Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Урамсенчи хăрушсăрлăхшăн

Республикăра «Тĕрĕслев - çул-йĕр палли» операци ирттересси пирки пĕлтерчĕç. Ăна çул çĕрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх управленийĕ, вырăнти влаç органĕсем тата çул-йĕрпе коммуналлă хуçалăх организацийĕсем пĕрле пуçласа йĕркелеççĕ-мĕн. Операци вăхăтĕнче ванса-çĕмрĕлсе пĕтнĕ çул-йĕр паллисене тупса палăртас, кирлĕ-кирлĕ мар çĕрте вырнаçтарнă чару паллисене илес, çул çÿрев хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ытти ыйтусене тĕп вырăна хума пăхнă. Çавна май хăшпĕр сĕнÿсем парасшăн. Мана, сăмахран, Вăрнар поселок урамĕсемпе хăшпĕр водительсем çав тери пысăк хăвăртлăхпа çÿрени питĕ сехĕрлентерет. Урамĕсем ахаль те ансăр, çавна пула инкек сиксе тухас хăрушлăх пушшех ÿсет. Çил кăларса çÿрекенсенчен çирĕп ыйтмаççĕ Пулас. Тепĕр тесен, вĕсене сыласа-асăрхаса та çитереймĕн. Сăнанă тăрăх, çул-йĕр правилисем чараççĕ Пулин те, водительсем çын ытларах утакан вырăнсенче те - шкулсемпе училище, автовокзал çывăхĕнче - çав тери пысăк хăвăртлăхпа иртсе çÿреççĕ. Çавнашкал çăмăлттайсене «выртакан полицейскисем» туххăмрах çăварлăхлама пултараççĕ. Ют çĕршывсенче çак меслетпе тахçанах ăнăçлă усă кураççĕ-мĕн. Çул урлă хунă тĕмескеллĕ асфальт йăрăма «выртакан полицейскисем» теççĕ - ун тĕлне çитсен хăвăртлăха ирĕксĕрех чакарма лекет. Вăрнар поселок администрацийĕ халăх йышлă пулакан вырăнсенче «выртакан полицейскисен» пулăшăвĕпе усă курма тытăнсан тем пекехчĕ. Чукун çул вокзалĕ Енчен К.Маркс урамне автомашинăсене кĕрсе çÿреме чаракан паллă пĕр вунпилĕк çул ĕнтĕ çакăнса тăрать. Ăна илсе пăрахмалла. Тĕлĕнмелле пулса тухать: машинăсем çав урампа вокзал патне ирĕклĕнех çÿреççĕ, анчах каялла А.Иванов урамĕпе çаврăнса каймалла. Çав вăхăтрах А.Иванов урамĕнчен 100 метрта вырнаçнă Ленин урамĕпе килекен транспорта К.Маркс урамĕпе çÿреме юрать. Масар çумĕпе иртекен çул хĕвелтухăç енче поселок еннелле тăрук пăрăннă çĕрте асăрхаттару палли çукки те водительсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. «Тĕрĕслев-çул-йĕр палли» операци вăхăтĕнче палăртнă çитменлĕхсенчен хăтăласчĕ.


19 июня 2003
00:00
Поделиться
;