр 97 çынна вĕрентнĕ пулсан, кăçал 103 çынна пĕлÿ панă. Производствăра вăй хуракансен сывлăхне тĕрĕслессине те йĕркелемелле ĕç сыхлăвĕн специалисчĕсен. Çакă ĕçлекенсен профессипе çыхăннă чирĕсене вăхăтра тупма, вĕсене сиплеме май парать. Шел пулин те, кăçал ялхуçалăх отраслĕнче вăй хуракансен 70 проценчĕ çеç медицина тĕреслевĕ витĕр тухнă. МТС “Яуши”, “Янгорчино”, “Хорнзор” работниксен сывлăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Районти предприятисемпе организацисенче, хуçалăхсенче коллективлă килĕшÿсем йышăнасси малалла пырать. Кăçал 17 килĕшÿ йышăннă. Çакă питех те кирлĕ документа çырмаллах, ку работникпа ĕçпе тивĕçтерекен çын хушшинчи хутшăнусене йĕркелет. Кĕçех республикăри ĕç инспекцийĕн, социаллă политика министерствин прокуратура сотрудникĕсемпе пĕрлехи тĕрĕслевсем ирттерĕç. Унта коллективлă килĕшÿ йышăнса хăварнине шута илĕç.


11 июня 2003
00:00
Поделиться
;