Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял историне çыратпăр: Сĕтел çинчи çăкăр

Çĕр -çутçанталăкăн хаклăран та хаклă парни. Ăна нимĕнпе те улăштарма çук. Вăл этемлĕхе тăрантарнă, тумлантарнă, çĕнĕрен те çĕнĕ ăрăва çитĕнтерсе пынă. Пĕр шутласан, халĕ те çаплах. Çĕр тени хăйĕн хакне нихăçан та çухатмасть. Ахальтен мар-и çак сăлтава пулах - хальхаççăн та уншăн юн тăкасси пĕтмест. Юрĕ, ку умĕнхи сăмах çаврăнăшĕ пултăр. Çапла, этем йăх-несĕлне аталантарса пымалли тĕп апата - çăкăра çак çĕрте çитĕнтереççĕ пулсан, унăн хакĕ мĕне тăнине пĕлмен мар, паллах, мăн асаттесемпе мăн асаннесем. Тахçанхи ÿкерчĕксене куç умне кăларса тăратас пулсассăн, кашни утăм çĕршĕн пуç хума хатĕр пулнă вĕсем. Çакна истори докуменчĕсем аван çирĕплетсе параççĕ. Кив Сăръелпе Çĕн Сăръел хресченĕсем те (ялсен хушши 1,5 çухрăм çеç) шăпах çак çĕршĕн чылай хушă хирĕçсе пурăннă хăй вăхăтĕнче. 1853-1854 çулсенчи Раççейăн Межевой канцерлярийĕпе килĕшÿллĕн, черемыш халăхне 739 десятин çĕр лаптăкĕ уйăрса панă пулсан, кив-сăръелсен 200 десятин сахалтарах пулнă. (Асăрхаттаратпăр: ялĕ кÿршĕсенчен пысăкрах пулнă пулин те. - Авт.). Çакă, тĕпрен илсен, вăрçтарнă та кив-сăръелсене. Çакăнтан вара ирĕксĕрех ыйту тухса тăрать. Хăй вăхăтĕнче çÿлти тÿре-шара çĕр лаптăкĕсене мĕншĕн шайлашуллă татса паман; Пĕлетпĕр: истори докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, çав тапхăрсенче çĕре арçынсене кăна панă, урăхла, хĕрарăмсем шутра пулман. Çакна тĕпе хывас пулсассăн, çав тапхăрсенче Çĕн Сăръелте ытларах арçын пурăнни курăнать-мĕн. Анчах ку, тÿрех калар, чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Çĕр йĕркелÿ перепиçĕпе Кив Сăръелĕн халăх йышĕ кÿршĕсенчен самаях пысăкрах пулнине палăртнă. Анчах вĕсен çĕр лаптăкĕ мĕншĕн пĕчĕкрех; Сăлтавĕ акă мĕнре. Черемышсем (çĕн-сăръелсем ĕнтĕ) унчченех патшалăхăн усрав вăрманĕсене касса-хăртса çĕрсене ирĕклетсе пынă, каярахпа çав лаптăксем вĕсен пĕрлехи харпăрлăхĕ пулса тăнă. Чăн та, вунсаккăрмĕш ĕмĕрте çак йĕркене пăрахăçлаттарнă. Çĕршĕн пыракан хирĕçÿ-тавлашу вăраха пынă икĕ ял çыннисен. «Пирĕн çăвара лекекен çăкăр татăккине хыпакансене» ăс кĕртес шутпа кив-сăръелсем хаярланса пĕррехинче (ушкăнра 25-30 арçын пулнă) кÿршĕ яла çул тытнă. Хайхискерсем ялти хурал пÿрчĕ умĕнче чарăнса тăрса, старостăна кĕтнĕ. Ял хуçи, ырă мара туйса, лара-тăра пĕлмен «шăхличе», урăхла, пĕр çивĕч ачана тÿрех Хăвати тутар патне чуптарнă. Лешĕ, ял кĕтÿне çулсерен кĕтсе пурăнаканскер, «хăнасем» çинелле вăрăм пушшипе шартлаттарса тăсса ярать. Ял çыннисем карр! хăпса тухнине курсан, хайхи кĕтÿç татах хăпартланса каять: шарт та шарт çурăлать пушă сасси. Хайхи «хăнасем» нимсĕрех таврăннă пулать... Анчах хуть те мĕнле тавлашăвăн та вĕçĕ пур. Ĕмĕр-ĕмĕр пыракан çак хирĕçĕве каярахпа икĕ ял çыннисем Мăн улăх çырминче татса панă. Çав кун, мирлешÿ ячĕпе, кив-сăръелсем така пустарса шÿрпе пĕçернĕ, кÿршĕсем те «пушă алăпа мар, тулли алтăрпа» тесе пыл кăрчамипе тĕлпулăва васканă. Çакă Совет влаçĕн çулĕсенче, тĕрĕсрех, иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсенче пулса иртнĕ. Çавăн чухне çĕн-сăръелсем кив-сăръелсене 200 десятин (танлаштарма: 1 десятин - 1,09 га) çĕр уйăрса параççĕ. Икĕ ял çĕрĕ... Вĕсене Мăн улăх çырми пĕрлештерсе, çывăхлантарса тăраканскер. Сакăрвуннăмĕш çулсенче çырмана пĕвелесе хучĕç те, тем анлăш çут «тĕкĕр» - пĕве çуталса тăма тытăнчĕ. Пулла юратакансем, хуласенчен канма таврăннă яш-кĕрĕмсемпе хĕрупраçсем кунтан татăлма пĕлмеççĕ. Чăнах, реххетлĕ тăрăх! Ытарайми вырăн! Тăван çĕр... Сайра пулсан та, килкелесех тăратăп çак тăрăха. Чун туртнипе, чун хистенипе . Ачалăх ăшши панă чун юратăвĕпе чун ыратăвĕ йăлтах кунта, пĕр тесен.


11 июня 2003
00:00
Поделиться
;