Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Хаваслă кану

Çулла пуçланчĕ. Каникулăн пĕрремĕш кунĕсенчех пирĕн шкулта сывлăха çирĕплетекен лагерь уçăлчĕ. Унăн ертÿçисем - Надежда Павловна Соловьева тата Елизавета Михайловна Николаева. Пире вĕсемпе питĕ интереслĕ. Вĕрентекенсен анлă тавракурăмĕ, спортпа юрă-ташăна çывăх пулни пире хавхалантарать. Лагере вуникĕ ача çÿрет. Ăна «Шăнкăрав курăкĕ» ят патăмăр. Ун çинчен юрă, девиз тата речевка вĕрентĕмĕр. Лагерь пурнăçĕ питĕ интереслĕ иртет. Утă уăхĕнче эпир Вăрман Кипекри шкул ачисемпе «Хаваслă старт» вăйă ирттертĕмĕр. Кунта пирĕн лагерь ачисем хастар пулчĕç. Утă уйăхĕнчех Туçи Çармăс шкулне Кĕçĕн Кипекри ачасем хăнана килчĕç. Малтан футболла вылярăмăр, 2:0 шутпа «Шăнкăрав курăкĕ» çĕнтерчĕ. Кайран ăмăрту иртрĕ, ачасем эстафета чупрĕç. Кунта та Туçи Çармăс шкулĕ мала тухрĕ. Юлашкинчен концерт кăтартăмăр, апат çитерсе кăмăллăн ăсатса ятăмăр. Малалла тата тĕлпулусем ирттерме палăртнă. Лагерьте пире питĕ килĕшет. Кунта эпир икĕ хутчен апат çиетпĕр, тĕрлĕ вăйăсем вылятпăр, пулă тытма çÿретпĕр, сывлăха çирĕплететпĕр.


19 июня 2003
00:00
Поделиться
;