Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ял уявĕнче

Май уйăхĕн юлашки кунĕсенче Юпшик Ялтрара пурăнакансем ял уявне пухăнчĕç. Ăна Тăвальушкăнь Ялтра ял администрацийĕнчи хĕрарăмсен канашĕ йĕркелерĕ. «Искра» хуçалăх председателĕ Н.Аливанов мероприятине ирттерме пĕр пин тенкĕ укçа уйăрса пачĕ. Уява ял администрацийĕн пуçлăхĕ Т.Алексеева уçрĕ. Вăл ял-йыша саламласа ырлăх-сывлăх, телей, ĕçре ăнăçу сунчĕ. М.Макарова халăха Юпшик Ялтра ялĕ пуçланса кайнин историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Ун хыççăн пурте тутлă шÿрпе çирĕç. Çамрăксем хатĕрленĕ концерта курса савăнчĕç. Ватăсем те, ачисем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç, пĕчĕк парнесем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Ялти çамрăк купăсçă В.Никифоров илемлĕ кĕвĕсем каласа çынсен чунĕсене уçрĕ. Ку уява ĕлĕкхи йăла-йĕркесене сыхласа хăварас тĕллевпе йĕркелерĕç. Çав кун çумăр чÿкĕ ирттерчĕç. Кунта ватăсемпе çамрăксем хастар пулчĕç. Каç пулсан вара ялти çамрăк мăшăрсем, хĕрсемпе каччăсем вăйă картине тăчĕç, ташларĕç, савăнчĕç, çумăра йыхăрчĕç. Юпшик Ялтрара пурăнакансем çак уява ирттерме пулăшнăшăн «Искра» ялхуçалăх производство кооперативĕн председательне Н.Аливанова, ял администрацине, вырăнти хĕрарăмсен канашне чĕререн тав тăваççĕ.


19 июня 2003
00:00
Поделиться
;