Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çитĕнÿ тăрăшуллăрах ĕçлеме хистет

«Халăх пурăнакан чи хăтлă пункт» ята район центрĕ - Вăрнар юлашки çулсенче икĕ хутчен тивĕçрĕ. Пĕлтĕрхи конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх поселок республикăра чи хăтли, чи тирпейли пулнине пĕлтĕмĕр. Ун чухне Вăрнар поселокĕ Пĕтĕм Раççейре иртекен конкурса хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕччĕ. Анчахрах «Раççейри чи хăтлă хула» конкурса пĕтĕмлетсе унăн çĕнтерÿçисене палăртнă. Унта Вăрнар поселокĕ хутшăннă, çавна май хамăр тăрăхра пурнăçланă ĕçсене жюри комиссийĕ пысăк хак панă. Çавăн пирки РФ Госстрой председателĕ Н.Кошман правительство телеграмминче пĕлтернĕ. Вăрнар поселок администрацийĕн пуçлăхне В.Львова ÿсĕмпе саламланă, поселокра пурăнакансене тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе малашне те тăрăшса вăй хума ăнăçу суннă. Вăрнарта халĕ 12 пин ытла çын пурăнать. Вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе 2002 çулта чылай ĕçленĕ. Поселокри чи çивĕч ыйтусенчен пĕри - ĕçмелли шыв çителĕксĕрри. Çавна пула пĕлтĕр район территорине аталантармалли чи лайăх проектшăн илнĕ 17 миллион тенкĕпе тĕллевлĕн усă курнă, 13,5 миллион тенкине 5 километр тăршшĕ шыв трасси тунă çĕре янă. Çавăн пекех пĕр километр ытла кивĕ шыв пăрăхĕсене тĕпрен улăштарса çĕнетнĕ. Поселока шывпа тивĕçтерес, унăн пахалăхне лайăхлатас ыйтусемпе малалла тимлеççĕ. Пĕлтĕр Ж.Илюкин, Гагарин урамĕсенче çĕнĕ çулсем хывассипе сахал мар ĕç пурнăçланчĕ, вĕсене юсаса тăрассине те пысăк тимлĕх уйăрнă. 2002 çулта республикăри социаллă программăпа килĕшÿллĕн 39 хваттерлĕ çĕнĕ çурт хута кайрĕ. Нумаях пулмасть «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» акционерсен обществи хăйĕн вăйĕпе çĕкленĕ 80 хваттерлĕ çурта санитарипе хÿтĕлев зонинче, кивĕ бараксенче пурăнакан 56 çемье куçрĕ. Хваттерсемпе вĕсене тÿлевсĕр тивĕçтернĕ. Çулсерен поселокра çутçанталăк газĕпе усă куракансен шучĕ ÿссех пырать. Пĕлтĕр çеç «кăвак çулăмпа» 148 киле тивĕçтернĕ. Вăрнарта тирпей-илем кĕртес мероприятисем те ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ. Вĕсене ирттерме пĕлтĕр кашни çын пуçне вăтамран 1368 тенкĕ тăкакланнă. Малти вырăна тухни лăпланса лармаллине пĕлтермест. Малашнехи плансем, программăсем анлă. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата ытти сферăри ыйтусене татса парас енпе тăрăшуллăрах ĕçлеме тивет.


21 июня 2003
00:00
Поделиться
;